"Вĕрентекенпе сăн ÿкерĕнер"

29 Окт, 2014

Çак ятпа Елчĕк районĕнчи Кушкă шкулĕнче сăн ÿкерчĕксен конкурсĕ иртнĕ. Учитель кунĕнче пуçарнă кăсăклă мероприятирен пĕр ача та айккинче пăрăнса юлман, пурте юратнă вĕрентекенĕ патне васканă.

Хальхи вăхăтра сăн ÿкерĕнмешкĕн фотоаппарат та кирлĕ мар: алăра карас телефон е планшет пултăр кăна. Çавăнпа паянхи шкул ачи кашни утăма Интернет-сайта вырнаçтарма пултарать. Юлашки çулсенче çамрăксен хушшинче телефона усă курса кампа та пулин ÿкерĕнес юхăм сарăлчĕ. Уйрăмах паллă çынсемпе сăнланма тăрăшать яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç. Хальхи саманара çак пулăм пысăк пĕлтерĕшлине кура Кушкăсем конкурс пуçарнă. Нумаях пулмасть унăн çĕнтерÿçисене те палăртнă. Чи пултаруллин ятне 11-мĕш класра вĕренекен Люба Мышкина тивĕçнĕ. "Вĕрентекенсемпе кашни кун сăн ÿкерĕнме май çук, пысăк уявсенче кăна. Çавăнпа çĕнĕ конкурса пурте хапăлласа йышăнтăмăр. Ку пирĕншĕн питĕ кăсăклă ĕç пулчĕ", - пĕлтернĕ хĕр.

О.МАСЛОВ.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.