Шăпа пÿрни е турă çырни-ши?

25 Апр, 2014

Пĕр самант çын шăпине татса пани те пулать иккен. Турă çырни темелле-ши ăна? Палăртнă тĕллев патне хăшĕсем ĕмĕр тăршшĕпе утсан та çитеймеççĕ. Халĕ вулавçăсене паллаштаракан çыннăн вара умра унашкал шухăш та пулман, анчах та телейĕ юнашарах çÿренĕ. Тĕрĕссипе, театра юратакансем ăна ман пулăшусăрах пĕлеççĕ-ха. Куравçăсен темиçе ăрăвĕ унăн сăнарĕсемпе киленсе çитĕннĕ.

Сăмахăм Раççей, Чăваш халăх артисчĕ, К.С.Станиславский ячĕллĕ РСФСР Патшалăх, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш Ен комсомолĕн премийĕсен лауреачĕ Николай Григорьев çинчен. Ун пирки сăмах тапратма сăлтав пур: Николай Данилович ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 75 çул тултарать.

- ГИТИСа вĕренме кĕресси сирĕн ăнсăртран, кĕтмен-туман çĕртен пулнă тенине илтнĕччĕ. Тĕрĕсех-и?

- Чăнах çавăн пек. Эпĕ, Çĕрпÿ районĕнчи Çĕнялта çуралса ÿссе çитĕннĕскер, шкул хыççăн Хусана ветеринара вĕренме каяс тенĕччĕ, анчах пĕр балл çитменнипе института кĕреймерĕм. Вара Шупашкара çул тытрăм, СМУ-4 хăпартакан объектсенче ĕçлеме пуçларăм. Çапла çулталăк иртрĕ.

Утă уйăхĕнчи пĕр кун пире Атăл хĕррине баржа пушатма ячĕç. Кăнтăрлахи апата Колхозник çурчĕ çывăхĕнчи столовăйне антăмăр. Театр вырнаçнă çурт та кунтан инçе марччĕ.

Манпа пĕрле ĕçлекен юлташ /сăмах май, вăл хăй вăхăтĕнче Çамрăксен театрĕнче ĕçленĕ. Шел, эпĕ унăн ятне ас туса юлман, çакăншăн халĕ те ÿкĕнетĕп/ Чăваш театрĕ валли артиста вĕренме илесси пирки пĕлтерчĕ. Эпĕ хăнк та тумарăм-ха. «Атя, санăн унта каймаллах, - тет. - Ыран виççĕмĕш тур».

- Мĕнле йышăнчĕç вара сире, малтанхи турсене хутшăнманскерсене?

- Ĕçтешĕм пĕр çын патне пычĕ те: «Эпĕ хитре каччă илсе килтĕм», - терĕ. «Пире каччăсем питĕ кирлĕ», - пулчĕ хурав. Тепĕр кун валли тем те хатĕрлемелле иккен: юптару вуламалла, сăвă каламалла, ташламалла, юрламалла тата ытти те. Пĕлместĕп, мĕн хăтланнă ун чухне, анчах та конкурс вĕçленсен мана вĕренме илнине пĕлтерчĕç. Мускава, ГИТИСа каятăп-çке! Çак хыпарпа килтисене те савăнтарас килет. Ял çумĕпе иртекен пуйăс кайнă, урăх транспорт çук. Питрав кунĕнче 40 çухрăма çуран утса тухрăм.

- Мĕнлерех йышăнчĕç кĕтмен хыпара аçăрпа аннĕр?

- Артиста вĕренме каясса пĕлсен анне нимĕн те каламарĕ, пĕр тапхăр шăп тăчĕ, унтан алă сулчĕ те пÿртрен тухса кайрĕ. Ăнланатăп вĕсене, тракториста е агронома тенĕ пулсан кăмăлĕсем çемçелетчĕç ĕнтĕ. Кам вăл артист, мĕн тăваççĕ вĕсем? Çакă канăçсăрлантарнă та тăванăмăрсене.

Тĕлĕнмелле çынсемччĕ вĕсем. Анне кÿршĕ ялтан качча пынă. Пĕрлешсен нумай та пурăнайман, аттене финн вăрçине илсе кайнă, унтан - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине. Анне 21 çулта пĕччен юлнă, эпĕ çуралнă. Атте 1941 çулта Ленинград çывăхĕнче плена лекнĕ. Германиех ăсатнă. 1945 çулта американсем совет салтакĕсене пленран хăтарнă, вăрçă вĕçленнĕ, анчах атте тата ун пеккисем Сталин тĕрмине лекнĕ. Донбасра шахтăра çĕр кăмрăкĕ кăларнă. Яла 1948 çулта таврăннă. Эпĕ çавăн чухне аттене пуçласа куртăм.

Анне окоп чавнă, вăрман каснă вăхăтра эпĕ асаттепе тата асаннепе пурăннă. Çапла иртнĕ манăн ачалăхăм. Асатте чиркÿпе прихут шкулĕ пĕтернĕ, вулама-çырма пĕлнĕ. Мана пĕрре те вăрçман вăл, çапла тума сăлтав пулсан та. Ăслăччĕ, шăхвăртса калаçатчĕ.

- Мускав тата чăваш ачи... Мĕнлерех туйрăр хăвăра малтанхи вăхăтра тĕп хулара?

- Эпир, тислĕк купи ăшĕнчен тухнăскерсем, мĕн курма пултарнă унччен? Пирĕн килте радио та пулман, хăшĕсем пăравус та курман. Пианино пирки сăмах та çук.

Мускав пирĕншĕн юмах пекехчĕ. Вĕрентÿçĕсем Хĕрлĕ площаде илсе кайрĕç. Телей мар-и çакă?

МХАТ - чи чаплă театр. Пирĕн курс ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Василий Орлов, çав театрта ĕçленĕ. К.Станиславскин вĕренекенĕ пулнă. Вăл вара пире вĕрентнĕ. Мĕн тери телей! Институтпа юнашарах - Маяковский, Моссовет ячĕллĕ, «Современник», Пысăк, Пĕчĕк театрсем... Вĕсем те илĕртнĕ пире.

Ял ачисемшĕн Мускав тепĕр университет шутланнă.

- Нина Ильиничнăпа çывăх паллашасси виççĕмĕш курсра «Ромеопа Джульетта» лартма пуçланипе те çыхăнман-и?

- Çук паллах. Пире педагогсем суйласа илнĕ. Кайран, пиллĕкмĕш курсра асăннă спектакльпе тĕплĕн ĕçлеме пикенсен, пĕр-пĕрин çине урăхларах пăхма пуçланă. Эпир Шупашкарта, Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлеме тытăнсан, пĕрлешрĕмĕр.

Ун чухне «Ромеопа Джульетта» спектакль те, кино та пулман, хамăрăн ăшра, чунра мĕн пуррине туртса кăларнă. Педагогсем хушнине итлесе, чĕрере пуррине туйса ĕçленĕ. Çавăнпа вĕсем чăвашсене çывăх та. Петĕр Хусанкай куçарăвĕ питĕ хитреччĕ, сăмахсем юхса пыратчĕç.

Тăван театра ĕçлеме таврăнсан та чылай вăхăт килĕштерсе вылярăмăр ăна.

- Театрта икĕ çул ĕçленĕ хыççăн телекурава куçса кайнине мĕнпе çыхăнтаратăр, сăлтавлатăр? Театр тивĕçтермен е урăх сăлтав тупăннă?

- Ним калама та пултараймастăп. Шăпа пулĕ. Е çĕнĕ япала илĕртнĕ-ши? Виçĕ çул ĕçлерĕм унта, анчах чун театрах туртрĕ. Таврăнтăм.

- Çапах та темиçе çултан тата та яваплă ĕç шанса панă сире.

- Çапла çав. Ун чухнехи культура министрĕ Иван Маркелов хăй патне чĕнсе илчĕ те: «Санăн ГИТИСа вĕренме тепĕр хут каймалла,- тет. - Часах Музыкăпа драма театрĕ уйрăлса тухать, Чăваш театрне директор кирлĕ пулать».

- Кам вăл директор? Эсир хăвăра çак «рольре» мĕнле туйнă?

- Куравçăшăн вăл - билет тупма пулăшаканĕ, артистсемшĕн - хваттер, преми, ят-сум... илме. Унăн тĕп тĕллевĕ - театрăн пур цехне те пĕр тикĕс ĕçлеттересси. Театр директорĕ туянма, сутма... пĕлни çеç çителĕксĕр. Унăн театр ĕçĕнчи специалист та пулмалла. Çакна та шута илнĕ ахăр ун чухнехи ертÿçĕсем.

Çулталăк вĕреннĕ хыççăн театра таврăнтăм, директор тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех сцена çине те тухма пăрахман. Пĕрре те çăмăл пулман. Пур енĕпе те. Ирхине ĕçе килен те каçхине спектакль хыççăн çеç пушанатăн. Тата... кампа та пулин хыттăн калаçма тивет, унпах спектакльте юнашар вылятăн. Çапла 20 çул иртсе кайни сисĕнмерĕ те.

- Сцена çинчи сăнарсем вара... Хăшĕн пирки ытларах чарăнса тăрас килет?

- Вун-вун, çĕр-çĕр сăнар калăпланă пулсан та кирек камăн та чуна çывăххи 6-7-рен ытла мар. Урăхла пулма та пултараймасть. Пурне те тĕлĕнмелле чаплă тăваймастăн. Ку енĕпе хăвăнтан килмен сăлтавсем те пайтах.

Хама илес тĕк - 4-5-шĕ пирки «чăнах та чăн-чăн ĕç» тенĕ пулăттăм. Володя Ульянов /Н.Терентьев, «Хумсем çырана çапаççĕ»/, Сатин /М.Горький, «Хĕвелсĕр»/, Аким /Л.Толстой, «Тĕттĕмлĕх тытăмĕ»/, Фальстаф /«Ашкăнчăк инкесем»/, Айтар /П.Осипов, «Айтар»/.

- «Хумсем çырана çапаççĕ» спектакль пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрсамăрччĕ.

- Çул пуçăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне кăларнă ăна. Чăннипех питĕ тĕплĕн хатĕрленĕ. Володя Ульянов пирки тата ытларах вулама тиврĕ. Спектакле йышăнма Мускавран патшалăх комиссийĕ килчĕ. Хăнасем кăмăллă юлчĕç. Премьера 1970 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче иртрĕ. Сезон вĕçлениччен тата темиçе хут та аншлаг пуçтарчĕ. Çав çулах Володя Ульянов ролĕшĕн Чăваш Ен комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине пачĕç, тепĕр çулне вара асăннă спектакле лартнă Л.Родионов режиссер, В.Мазанов художник, В.Родионов, Г.Терентьев тата эпĕ К.С.Станиславский ячĕллĕ РСФСР Патшалăх премийĕн лауреачĕсем пулса тăтăмăр.

- Тата сакăр çултан коллектив каллех çул пуç сăнарĕ патне таврăннă. Н.Терентьевăн «Çиçĕм хыççăн аслати» хайлавне В.Яковлев лартнă.

- Кунта революци хыççăнхи тапхăр, 1918 çул. Çĕр-шыв йывăр лару-тăрура. Çапах Ленин чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлев пирки те манмасть, ăна хÿтĕлесе Чĕмпĕре çыру çырать. Хальхинче те Ленин сăнарне мана шанса пачĕç.

- Кĕтмен-туман çĕртен педагогика ĕçне суйласа илни пирки мĕн каланă пулăттăр?

- 60 çул тултартăм. 2000 çулта Шупашкарта культурăпа искусство институчĕ уçăлчĕ. Вăл пулман тăк тивĕçлĕ канăва каяттăм-ши? Калама пултараймастăп, анчах та театрта ĕçлесе çитернине лайăх туйса илтĕм. Институтра кăмăллă йышăнчĕç. Икĕ çул преподавательте ĕçлерĕм, унтан кафедра ертÿçи туса хучĕç.

- Çапах та Николай Григорьев профессор сцена ĕçĕпе сыв пуллашнă теме май çук - вĕренекенĕсенче артист хĕмне чĕртет. Паянхи артиста мĕн канăçсăрлантарать?

- Паллах, сцена çине тухса хамăн шухăшăма палăртаймастăп, çакна манăн студентсем тăваççĕ. Çĕнĕ ăру яланах ун умĕнхисенчен уйрăларах тăрать. Паянхи çамрăксем хăюллă, техникăна лайăх пĕлеççĕ, çав вăхăтрах шăпах çакă кансĕрлет те вĕсене: иртен пуçласа çывăрма выртиччен - компьютер умĕнче. Мĕн пулса иртет республикăра, Раççейре, тĕнчере - ун пирки сÿтсе явнине нихăçан та илтмен.

- Пурнăçра чи хакли мĕн тетĕр?

- 75 çула çитрĕм. Тем те курнă. Чи пĕлтерĕшли - хăвна, хăвăн ĕçне тупни. Тепри - çемье. Ку енĕпе мана юмахри пек ăннă. Чунĕпе, ăсĕпе сана парăннă, ăнланакан çын пурри - чи хакли. Пĕрле пурăнма пуçланăранпа кăçал 53 çул çитет, урлă-пирлĕ пулман. Мана тем тĕрлĕ те çавăрттарать мăшăрăм, артист вĕт!

- Ĕçтешĕрсене, артист пулма ĕмĕтленекенсене мĕн сунатăр?

- Театр ĕçĕ питĕ йывăр. Талантлă пулни çеç çителĕксĕр, лайăх режиссер кирлĕ. Чăвашсемшĕн çакă чăн-чăн инкек. Валерий Николаевич ватăлса пырать, унпа юнашар тăма пултаракан çын çук. Шел те, влаçрисене шухăшлаттармасть пулĕ çакă. Театр кĕçех 100 çула çитет. Мĕнле кĕтсе илĕ ăна? Вăл малалла пурăнтăр тесен татăклă йышăнусем, ĕçсем пурнăçламаллах.

Эпир театра ĕçлеме килнĕ вăхăтра театр кĕрлесе тăратчĕ. Камсемччĕ унта: Ургалкин, Родионов, Шорникова... Чăн-чăн Ренессанс! Паян ĕçлекенсене те, сцена çине тухма ĕмĕтленекенсене те телейлĕ çак самант асамлăхне туйма сунатăп.

 

Калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.