Çĕр хапхи
Пĕр енчен - ĕненмелле те мар пек. Тепĕр енчен вара мăн асаттесем туса ирттернĕ йăла-йĕркен хăйне евĕр хăвачĕ пур пек те туйăнать. Шел, вăхăт иртнĕ май чылайăшĕ манăçа тухса пырать. Акă, сăмахран, выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен сыхлама пулăшакан йăла - Çĕр хапхи. Мĕнле ирттернĕ ăна? Камсем хутшăннă? Нимĕн те пĕлместпĕр... Йăла-йĕркен ячĕ кăна асра юлнă, ытти пĕтĕмпех манăçнă. Аса илтерсемĕр.
А.АНИСИМОВА.
Çĕнĕ Шупашкар хули.
Çĕр хапхи - çынсене тата выльăх-чĕрлĕхе мур чирĕсенчен сыхлакан авалхи йăла. Ăна ватă çынсем калаçса килĕшнипе 7-9 çулта пĕр хутчен е мур çывхарни çинчен сас-хура сарăлсан туса ирттернĕ.
Ирпе ирех ялта вучахсене сÿнтернĕ. Арçынсем тип варта /е тÿрем вырăнтах/ лаша çÿллĕш шăтăк чавнă. Е унчченхине йĕркене кĕртнĕ. Çĕр айĕн чавса тунă çула тĕревсемпе çирĕплетнĕ, сыпăсем пăрахнă, çиелтен каснă çерем сарнă. Ватăсем икĕ йывăç татăккине пĕр-пĕрин çумне шăйăрттарса "чĕрĕ çулăм" кăларнă. Унтан çĕр айне кĕрекен çул икĕ айккине кăвайт чĕртнĕ, унта уртăш вуллисене çунтарнă. Çĕр айĕнчен тухмалли вырăнта тухатнă шыв тултарнă икĕ пичке лартнă.
Йăла-йĕркене ватăсем тухăçалла пăхса кĕлĕ вуласа пуçланă. Çĕр айĕнчен чи малтан çемьери пĕртен пĕр ача шутланакан каччă тухнă. Ун хыççăн пĕрин хыççăн тепри стариксем, карчăксем, кăкăр ачисене тытнă хĕрарăмсем, арçын ачасем, хĕрачасем утнă. Унтан выльăх-чĕрлĕхе хăваласа кĕртнĕ. Икĕ ватă хĕрарăм çĕр айĕнчен тухакансене уртăш вуллисене пичкери шывпа йĕпетсе сирпĕтнĕ.
Вут-çулăм, тĕтĕм витĕр, çĕр айĕпе тухнă, шывра тасалнă çынсемпе выльăх-чĕрлĕхе чир çыпăçмасть тесе шухăшланă. Хĕрарăмсем çунакан кăвар муклашкисене чÿлмеке ярса килĕсене илсе кайнă, кăвайт чĕртнĕ.
Христос тĕнне йышăннă хыççăн XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчен ку йăла-йĕркене ирттерме пăрахнă. Ун вырăнне мур чирĕсенчен сыхланма кĕлĕсем вулама пуçланă.
Комментировать