Комментировать

29 Дек, 2015

«Хыпар» 246 (26908) №. 29.12.2015

«Трактористсемшĕн» савăнмалла-тăр, «бройлерсемшĕн» вара... Кун йĕркине кĕртнисем мар, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйрăммăн çĕкленĕ ыйтусем пушшех интереслĕ пулчĕç.

Danone каять, анчах республикăра сĕт продукцийĕн дефицичĕ пулмĕ Çакăн çинчен республикăн виçĕ министрĕ тата тĕп хула пуçлăхĕ шăматкун журналистсене пухса ирттернĕ пресс-конференцире пĕлтерчĕç, ĕç-пуçа ăнлантарса пачĕç.

Журналистсем çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи «Волжские зори» санаторире ЧР Журналистсен сою­зĕн XVIII съезчĕ иртрĕ. Унта журналистсен вырăнти 39 организацийĕнчен 57 делегат, хăнасем хутшăнчĕç.

Туслăх кĕперĕ çирĕпленчĕ Раççей коопераци университечĕн филиалĕнче - Шупашкарти коопераци институтĕнче интернационалла туслăхпа культура каçĕ иртрĕ.

Кĕçĕ чирĕ çаплах иртмест-ха Çитес вĕренÿ çулĕнчен пуçласа чăваш шкулĕсенче пĕр харăс икĕ ют чĕлхе вĕрентме тытăнмалла иккен. Вара «Теттен» те рубрикине улăштарма тивет-ши? Виçĕ ăс кăна тивĕçтермест кĕçĕ чирĕпе аптăракан «реформаторсене». Тăватă чĕлхе - тăватă ăс тени те тивĕçтерми пулсан мĕн тумалла?

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.