Архив - 30 Янв, 2015 - Хыпар

30 Янв, 2015

Инкек куçа курăнса килмест

"Сывă-и, "Хыпар" хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем! Сирĕн пата Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнчи Зинаида Алексеевна Казакова çырать. 2014 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче кил-çуртра пушар тухрĕ, унта мăшăрăм Анатолий Никандрович вилчĕ. Чăтма çук пысăк хуйхă пулчĕ. Пĕчченех юлтăм, ачасем инçетре тĕпленнĕ. Çурт çунса юрăхсăрланнăран ăçта килнĕ унта пурăнкалатăп. Хам мĕн чăтса ирттернине çырса пĕтереес те çук. Май пулсан ман пата килсе курма тăрăшăр-ха."

30 Янв, 2015

Педагогсем фото ÿкереççĕ

Вĕрентекенсем пултарулăх тĕрлĕ енне ăша хывма ăста. Çакна нумаях пулмасть Етĕрне районĕнчи 3-мĕш гимназире иртнĕ анлă педканаша хутшăннисем тепĕр хут ĕненме пултарчĕç. Шăпах çак мероприяти тĕлне асăннă вĕренÿ заведенине республикăри вĕрентекенсен хушшинче йĕркеленĕ фотокурава куçарса килчĕç.

30 Янв, 2015

Çĕр хапхи

Пĕр енчен - ĕненмелле те мар пек. Тепĕр енчен вара мăн асаттесем туса ирттернĕ йăла-йĕркен хăйне евĕр хăвачĕ пур пек те туйăнать. Шел, вăхăт иртнĕ май чылайăшĕ манăçа тухса пырать. Акă, сăмахран, выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен сыхлама пулăшакан йăла - Çĕр хапхи. Мĕнле ирттернĕ ăна? Камсем хутшăннă? Нимĕн те пĕлместпĕр... Йăла-йĕркен ячĕ кăна асра юлнă, ытти пĕтĕмпех манăçнă. Аса илтерсемĕр.

А.АНИСИМОВА.

Çĕнĕ Шупашкар хули.

30 Янв, 2015

Шăнкăртам районĕ

Чăваш Республикинчи тутар ялĕсем уйрăм район тытăмĕнче пулнă вăхăтсем те пулнă иккен. Мĕн ятлă пулнă çав район? Миçемĕш çулсенче йĕркеленнĕ вăл? Района хăçан пĕтернĕ?

С.ВАСИЛЬЕВ.

Комсомольски районĕ.

Малалла вулас...

30 Янв, 2015

Ăста та пултаруллисем кирек ăçта та кирлĕ

Юрă-кĕвĕ енчен пирĕн халăх питĕ пултаруллă. Уяв çук чухне те кирек мĕнле уяв туса хăйĕн чунне хăпартлантарма пултарать. Эстрадăна кăмăллать, ĕлĕкхи-авалхи юрăсене манмасть, вĕсен ĕмĕрне малалла тăсать. Тутар Республикинчи чăваш ялĕсене илес пулсан - кашнийĕнче ансамбль пур. Пĕрре кăна та мар-ха.

30 Янв, 2015

Ĕпхÿ чăвашĕсем çĕнĕ çулта – çĕнĕ çуртра

Пушкăртстан Республикин тĕп хулинчен савăнăçлă хыпар çитрĕ, Ĕпхÿ чăвашĕсен вырсарни шкулĕ чылай вăхăт юсавра пулнă хыççăн çĕнĕрен ĕçлеме тытăннă.

30 Янв, 2015

Чуна ăшăтакан картинăсем

Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче Арина Перцаль ÿнерçĕн ятарлă куравĕ уçăлнă.

Ӳнер искусствине кăмăллакансем ăна лайăх пĕлеççĕ. Сăмах май, вăл юлашки вăхăтра анлă палăрнă хăйнеевĕр ÿнерçĕн Алексей Альфонсăн хĕрĕ.

Страницы