Комментировать

29 Окт, 2014

Айăпланнисен те право пур

Юсанмалли 6-мĕш колонире тĕрĕслевсем ирттернĕ май ЧР юсанмалли учрежденисенче саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан Шупашкар прокуратури саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă.

Колонире уголовлă ĕç пуçармалли сăлтавсем пулманнине пăхмасăр учреждени оперуполномоченнăйĕ айăпланнă çын суранланнă тĕслĕхпе колони пуçлăхĕн ячĕпе рапорт çырнă, преступлени паллисем пурри çинчен евитленĕ. Чăннипе вара преступлени пулни е преступлени тума хатĕрленни çинчен нимĕнле пĕлтерÿ те пулман. Çавна май пăтăрмаха сăлтавсăрах регистрацилеме, тĕрĕслев ирттерме тивнĕ. Ку тĕслĕхпе учреждени пуçлăхĕн ячĕпе представлени çырнă.

Асăннă колонирех судпа айăпланнисенчен пĕрне ĕçе вырнаçтармалли хушусăрах кăçалхи ака уйăхĕнчен пуçласа утă уйăхĕччен клуба тирпейлеме, пÿлĕмсене юсама явăçтарнă. Хăрушсăрлăх техникине пăхăнманнине кура вăл суранланнă.

Çав вăхăтрах айăпланнă тепĕр çын, колонири клубра хуçалăх заведующийĕнче ĕçлекенскер, чăннипе çак учреждени ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçланă. Çÿлерех асăннă çынна тĕрлĕ ĕç хушнă, пурнăçланă ĕçшĕн ăна хăйĕн укçипе кунти лавккаран туянакан апат-çимĕçпе, сигаретпа тÿленĕ. Колони ертÿçисем вара çакна курмăш тунă.

Унсăр пуçне айăпланнă тепĕр çын, çав вăхăтра медчаçре сиплевре пулнăскер, ĕçе тухнине ĕнентерсе табеле тĕрĕс мар кăтартусем кĕртнĕ. Ку тĕслĕхпе те представлени çырма тиврĕ.

Александр ЗОТОВ,

ЧР юсанмалли учрежденисенче саккунсене пăхăннине

сăнаса тăракан Шупашкар прокурорĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.