Шăпа пÿрни е турă çырни-ши?
Пĕр самант çын шăпине татса пани те пулать иккен. Турă çырни темелле-ши ăна? Палăртнă тĕллев патне хăшĕсем ĕмĕр тăршшĕпе утсан та çитеймеççĕ. Халĕ вулавçăсене паллаштаракан çыннăн вара умра унашкал шухăш та пулман, анчах та телейĕ юнашарах çÿренĕ. Тĕрĕссипе, театра юратакансем ăна ман пулăшусăрах пĕлеççĕ-ха.