Ачана хÿтте илни - пархатарлă
Пĕчĕк ачаран пысăк çын тăвас тесен ашшĕ-амăшне мĕн чухлĕ чăтăмлăх, вăй-хал кирлĕ. Ача урăх çемьере çуралнă пулсан, хăйĕн пурнăçĕнче çамрăклах ашшĕ-амăшĕ кÿрентернине тÿсме тивнĕ, лăпкăлăхпа çепĕçлĕхе туйман, йĕркеллĕ апат çисе курман тăк - мĕн тумалла? Ачан чĕрине мĕнле çемçетмелле, юратăвне мĕнле çĕнсе илмелле?