Комментировать

30 Янв, 2015

Ăста та пултаруллисем кирек ăçта та кирлĕ

Юрă-кĕвĕ енчен пирĕн халăх питĕ пултаруллă. Уяв çук чухне те кирек мĕнле уяв туса хăйĕн чунне хăпартлантарма пултарать. Эстрадăна кăмăллать, ĕлĕкхи-авалхи юрăсене манмасть, вĕсен ĕмĕрне малалла тăсать. Тутар Республикинчи чăваш ялĕсене илес пулсан - кашнийĕнче ансамбль пур. Пĕрре кăна та мар-ха. Анчах та Пăва районĕнчи Рункăри вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ пекки урăх нихăш çĕрте те çук тейĕттĕм. Оркестра 1973 çултах йĕркеленĕ. Çакă Василий Матросов хытă тăрăшнипе пурнăçа кĕнĕ. Вăл - питĕ пултарăллă çын, çавăнпа ун çинчен тĕплĕнрех çырса кăтартас килет.

Василий Матросов Рункăра 1952 çулта çуралнă. Ача чухнех купăспа та, баянпа та калама пĕлнĕ. Ялта иртекен уявсене хастар хутшăннă. Шкул хыççăн вара вырăнти Тельман ячĕллĕ хуçалăх ертÿçи ăна, пултарулăхне кура, Хусанти Халăх пултарулăхĕн çуртне вĕренме янă. Унтан каччă хĕрлĕ дипломпа таврăннă, 1970 çулта ялти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçинче ĕçлеме тытăннă. Çавăн чухнех Василий Михайлович вĕрсе каламалли инструментсен 12 çынран тăракан оркестрне йĕркеленĕ. Хăй салтака кайнă чухне те ăна оркестрпа ăсатнă. Хĕсметре те вăл музыка взводĕнче тăнă. Германири чылай хулана çитнĕ вăл музыкантсемпе концертсем кăтартса. Ăна Германири компартин Генеральнăй секретарĕ алă пусса панă Хисеп хучĕсене те алăра тытса курма тÿр килчĕ мана. Унта тухакан хаçатсенче те пĕрре мар çырса кăтартнă иккен чăваш кĕвĕ-çемĕ ăсти çинчен. Совет çарĕнчен таврăннăранпа паянхи кунчченех Василий Михайлович тăван ялĕнчи культура çуртĕнче ĕçлет.  Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.