Раççей мăнаçлăхĕн кунĕ
Паян - Паттăрсен кунĕ. Çак кун Совет Союзĕн Геройĕсене, Раççей Геройĕсене, Çветтуй Георгий орденĕн тата Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсене чыслаççĕ.
Революциччен декабрĕн 9-мĕшĕнче Çветтуй Георгий Çĕнтерÿçĕ орденне тивĕçнисене хисеп тунă. Вăл - тăватă степеньлĕ награда. Пĕрремĕш степень ыттисенчен сумлăрах. Октябрьти революци хыççăн асăннă наградăна пăрахăçланă. Вăл 2000 çулта тин Раççей Федерацийĕн Президенчĕн çав çулхи августăн 8-мĕшĕнчи Хушăвĕпе çарăн аслă наградин пĕлтерĕшне илнĕ.