Раççей мăнаçлăхĕн кунĕ

9 Дек, 2014

Паян - Паттăрсен кунĕ. Çак кун Совет Союзĕн Геройĕсене, Раççей Геройĕсене, Çветтуй Георгий орденĕн тата Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсене чыслаççĕ.

Революциччен декабрĕн 9-мĕшĕнче Çветтуй Георгий Çĕнтерÿçĕ орденне тивĕçнисене хисеп тунă. Вăл - тăватă степеньлĕ награда. Пĕрремĕш степень ыттисенчен сумлăрах. Октябрьти революци хыççăн асăннă наградăна пăрахăçланă. Вăл 2000 çулта тин Раççей Федерацийĕн Президенчĕн çав çулхи августăн 8-мĕшĕнчи Хушăвĕпе çарăн аслă наградин пĕлтерĕшне илнĕ.

2007 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче, унччен Георгий хĕресĕ орден кавалерĕсене палăртнă кунăн статусне тавăрас тĕллевпе хатĕрленĕ саккун проектне РФ Патшалăх Думинче сÿтсе явиччен, Б.Грызлов спикер массăллă информаци хатĕрĕсене панă интервьюра Раççейĕн тĕп уявĕсенчен пĕрин сумне каялла тавăрасси çинчен пынине, çĕршывăн тепĕр паллă кунĕ обществăра патриот туйăмне ÿстерме, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр хÿтĕлеме хатĕррине кăтартма хистекен уяв пулнине палăртнă. Депутатсен пуçарăвне Федераци Канашĕ ырланă, 2007 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче ăна Раççей Президенчĕ çирĕплетнĕ.

Георгий хĕресĕн тулли кавалерĕн тата Совет Союзĕн Геройĕн хисеплĕ ячĕсене миçе ентеш тата миçе чăваш илни паянхи кунчченех уçăмлă мар, Раççей Геройĕсем вара хальлĕхе - тăххăрăн.

Юрий СТЕПАНОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.