КĂШТАХ ЧАКАРСАН ЮРАТЬ
Апат тăтăш тата нумай çиес килсен аппетита чакарма çăмăл мар. Çапах та килти хăш-пĕр мелпе усă курсан витĕм пулатех. Эмел курăкĕсем пулăшма пултараççĕ.
- Сĕтлĕ тал пиçен /расторопша/ ку тĕлĕшпе уйрăмах хăватлă. Типĕтнĕ вăррин порошокĕ апат çиес килнине ирттерет, пĕвер ĕçне лайăхлатать, япаласен ылмашăнăвне хăвăртлатать. Кунне 2-3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ настойкăна шывпа сыпса ĕçмелле. Курс - 1 уйăх. Икĕ эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттерме юрать.
Сăмах май, сĕтлĕ тал пиçен вар-хырăма кăштах çемçетекен витĕм кÿрет.
- Выçнине ирттерекен тепĕр хатĕр - йĕтĕн /лен/ вăрри е çăвĕ. Вĕсенчен пĕрне ирсерен 1-ер чей кашăкĕ ĕçеççĕ. Аппетита çăварлăхлама ку çителĕклĕ.
- Фенхель вăрри лăплантаракан витĕмпе палăрса тăрать. Ăна хушса начарланмалли чей хатĕрлеççĕ. 2-шер пай типĕ фенхель вăррипе куккурус çÿçине тата 1 пай симĕс чей заваркине пĕрле пăтратмалла. 1 апат кашăкĕ хутăша тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе 20 минут лартмалла. Кашни апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Стресс чухне аппетит вăйлансан уйрăмах лайăх пулăшать.
- Пĕр виçепе илнĕ хурăн çулçине, хурăн çырлин çулçине, ÿт илен курăка /лабазник/, сар çип утине /зверобой/, мелиссана, шăлан çырлине, кăвак чие çырлин /терн/ чечекне хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 300 миллилитр шыва ямалла, шыв мунчинче 5 минут вĕрилентермелле, унтан термоса ярса 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.
- 2 чей кашăкĕ хупах тымарне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 15 минут пĕçермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Апатсен хушшинче 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
- Пĕр виçепе илнĕ пĕтнĕке /мята/, эмел курăкĕн /ромашка/ чечекне, шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/, хура çырла /черника/ курăкне, кĕтмелпе /брусника/ хура хурлăхан çулçисене, хĕрлĕ пилеш çырлине хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха термосри тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.
- 15 грамм эмел курăкĕн чечекĕпе 15 грамм çăка чечекне хутăштармалла, 200 миллилитр шыва ямалла, шыв мунчинче 15 минут вĕрилентермелле. Унтан илсен 45 минутран сăрăхтармалла, малтанхи калăпăшне çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 2 хут пĕрер стакан ĕçмелле.
Комментировать