Комментировать

9 Дек, 2014

Вĕрентекенĕн шалăвĕ мĕншĕн улшăннă?

Педагогсемпе ача сачĕсенчи воспитательсен ĕç укçине ÿстерессипе юлашки çулсенче республикăра курăмлă улшăнусем пулчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхпа тĕлпулмассерен педагогсен шалăвне - республикăн экономикăри ĕç укçин вăтам кăтартăвне, воспитательсенне вара вĕренÿ тытăмĕнчи вăтам шалу шайне çитермелли çинчен калатчĕ.

2011-2013 çулсенче воспитательсен ĕç укçи аван ÿссе пычĕ: малтанхинчен 10 пин тенкĕ ытларах. 2011 çулта вĕсен вăтам шалăвĕ - 7700 тенкĕпе, 2014 çулта, малтан палăртнă тăрăх - 18247 тенкĕпе танлашать. Чăн та, кăçалхи январь уйăхĕнче алла илнипе танлаштарсан çулталăкăн юлашки уйăхĕсенчи нухрат калăпăшĕ пĕчĕкрех. Мĕншĕн капла пулса тухать-ха?

Çак ыйтăва нумаях пулмасть ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов акă еплерех уçăмлатрĕ:

- Раççей Президенчĕн В.Путинăн «май уйăхĕнчи» указĕсене пурнăçлас тĕллевпе юлашки виçĕ çулта учительсемпе воспитательсен шалăвне хăвăрт ÿстерсе пыма тăрăшрăмăр. Çавна май 2013 çул вĕçĕнче тата кăçалхи январь уйăхĕнче чи пысăк тÿлевсем пулчĕç. Вĕрентÿ тытăмĕ ĕç укçи тĕлĕшĕнчен экономика аталанăвĕпе пĕр шайра пулма тытăнчĕ. Юлашки уйăхсенче воспитательсен шалу виçи чакнин сăлтавĕ ведомство вĕрентÿ тытăмĕнчи ытти тивĕçне пурнăçланипе çыхăннă. Педагогсемпе воспитательсене ĕçшĕн тÿлессине шантарнă шайран чакмасăр йĕркелеме тăрăшатпăр.

Халăхра республикăри тĕрлĕ ял-хула ача-пăча сачĕсенче ĕçлекен воспитательсен шалăвĕ тĕрлĕ виçелли çинчен сас-хура çÿрет. Министр çакă мĕнпе çыхăннине çапла ăнлантарать: воспитательсен ĕç укçи калăпăшĕ садике миçе ача çÿренинчен, вăл талăкра миçе сехет ĕçленинчен, ятарлă ушкăнсем пурри-çуккинчен тата ытти фактортан килет.

Анна КУПРИЯНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.