Челябинскран - парнесемпе

29 Окт, 2014

Чăваш Ен спортсменĕсем ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе "Юность России" физкультурăпа спорт обществин парнисене çĕнсе илессишĕн Челябинскра иртнĕ ăмăртуран медальсемпе таврăннă.

Турнира çĕршывăн 23 регионĕнчи 1998-2002 çулсенче çуралнă 100 ытла хĕр ача хутшăннă, вĕсем икĕ виçере вăй виçнĕ. Пирĕн республика чысне унта Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин студенчĕсемпе хулари 1-мĕш спорт шкулĕнче Татьяна Кириллова, Ольгăпа Наталья Смирновăсем патĕнче ăсталăха туптакан пикесем хÿтĕленĕ. Ăмăртура спортсменсем пухмача 3 ылтăн, 2 кĕмĕл тата 2 бронза медальпе пуянлатнă. Пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине Ксения Смирнова, Марина Николаева тата Ирина Николаева хăпарнă. Надежда Красновăпа Екатерина Гаврилова иккĕмĕш кăтартупа палăрнă, Наталья Дмитриевăпа Валерия Миронова хăйсен ушкăнĕсенче виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Мала тухнисем чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта иртекен çĕршыв ăмăртăвĕнче тупăшĕç.

А.ПЕТРОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.