Çĕнĕ çул умĕнхи тĕрĕслевсем

9 Дек, 2014

Декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей МЧСĕн пуçлăхĕ Владимир Пучков ертсе пынипе селектор канашлăвĕ иртрĕ. Тĕп тема - МЧС вăйĕсемпе хатĕрĕсем çынсене Çĕнĕ çул уявĕсен тапхăрĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси.

Хальхи вăхăтра çăлавçăсем Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсен вăхăтĕнче пушар тухассине чакарас тата унăн сиенне пĕчĕклетес тĕллевпе «Çĕнĕ çул» профилактика операцийĕ ирттереççĕ. Шел, шăпах çав тапхăрта вут-çулăм алхасасси ÿсет, тĕтĕм-сĕрĕмпе чыхăнса вилекенсен шучĕ те пысăкланать. Çакă çанталăк сивĕтнипе те, елка ирттернĕ чухне хăрушсăрлăха пăхăнманнипе те çыхăннă. Надзор органĕсем декабрь уйăхĕнче Çĕнĕ çул елки йĕркелеме палăртнă объектсене тĕрĕслеме пуçланă ĕнтĕ. Тĕп тĕллев - вĕсенчи пушар хăрушсăрлăхĕн тăрăмне тишкересси. Паллах, тупнă çитменлĕхсене май килнĕ таран хăвăртрах пĕтермелле. Владимир Пучков министр профилактика мерисемпе усă курма сĕнчĕ, уяв кунĕсенче федераци тытăмĕсен, субъектсен пĕтĕм службин пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тата вăйлатнă йĕркепе ĕçлемеллине палăртрĕ.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ - надзор ĕç-хĕлĕн управленийĕн пуçлăхĕ Николай Петров журналистсене республикăри лару-тăрупа паллаштарчĕ. «Паянхи кун тĕлне эпир елка ирттерме палăртнă 777 объекта - ача сачĕсене, шкулсене, кану заведенийĕсене, кафесене, ресторансене - шута илтĕмĕр. Чăн та, вĕсен шучĕ татах ÿсме пултарать. Танлаштарма: пĕлтĕр çакнашкал вырăн 875-чĕ. Юлашки вăхăтра шкулсен ертÿçисем Çĕнĕ çула хăйсен территорийĕнче мар, урăх çĕрте ирттерме тăрăшаççĕ. Эпир ку йышăнăва ырлатпăр, пĕлÿ çурчĕсенче инкек тухас хăрушлăх ан пултăр тетпĕр. Надзор органĕсем пĕтĕм кафене çитеймеççĕ, мĕншĕн тесен пирĕн чи малтан муниципалитет харпăрлăхĕнчи объектсенче тĕрĕслевсем ирттермелле. 2013 çулта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăснă 22 тĕслĕхе тупса палăртнăччĕ, должноçри 60 çынна штраф тÿлеттерме йышăннăччĕ. Кăçал РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн декабрь уйăхĕнче планпа палăртман тĕрĕслевсем ирттеретпĕр, çитменлĕхсем тупса палăртсан предписани пама тата ытти мерăпа усă курма юрать. Пĕтĕмлетÿсене декабрь уйăхĕнче, Правительствăн чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата унăн сиенне пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕнче, пăхса тухăпăр. Вĕсене çавăн пекех районсен комиссийĕсенче тишкерĕç», - каласа кăтартрĕ Николай Валерьянович.

Н.Петров пиротехника изделийĕсене ăçта килнĕ унта - павильонсенче, палаткăсенче, общество транспорчĕн чарăнăвĕсенче - сутнăшăн пăшăрханнине те пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх - пиротехникăна уйрăм çуртра вырнаçнă лавккасенче çеç сутма юрать. Асăннă лавккасем икĕ е ытларах хутлă пулсан хаплатакан-шаплатакан япаласене чи çÿллĕ хутра вырнаçтармалла. Паллах, сертификациленĕ тавара çеç сутма юрать. Николай Валерьянович надзор органĕсем полици ĕçченĕсемпе пĕрле рейдсем йĕркеленине, йĕркелĕх хуралçисем саккуна пăхăнман «сутуçăсенчен» çулсеренех 1,5-2 тонна фейерверк туртса илсе пăрахăçланине палăртрĕ. Ятарласа уйăрнă вырăнта çеç салют йĕркелеме юранине аса илтерчĕ.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.