Телей маршручĕ: Барселона - Шупашкар

24 Апр, 2014

- Нина, атя кĕнеке вулатпăр. Хăш страницăна çитнĕччĕ-ха эпир? - аллине чăваш букварĕ тытнă арçын пиллĕк тултарайман хĕр пĕрчийĕпе юнашар вырнаçса ларать.

Тăнăç çемьери кăмăллă çакнашкал ÿкерчĕкре тĕлĕнмелли нимех те çук пек. Чăваш сăмахĕсене пĕр-пĕрин çумне шăрçаласа çыпăçтаракан чиперукăн ашшĕ пирĕн тăрăхран маррине шута илмесен... Çулланнă арçын, пилĕк çул каялла чăвашла мар, вырăсла та пĕр сăмах та пĕлменскер, паян хăйĕн çемйинче виçĕ чĕлхе куллен янăранине çирĕплетет: каталон, вырăс тата чăваш чĕлхисем. Барселона хулинче çуралса ÿснĕ çын чăваш çĕрĕ çине мĕнле килсе лекнĕ? Чăвашсене сума сăвасси ăçтан пуçланнă? Кăсăклă вун-вун ыйту хуравне шыраса Ирина Стоменскаяпа Эктор Алос и Фонт çемйине хăнана кайрăм.

Эсперанто çыхăнтарнă

Шупашкар хулин варринче хăтлă хваттерте пурăнать виçĕ ăруран тăракан çемье. Асли - кил хуçи мăшăрĕн амăшĕ Августа Степановна, вырăс хĕрарăмĕ, тивĕçлĕ канура. Çемье йăпанăçĕсем - тăваттăри Нинăпа 10 уйăхри Николай /ячĕсем каталон чĕлхинче те, вырăслинче те пĕрешкелех илтĕнеççĕ/. Кил-йыш вучахĕн ăшшине упраканĕ - Ирина Станиславовна - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнăранпа унтах клиника лабораторийĕн диагностикине вĕрентет, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Хальлĕхе этемлĕхĕн черчен çуррин çĕр çинчи тĕп миссине пурнăçлать: пепкине пăхать. Унăн мăшăрĕ Эктор /хăйне çапла ятран чĕнни-каланине килĕштерет/ - социолог, Гуманитари ăслăлăхĕсен чăваш патшалăх институчĕн ĕçченĕ.

Çичĕ çул каялла пĕр çулпа утма тытăннă мăшăрăн çемье историйĕ кăсăклă.

- Барселонăри политехника университетĕнче программист спецальноçне алла илнĕ хыççăн 20 çул çак профессипе ĕçлерĕм. Пурăна киле иккĕмĕш аслă пĕлÿ илтĕм: тĕрлĕ чĕлхепе ачаранах кăсăкланнăран лингвист пулса тăма тĕв турăм. Чĕлхе тĕпчевçишĕн халĕччен пĕлмен чĕлхене вĕренесси - йĕркеллĕ пулăм. Çапла эсперанто вĕренме тиврĕ. 2005 çулта Чăваш Енре çак чĕлхене пĕлекенсен конгресĕ иртнĕччĕ, унта хутшăнма май килчĕ. Пулас мăшăрăм çав мероприятин йĕркелÿçисенчен пĕриччĕ, - вăрттăнлăха уçать çемье пуçĕ.

Тĕрĕссипе, лингвистика антропологине тарăннăн тĕпчекене Раççей ăнсăртран илĕртмен: регионсенчи сахал йышлă халăхсен шăпи кăсăклантарнă ăна. Эсперанто конгресĕ Чăваш Енпе паллашмалли сăлтав кăна пулнă эппин. Чăннипе вара вăл инçетри Каталони хăнишĕн пурнăçăн çĕнĕ страници пулса тăнă.

«Кипке», «чăмлак» мĕн тени?

Иринăна эсперанто чĕлхине юлташĕсем вĕрентнĕ. Ача чухне ку е вăл сăмах тĕрлĕ чĕлхере мĕнле илтĕннине пĕлме тăрăшнă.

- Пĕр енчен, Экторпа пĕр пеклĕх чылай пирĕн. Çав вăхăтрах уйрăмлăхсем те пур - килĕшÿ çуратаканни çавă пуль. Вăл урăх халăх çынни пулни çемьере чăрмантармасть. Чăн та, малтанхи çулсенче пĕр-пĕрне ăнланман самантсем час-час сиксе тухатчĕç. Сăмахран, вырăсла пĕлменскере «памперс», «чăмлак», «кипке» сăмахсене мĕнле ăнлантарас? Вĕсемпе малтан ют чĕлхере усă курма тивмен-çке. Çапла хĕрĕм пирĕншĕн наукăра мал утăм тума хистекен чун та пулчĕ: ача-пăча терминĕсен виçĕ чĕлхе словарьне хатĕрлерĕмĕр, - кăмăллăн калаçать кил хуçи мăшăрĕ.

Сăмах май, мăшăр çинчен пĕр хушаматпа калама май çук: Испанире качча кайнă чухне хушамата улăштарас йăла çук иккен. Иринăпа Эктор вара Барселонăра çырăннă. Туй çинчен ыйтсан çамрăк хĕрарăм хăй «ыттисем пек мар» пулнине ĕнентерчĕ:

- Эпĕ чаплă кĕреке, хăнасен пысăк ушкăнĕ, шурă чĕлтĕрти кĕпе çинчен нихăçан та ĕмĕтленмен. Çырăнма пулас упăшкапа иксĕмĕрех кайрăмăр. Кайран тус-тăванĕсен пысăк мар ушкăнĕпе /6-7 çын/ кафере лартăмăр. «Клара» текен ĕçме ас тиврĕмĕр /сăрапа лимон сĕткенĕн, газ шывĕн хутăшĕ/. Асра юлни - Барселона урамĕсемпе иксĕмĕр уçăлса çÿрени.

- Эктор сире тăван çĕр-шывне илсе каяссишĕн çине тăмарĕ-им? - тĕпчетĕп малалла.

- Пытармалли çук: эпир çамрăкла пĕрлешмен. Кашниех карьера пусми тăрăх кармашма тытăннă. Хăшĕн те пулин çирĕп утăм тумаллаччĕ. Эктор манран хăюллăрах, теветкеллĕрех пулнине çирĕплетрĕ: 40-рен иртсен йăлт пăрахса ют çĕре тухса каясси çăмăл мар вĕт, - пурнăçра шанчăклă çулташа тĕл пулнине ĕнентереççĕ Иринăн сăмахĕсем.

Кил хуçи хăй мĕн шухăшлать-ха шăпи çакнашкал çаврăнса тухни пирки? Ÿкĕнмест-и Чăваш Ене килнĕшĕн?

- Ÿкĕнес пур - килмĕттĕм. Чăн та, Барселонăра хамăн иккĕмĕш профессипе те 20/!/ хут ытларах ĕçлесе илеттĕм. Хваттер пирки нимĕнле ыйту та çукчĕ. Анчах пурнăç тараси çинче пурлăх хаклăхĕсем пĕлтерĕшлĕрех-ши? Шупашкара килнĕренпе эпĕ кашни кун хамшăн çĕнни уçатăп. Тĕлĕнни, савăнни, пăшăрханни... - пурнăç çав тери интереслĕ! Кунта манпа кăсăкланаççĕ - çакă та, тунмастăп, хавхалану кÿрет. Акă журналист килех çитрĕ - эппин, манăн мĕншĕн кулянас? - шÿтлеме те ухата икĕ ача ашшĕ.

Кĕнекисене нимелле куçарнă

Ăслăлăх чулне кăшлакансен - хăйсен тĕлĕнтермĕшĕсем. Акă Эктора илер. Хăй кăна Чăваш Ене куçса килни пулă çыран хĕрне тухса выртнипе танах пулĕччĕ. Унăн тупри - кĕнекесем. Ăслăлăх çыннишĕн - темрен паха «багаж». Раççей почти пĕр посылкăра 20 кг чухлĕ пурлăх çеç йышăнма пултарать. Çапла каталон ăсчахĕн библиотекин пĕр пайĕ - çур тонна кĕнеке - Шупашкарти хваттере çулталăка яхăн «куçнă». Эктор кĕнекисене почтăран ĕçтешĕсем, Иринăн тус-тăванĕ - кам кăна илмен пулĕ! Тулли стеллажсем çине пăхсан упăшкипе арăмĕ халĕ те йăл кулаççĕ - ниме тĕк ниме пулчĕ вĕт теççĕ.

Кĕнекисен хушшинче кулинари рецепчĕсен илемлĕ хулăн пуххине те асăрхарăм. Эппин, каталон-испан кухни те ют мар çемьешĕн?

- Шел, вырăс блюдисенчен вĕсен апачĕсем питĕ вăйлă уйрăлса тăраççĕ. Хатĕрлес тесен кирлĕ çимĕçсене пирĕн патăмăрта тупма йывăр, - каталонла калаçма вĕреннĕ кăна мар, культурине те ăша хывма тытăннă Ирина Станиславовна.

Культура тенĕрен, каталонсем уявсене кăмăллаççĕ иккен. Кашни хуларах хăйсен çветтуй хÿтĕлевçисене халалласа festa major текен уяв иртет. Ака уйăхĕн 23-мĕшĕ - пысăк праçник - Кĕнекепе кĕлчечек кунĕ. Эктор ăнлантарнă тăрăх - Пуш уйăхĕн 8-мĕшне аса илтерет. Çав кун арçынна - кĕнеке, хĕрарăма кĕлчечек парнелесси йăлана кĕнĕ. Ку уява Испанире XV ĕмĕртенпех паллă тăваççĕ-мĕн.

Тăван сăмах тĕшши

- Сирĕн ачăрсем çине пăхатăп та шухăшлатăп: «Хăйсем пирки мĕнле наци çыннисем тейĕç вĕсем çитĕнсен?

- Паллах, каталонсем. Эпĕ вĕсемпе çуралнăранпах çак чĕлхепе калаçатăп. Вырăсла та пĕлеççĕ, мĕншĕн тесен кунта пурте çак чĕлхепе калаçаççĕ. Вĕсене чăвашла калаçма та хăнăхтаратăп: республикăра - патшалăхăн икĕ чĕлхи, эппин, хăйсем пурăнакан вырăнти тĕп халăхăн чĕлхине вĕсен пĕлмеллех. Çакă кÿрше сума сăвассипе çыхăннă. Пурăна киле Тутарстана куçса кайма тÿр килĕ тейĕпĕр: сăмахсăрах тутарла вĕренĕпĕр. Чăннипе, ачана тĕрлĕ чĕлхене вĕрентесси пĕртте йывăр мар: вĕсемшĕн «политика» ăнлав ют, ку е вăл сăмаха тĕрлĕ чĕлхепе каласси шăпăрланшăн - вăйă кăна. Эпĕ те, сăмахран, садик ÿсĕмĕнченех испанла та, французла та пĕлнĕ. Каталон чĕлхипе ун чухне çемьере кăна калаçма юранă. Эпир телекуравра тăван чĕлхене илтеймен. Телее, 40 çула тăсăлнă чару - хыçра. Халĕ каталонсем хăйсен ирĕклĕхĕшĕн кар тăраççĕ, - чунне уçрĕ чăн-чăн полиглот.

Калаçу вăраха кайрĕ пулас: пĕчĕк Коля кăкăр ĕмнĕ май ыйхăламах тытăнчĕ. «Ырă каç, пĕчĕкскерĕм», - сунчĕ ашшĕ. Çак сăмаха Каталонирен пин-пин çухрăмра йăхташĕсен чĕлхипе каласа хăйĕн тăхăмĕсене чăннипех хисепленине палăртрĕ. Мана вара ăсатнă чухне ырă чунлă çĕнĕ пĕлĕшĕм: «Чипер кайăр», - терĕ ăшшăн. Ăна кура пĕчĕк Нина та алăк умне çитсе тăчĕ: «Тата кил, аппа», - тесе чăвашла чĕвĕлтетрĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.