Валентина Терешкова чăваш халăх кинĕ-и?
...Космосран таврăннă хыççăнхи кун Валентина Терешковăн кун кĕнекинче çак йĕркесем çырăннă: "Канма вăхăт çитрĕ. Куçа хупрăм та... Шухăшсем мана Андриян патне илсе çитерчĕç. Ума чĕреме çывăх сăн тухса тăчĕ. Эпир пĕр-пĕрне юрататпăр, космодромра савнисем пек уйрăлтăмăр". Тепрехинче тата Андриян çапла каланă: "Эпир телейлĕ. Пĕр-пĕрне тупрăмăр. Пурнăç çине пĕрпек пăхни, пĕрлехи тĕллев, ĕç-хĕл тата Атăл пĕрлештерчĕ пире".
Тĕнче уçлăхне парăнтарнă икĕ паттăр 1963 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче туй кĕрлеттернĕ. Шуршăл каччипе Ярославль хĕрĕ çемье çавăрни чылай çыншăн кĕтменлĕх пулнă ахăртнех. Ун чухне те, халĕ те çак мăшăр шăпине пĕр тĕвве çыхни тавра тĕрлĕ сас-хура çÿрет. Анчах çырусем, сăнÿкерчĕксем, тус-юлташĕсен асаилĕвĕсем тăрăх хакласан - çамрăксен чĕрисем пĕр кĕвĕллĕн тапни, пĕр-пĕрне кăмăлласа тата юратса çемье çавăрни иккĕлентермест.
35 çулти Андриян 26 çулти Валентинăна хĕр тĕнче уçлăхне тухичченех куç хывнă, çамрăксем чылай малтан пĕр чĕлхе тупнă. Хĕр çăлтăрлă командировкăран таврăнсан пилĕк уйăхран вĕсем Мускаври Мăшăрлану керменĕнче хутшăнăвĕсене официаллă йĕркепе çирĕплетнĕ. Çав кунах Правительствăн Йышăну çуртĕнче туй кĕрленĕ. Унта КПСС Тĕп Комитечĕн Генеральнăй секретарĕ Никита Хрущев мăшăрĕпе, космонавтсем, ытти хаклă хăна хутшăннă.
Çĕнĕ мăшăр 1964 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче Андриян Григорьевичăн тăван ялне Шуршăла килнĕ. Вĕсене космонавтăн амăшĕ Анна Алексеевна пил панă. Июнь уйăхĕнче Андриянпа Валентинăн çемйине "çĕнĕ кайăк" вĕçсе килнĕ: хура çÿçлĕ, каснă-лартнă ашшĕ пек хĕрача çуралнă. Алена сывлăхлă, ăслă-тăнлă çитĕннĕ. Ылтăн медальпе шкул пĕтернĕ, мединститутран вĕренсе тухнă. Травматолог-ортопед. Унăн икĕ ывăл.
Пурнăçра тĕрлĕрен кĕнчеле тенĕ пек, темле те килсе тухать. 19 çул пĕрле пурăннă хыççăн А.Николаевпа В.Терешкован пурнăç сукмакĕ пайланнă. "Аттепе анне эпĕ 18 çулта чухне уйрăлчĕç, - каласа кăтартнă космонавтсен хĕрĕ Алена. - Питĕ пăшăрхантăм паллах. Анчах вĕсен çак утăмне ăнланмалăх çитĕннĕччĕ ĕнтĕ эпĕ ун чухне".
Валентина Терешкова юлашки хут Чăваш Ене иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче килнĕ. Вунă çул каялла чăваш халăхĕ хăйĕн мухтавлă ывăлне Андрияна юлашки çула ăсатрĕ. Хĕрĕх кунне асăнчĕ. 85 çулхи юбилейне паллă турĕ... Чылайăшĕ çак паллă пулăмсенче Алена хĕрĕпе юнашар чăваш халăхĕн аслă ывăлĕн мăшăрĕ пулнă В.Терешковăна та Чăваш Енре курасшăн пулчĕ ахăртнех? Мĕншĕн килмест-ха вăл чăваш çĕрне? Чăваш халăх кинĕ теме пулать-и тĕнчери пĕрремĕш хĕрарăм космонавт пирки? Çак ыйтусен хуравне уçăмлатас тĕллевпе тĕрлĕ çынпа çыхăнтăмăр.
Александр ТУКМАКОВ, А.Г.Николаев СССР космонавт летчикĕн Астăвăм комплексĕн директорĕ:
- Паллах, Андриян Григорьевичăн мăшăрĕ пулнă Валентина Терешкова чăваш халăхĕшĕн чăн-чăн кин. Урăхла пулма та пултараймасть. Вĕсем вунсакăр çул пĕрле пурăннă. Мĕншĕн уйрăлнă? Ку пирĕн ĕç мар.
Тĕрĕссипе, ку ыйту мана килĕшсех каймасть. Унччен Чăваш Ене мĕншĕн килменнине калама пултараймастăп. Самани те урăхларах пулнă ун чухне. Малашне вăхăт тупăнсан килетех пулĕ тетĕп. Валентина Владимировнăн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Вăл - депутат, ытти общество ĕçĕ те чылай унăн. ЧР спикерне Юрий Попова вăл Республика кунĕнче пирĕн тăрăха килме шантарнăччĕ. Анчах ун чухне Валентина Владимировнăн ют çĕршыва тухса кайма тивнĕ.
"Шăпа мана чăвашсемпе ялан çыхăнтарса пырать", - тет Валентина Владимировна. Сăмах май, унăн водителĕ те, пулăшуçи те чăвашсем. Чăваш халăхĕ пирки вăл лайăххине кăна калать.
Валентина Владимировнăпа тата унăн çемйипе Санкт-Петербургра тĕл пулнăччĕ, пĕр кун вĕсемпе пĕрле кантăм. Каноэпе ишсе çÿрерĕмĕр. Валентина Владимировна - питĕ кăмăллă хĕрарăм, юрлама, ташлама юратать, тирпейлĕ, çынсен кăмăлне тупма пĕлет. Мăнукĕсене питĕ юратать. Малашне пĕрле ĕçлес тĕллевлĕ эпир. Ярославльсемпе çыхăну тытатпăр. Мускавра иртекен мероприятисене те чĕнеççĕ пире.
Елена Андрияновна нумай пулăшать пире, сĕнÿ-канашпа çеç мар, ытти енĕпе те. Шăнкăравласах тăрать вăл. Попечительсен канашне йĕркелесшĕн, унта Аленăна та кĕртесшĕн. Космонавтсене хатĕрлекен центрпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Малашне Валентина Владимировна та Чăваш Республикине килетех пулĕ тетпĕр. Çитес вăхăтра музейре экспонатсене çĕнетме палăртатпăр. Унăн архивĕнче вара чылай хаклă документ упранать. Вăл пире пулăшасса шанатпăр.
Анатолий КИПЕЧ, çыравçă:
- Шел те, В.Терешкова шанчăклă кин пулаймарĕ. Чăваш халăх кинĕ тени ытла та пысăк чыс. Хисеплĕ космонавтăн Андриян Григорьевичăн, чăваш халăх ывăлĕн мăшăрĕ тени те çителĕклĕ. Çĕре кĕричченех унпа пĕрле пурăннă пулсан, чăнах та, "чăваш халăх кинĕ" тесе калама юратчĕ. Тепĕр тесен, "халăх" сăмахпа пичетре сыхланса усă курмалла.
Андриян Григорьевич вилсен В.Терешковăн шухăш-тĕллевĕ урăхларах пулчĕ. Н.Федоров, кунти общественноç тăрăшнипе мухтавлă ентешĕмĕре чăваш çĕрĕнче пытарма май килчĕ. Мускавра ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă пулсан А.Николаев космонавт никам та мар пулса юлатчĕ. Халĕ ытти космонавтсем унăн музейне куçкĕретех ăмсанаççĕ. "Эпир вилсен пире хамăрăн тăван çĕрĕмĕрте çапла чыс тăвĕç-ши?" - тенине хам та вĕсенчен пĕрре мар илтнĕ.
В.Терешковăна аслăрах ÿсĕмри çынсем çеç пĕлеççĕ. 20-25 çултисемшĕн вăл никам та мар. А.Николаев мăшăрĕ пулнăскер Чăваш Ене килсе çÿрени аван пулĕччĕ паллах. Анчах кашнин хăйĕн кăмăлĕ-çке. Ирĕксĕрлеймĕн. Аленăн та шухăш-кăмăлĕ малтан урăхларахчĕ. Халĕ амăшĕн хÿттинчен тухнă вăл, кăмăлĕ çаврăннă. Чăвашсем пирки урăхла шухăшлать.
Владимир СТЕПАНОВ, "Самант" журнал редакторĕ:
- Николаевпа Терешкова - çăлтăр мăшăр. Яланах çапла пулать те. Чăваш Енре Терешкова уçлăхран таврăннă хыççăн çуралнă мĕн чухлĕ хĕрача Валя ятлă пулса тăнă-ши? Чăвашсем унпа чăннипех те мăнаçланнă. Вăл А.Николаева качча тухсан çак мăнаçлăх тата та пысăкланнă. Н.Хрущев вĕсен евчи пулнă-и е пулман-и - чăвашсемшĕн пит пĕлтерĕшлĕ шутланман. Чăваш халăхĕ Валентина Терешковăна кин вырăнне хурса йышăннă. Çак чăнлăха улăштараймăн. Тĕнчери пĕрремĕш хĕрарăм космонавт чăваш халăхĕн кинĕ пулнă. Кинĕ пулса юлать те.
Денис ГОРДЕЕВ, чăваш халăх писателĕ:
- В.Терешковăна эпĕ пĕрре те курман. Вăл Чăваш Республикине килсен ăна кĕтсе илме те хутшăнман. Пĕр çулхине писательсен ушкăнĕпе Çăлтăр хулара пулнăччĕ. Ăна унта та тĕлпулма май килмерĕ. Çавăнпа ку ыйту тавра калаçма пултараймастăп, манăн нимĕн те каламалли çук.
Раиса САРПИ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
- Хăй вăхăтĕнче кин пулнă. Андриянпа уйрăлнă хыççăн ун пирки кин тесе калани вырăнлă-ши? Вăл урăх çынна качча тухнă. Паллах, эпĕ В.Терешковăна хирĕç мар. Хам та юратман çынпа пурăнман пулăттăм. Вĕсене Н.Хрущев вăйпа пĕрлештернĕ. Ун чухне А.Николаев та, В.Терешкова та "патшана" хирĕçлеймен ĕнтĕ, унăн сăмахĕнчен иртеймен. Хăйсем те, тен, чапшăн çуннă. Тĕнчере пулманни вĕт: икĕ космонавт çемье çавăрать. Çав вăхăтра пурте çакăн çинчен калаçнă. Каярахпа пĕр-пĕринчен кăмăлĕсем писнĕ. Çемьере килĕштерсе пурăнакансем миллионран пин çеç.
Валентина Терешковăпа мăнаçланатăп. Тĕнчери пĕрремĕш хĕрарăм космонавт, питĕ хăватлă çын. Вăл Андрияна качча тухнăшăн, çут тĕнчене маттур Аленăна парнеленĕшĕн Хрущева тав тумалла.
В.Терешковăна хирĕçлеместĕп те, питĕ майлă та каламастăп. Чăваш халăх кинĕ пулнăскер темелле-ши ун пирки?
Валентина ТЕЛЛИНА, РФ Президенчĕн шаннă çынни, РФ тава тивĕçлĕ врачĕ:
- Мĕншĕн тапратнă эсир ку темăна? Тĕнчери пĕрремĕш хĕрарăм космонавт пирки, паллах, чăваш халăх кинĕ тесе калама юрать. Вĕсен Андриян Григорьевичпа иккĕшĕн хĕрĕ, мăнукĕсем пур. Алена ашшĕн вил тăприйĕ çине килсе çÿрет. Манăн шухăшăмпа, Валентина Терешкован та Чăваш Ене килсе курас кăмăлĕ пурах.
Юрий СЕМЕНТЕР, чăваш халăх поэчĕ:
- Пирĕн Валентина Терешкова пирки хăюллăнах чăваш халăх кинĕ тесе калама ирĕк пур. Вăл чăн-чăн кин пулнă. Шупашкара та кин пулса темиçе хутчен те килнĕ. Чăваш çыннисем ăна чăвашлах "кин" тесе чĕннĕ.
Вулакансем, эсир мĕн шухăшлатăр? Сире те çак ыйтăва сÿтсе явма хутшăнма сĕнетпĕр.
Ирина СЕРГЕЕВА
ыйтса пĕлнĕ
Комментировать