Тĕрĕ тĕнчин тĕлĕнтермĕшĕ

9 Дек, 2014

Чăваш тĕррин асамлăхĕ çинчен пурте пĕлетпĕр темелле. Мĕнле хăвата пула вăй илет вăл? Кам пултарулăхĕпе тĕнчене тухать?

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательстви пичетлесе кăларнă «Чувашская вышивка в школе» çĕнĕ кĕнеке шăпах чăваш тĕррин тĕлĕнтермĕш тĕнчин вăрттăнлăхне уçса парать те. Ăна Е.Н.Жачева тата А.А.Ефимова хатĕрленĕ.

Кĕнеке авторĕсем халăх ÿнер промыслине ачасен хушшинче сарас тĕлĕшпе пысăк опыт пухнă. Сăмахран, Евгения Жачева тĕрĕ ĕçĕпе 1982 çултанпа «çыхăннă». Мăн асанне-кукамайсем тахçан авал усă курнă çĕвĕсене Шупашкар, Питĕр музейĕсемпе архивĕсенче тĕпченĕ, çĕнĕ пурнăç парнеленĕ. 1992-2011 çулсенче Евгения Николаевна тĕп хулари 39-мĕш вăтам шкулта хушма пĕлÿ паракан педагогра ĕçленĕ, тĕрĕ кружокне ертсе пынă. Унăн вĕренекенĕсем республика, регион конкурсĕсенче малти вырăнсене йышăннă. Çак ĕçе Евгения Николаевна хальхи вăхăтра Наци музейĕнче те туса пырать. Вăлах - «Чувашская вышивка» /2006, 2013/ кĕнеке-альбом авторĕ те. Сăмах май, асăннă кăларăм Раççейри Кĕнеке кăларакансен ассоциацийĕн премине тивĕçнĕ.

Алина Ефимова та халăх промыслине аталантарас тĕлĕшпе начар мар ĕçлет. Вăл ертсе пынипе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем тĕрлĕ конкурспа фестивальте, куравра палăрнă. Алина Александровна çамрăксене чăваш тĕрри тата пире эрешлесе тĕртес тĕлĕшпе концепци хатĕрленĕ. Вăл Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче III степень диплома тивĕçнĕ. А.Ефимова çавăн пекех 5-8 классенче технологипе вĕрентмелли пособисен авторĕсенчен пĕри.

«Чувашская вышивка в школе» кĕнекери материалсем вĕрентекенсене, декораципе хушма искусство енĕпе ĕçлекен кружоксемпе студисен ертÿçисене витĕмлĕ пулăшу кÿрессе шанса тăратпăр.

Надежда СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.