Хамăрăн сывлăхшăн кар тăма вĕренĕпĕр-и?
Патшалăх сывă çынсен йышĕ пысăкланасса кĕтет
Чăваш Енĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кăларнă Указпа килĕшÿллĕн "Сывлăх профильне" хатĕрлĕç. Вăл муниципалитетсен малашнехи аталану стратегийĕн тĕп шăнăрĕ пулĕ темелле. Асăннă концепци халăх сывлăхне çутатса паракан документ кăна мар, унăн хăй тĕпленнĕ вырăнти пурнăçа сăнласа пуласлăхра мĕнлерех йĕркелессине кăтартакан программа та пулма тивĕç.
"Чăваш Республикин сывлăх профильне" йĕркелекенсенчен пĕри - Республикăн сывлăха çирĕплетмелли тата профилактика центрĕн ертÿçин çумĕ Наталья Ивановна Володина. Проект тĕшшине мĕнре курать-ха вăл?
- Халăхăн сывлăхĕ, пĕлетĕр ĕнтĕ, медицина вăйсăрлăхĕпе кăна çыхăнман. Тĕрĕссипе вăл 80 процент таран эпир пурăнакан хутлăхран килет. Эппин, пирĕн патшалăх сывă граждансен йышĕ пысăкланасса кĕтет тĕк этеме хăй пурăнакан вырăнта йĕркеллĕ пурăнма условисем туса памашкăн тивĕç. Сывлăх тăрăмне лайăхлатас тетпĕр пулсан обществăн çакăншăн хăйĕн те çине тăмалла. Калăпăр, эпир тĕрĕс апатланассишĕн хамăрсăр пуçне никам та яваплă пулаймасть, сиенлĕ йăласенчен тытăнса тăрасси те хамăртан килет. Сывлăхшăн тăрăшсан экологи тасалăхĕшĕн кĕрешме те хăш-пĕр чухне хамăрăн вăйпах пултаратпăр вĕт, - хута каякан программа медицина кăтартăвĕсемпе никĕсленнĕ документ маррине çирĕплетет Наталья Ивановна.
Проекта хатĕрлекенсем сывлăх профильне çутатакан тытăма çапларах кураççĕ: демографи, халăхăн социаллă ушкăнĕсен сывлăх портречĕ, сывлăха сиенлетме пултаракан факторсем, диспансеризаципе профилактика, сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, медицина пулăшăвĕпе, социаллă объектсемпе усă курас майсем, çул-йĕрпе транспорт инфратытăмĕ, экологи, культурăпа кану хутлăхĕ, ĕçлев, пурăнмалли условисем, ял-хула строительстви. Асăннă пайсене тĕплĕн тишкерсе кашнин тĕлĕшпе халĕччен мĕн пурнăçланине тата çитес вунă-çирĕм çулта мĕн тумаллине палăртмалла. Планлакан кашни ĕç валли мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирлĕ пуласса та кăтартмалла. Çапла майпа вара аталану стратегийĕн никĕсĕ йĕркеленет те.
- Шел, хальлĕхе, манăн шухăшпа, çак программăн чăн пĕлтерĕшне муниципалитетсенче ăнлансах çитеймен-ха. "Сывлăх профилĕ" тĕпрен илсен районăн малашлăх çулне кăтартакан маяк вырăнĕнче пулма тивĕç. Кашни ял тăрăхĕнче уйрăммăн мĕнле ыйтупа çине тăмаллине кăтартса паракан документ алă айĕнче кăна мар, халăхăн куçĕ умĕнче те пулĕ-çке. Темиçе çуллăха йышăнакан аталану стратегине çутатнă документа вара чиновниксем уçкаласа пăхнисĕр пуçне кам питех вуласа интересленĕ? Акă еплерех куратăп эпĕ çĕнĕ проектăн тĕшшине, - уçăмлатать Н.Володина.
Асăннă программăна хатĕрленĕ май Республикăри сывлăха çирĕплетмелли медицинăпа профилактика центрĕ интернет-ыйтăм ирттернĕ. Унăн тĕллевĕ - халăх сывлăха упрас тата çирĕплетес тĕлĕшпе мĕн шухăшланине пĕлесси. Малтанхи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ те ĕнтĕ. Кăсăклă ÿкерчĕк тухса тăрать пирĕн ума. Акă хăш-пĕр ыйту-хуравпа паллашар-ха. Пурнăçра чи пысăк хаклăх шутне ыйтăма хутшăннă 2000 яхăн çынран 90 проценчĕ "сывлăх" тесе палăртнă. Сывлăхшăн пуринчен ытла кам яваплине кăтартма сĕннĕ вырăнта 90 яхăн проценчĕ "харпăр хăй" хурава çырнă. Сывлăх пахалăхĕ мĕнрен ытларах килни пирки респондентсен 85 проценчĕ "пурнăç йĕрки /апатлану, сиенлĕ йăласем, кун йĕрки т.ыт.те/" тесе çирĕплетнĕ. Пирĕн республикăра чи анлă сарăлнă чир-чĕр йышне мĕн кĕни пирки ыйтăма хутшăннисенчен çурри ытла хăйĕн шухăшне "алкоголизм" тесе палăртнă. Пĕр сăмахпа, хуравсем республикăра пурăнакансен шухăш-кăмăлне аван кăтартаççĕ. Ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕ вара "Сывлăх профильне" хатĕрленĕ чухне пусăм мĕн çине тумаллине систерет. Калăпăр, ватăсем кăна юлнă ял пуласлăхра республика картти çинчен ан çухалтăр тетпĕр пулсан унта çамрăксене туртăнмалли майсем /садик-и, лайăх ĕç вырăнĕсемлĕ предприяти-и, строительство валли çăмăллăхсем-и/ йĕркелемелле. Çамрăксем чылай-ха тейĕпĕр, анчах, тĕслĕхрен, ялта спортпа туслисем валли нимĕнле объект та çук. Ял тăрăхĕн "Сывлăх профилĕнче" ку енĕпе мĕнле пуçару тăвассине кăтартса хăвармаллах. Çапла майпа, проекта хута яракансен шухăшĕпе, кирек хăш хутлăхра та сывлăхлă пурăнма меллĕ те хăтлă пулĕ.
Ирина ПУШКИНА
Комментировать