Чăваш депутачĕсем - хресченшĕн
Чăваш Енри Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Раççей правительствин ертÿçи Дмитрий Медведев тата Патшалăх Думин председателĕ Сергей Нарышкин патне çырупа тухнă. Чăваш парламентарийĕсем хресченсене пулăшасшăн.
Хальхи тапхăрта Патшалăх Думинче ял хуçалăхне аталантарасси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртме проект хатĕрлеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн, кредит процентне саплаштарма паракан субсиди хуçалăхăн счечĕ çине мар, банка куçĕ. Хуçалăх ертÿçи е фермер кредитăн тĕп парăмне тата процентăн юлнă суммине /ăна патшалăх саплаштармасть/ кăна тÿлĕ.