Йĕпреçри ăш пиллĕ тĕл пулу

25 Апр, 2014

«Хыпар» хаçатра пичетленнĕ «Ентеше манмаççĕ» статьяна вуланă хыççăн Йĕпреçри этнографи музейĕн Çар Мухтавĕн пÿлĕмĕнче Аркадий Самарин художник ĕçĕсен куравĕ уçăлнине пĕлтĕмĕр. Эпир пĕр йăх-несĕл тымарĕнчи тăвансем - А.Самаринăн хĕрĕ София, кĕçĕн ывăлĕн арăмĕ Нина, иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Маргарита Василевская тата унăн виççĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Ирина Василевская - унпа паллашма шухăшларăмăр. Пире кăмăллă кĕтсе илчĕç, А.Самаринăн картинисем çинчен нумай каласа пачĕç. Унăн хĕрĕ София Аркадьевна ашшĕн пурнăçĕ, ĕçĕсем çинчен тĕплĕ чарăнса тăчĕ.

1961 çулта манăн Чăваш педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухне тăватă уйăх Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çатракасси вăтам шкулĕнче ĕçлесе пĕлÿ пухма тÿр килчĕ. Çав вăхăтра тĕлĕнмелле кăмăллă Ольга Ильинична патĕнче пурăнтăм.

Пурнăç çулĕ-кукри Ольга Ильиничнăна пилĕк ачапа тăлăха хăварнă. 1932 çулта унăн мăшăрне репрессиленĕ. Киле таврăнайман. Пÿртне туртса илнĕ, хăйсене килтен кăларса янă. Юрать-ха 72 çулти асламăшĕ, Пераскева Самарина, ачисене пăхма пулăшнă. Аркадий Самарин ачасенчен асли пулнă май йывăрлăх пĕтĕмпех ун çине тиеннĕ.

Аркадин пултарулăхне аталантарма аслашшĕ Никифор Николаевич, ашшĕн йăмăкĕ Евдокия Никифоровна çине тăнă. Картинăсем ÿкерекен пулма шкулти учитель С.Иванов та тăрăшнă. Вăл Аркадие яланах шкулта уяв кунĕсем валли хатĕрленнĕ чухне тĕрлĕ ÿкерчĕк тутарнă. Каярахпа Çатракасси шкулĕнче учительте ĕçленĕ Федор Прокопьевич Прокопьев та /вăл вăхăтра хăй Мускавра ÿнерçе вĕреннĕ/ нумай пулăшнă, хавхалантарнă.

1934 çулта 14 чăваш ачипе пĕрле Аркадий Улатăрти ÿнер училищине вĕренме кайнă. Унпа пĕрле Мĕшĕл ялĕнчи, каярахпа паллă художник Николай Овчинников та вĕреннĕ.

Аркадий Алексеевич Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче 1942 çултанпа çапăçнă. Киле 1946 çулта кăна таврăннă. Çĕнтерÿ кунне Берлинта кĕтсе илнĕ. А.Самарин 1945 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускаври Çĕнтерÿ парадне хутшăннă.

Вăрçă умĕн тата унтан таврăнсан А.Самарин республикăри колхоз театрĕнче ĕçленĕ. Ф.Павловăн «Ялта», К.Ивановăн «Нарспи», П.Осиповăн «Айтар», А.Чеховăн тĕрлĕ пьесинче тумсен, декорацисен ÿкерчĕкĕсене хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах вăрçăри юлташĕсем çинчен нумай картина ÿкернĕ, йывăçран касса скульптурăсем тунă.

Аркадий Алексеевич ача садĕнче, вăрман хуçалăхĕнчи çамрăксен воспитателĕнче ĕçленĕ. Канашра ÿнерçĕ учителĕнче те тăрăшнă. Çичĕ çул Йĕпреçри ачасен ÿнер шкулĕн директорĕ пулнă.

Аркадий Самаринăн пурнăçĕ Чăваш Республикин ÿнер ĕçне аталантарассин историйĕпе тачă çыхăннă. Учителе, художнике «Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа чысланă. Куравĕсем Раççей шайĕнче те нумай хут иртнĕ.

Вăрçăри паттăрлăхĕшĕн Аркадий Алексеевич орден-медале тивĕçнĕ. Унăн кăкăрĕ çинче - I тата II степень Тăван çĕр-шыв вăрçин, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсем тата нумай медаль.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çатракасси ялĕнче Аркадий Самарин çуралнă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Унăн хĕрĕ София Аркадьевна ашшĕн картинисене тата ытти материалне килти музейра упрать.

Ольга Ильиничнăпа Алексей Никифоровичăн ачисем пурнăçра хăйсен тивĕçлĕ вырăнĕсене тупнă. Людмила - Чăвашрадио ĕçченĕ, Валентина - медсестра тата учитель, Серафим - «Минмонтажспецстрой» инженер-конструкторĕ, Алексей - газ, нефть пăрăхĕсем хуракан-инженер.

 

Сĕнтĕрвăрри районĕ,

Хуракасси ял

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.