Архив - 2019

январь 15th

15 Янв, 2019

Юхакан шыва тепре кĕреймĕн

Раштавăн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн тĕп хулинче транспорт реформи вăя кĕчĕ. Çавна май Шупашкарта унччен пулнă хăш-пĕр маршрут хупăнчĕ, чылайăшĕ улшăнчĕ.

15 Янв, 2019

Следователь — пур çавăн пек професси

Следовательсене саламлама сăлтав пур: паян, кăрлачăн 15-мĕшĕнче, вĕсем Следстви комитетне туса хунă куна паллă тăваççĕ. Çулталăк пуçламăшĕ — иртнĕ çула пĕтĕмлетмелли вăхăт, апла тăк следствин сакăр çул каялла йĕркеленнĕ çĕнĕ çак тытăмĕшĕн, Следстви комитечĕн Чăваш Енри Следстви управленийĕшĕн, 2018 çул мĕнлерех пулнине тишкерни пушшех вырăнлă.

Ятсăр вил тăприн тискер вăрттăнлăхĕ

15 Янв, 2019

Хамăрăн йăла-йĕркене пĕлменни, е Хаваслăх шыраса юттине кăмăллатпăр-и?

Хир сысни, сысна тата ăмăрт кайăк… Мĕн çыхăнтарма пултарать вĕсене?

январь 14th

14 Янв, 2019

Вести Чувашии № 1 (1623) 12.01.2019

14 Янв, 2019

Шурă юр, хура арçын…

Хура ÿтлĕ çынсене курсан нумаях пулмасть кăна-ха хамăр та çаврăна-çаврăнах пăхаттăмăр. Халĕ çакна хăнăхрăмăр ĕнтĕ: ара, шурă Шупашкарта та тăтăшах курма пулать вĕсене — ют çĕршыв хĕрĕсемпе каччисем аслă пĕлÿ илмешкĕн кунта тăтăшах килеççĕ.

14 Янв, 2019

Иркутскра типĕтнĕ хурпа сăйланаççĕ

Иркутск тăрăхĕнче 4 пин ытла чăваш пурăнать. 1991 çулта йăхташăмăрсем «Юлташ» пĕрлĕхе чăмăртаннă. Халĕ унăн ĕçне Вероника Тимофеева йĕркелесе пырать.

14 Янв, 2019

Пĕр кĕвĕллĕн тапать икĕ чĕре

Çĕнĕ çул хыççăнхи каникул пирки нумай кулăш çуралать. Епле канни пирки ыйтсан нумай-ăшĕ çапла хуравлать: «Ĕçе кăмăлпа çÿрекен çын пур-и вара?» Паян вулакана паллаштарас текен хĕрарăм, пĕрре те иккĕленместĕп, çирĕплетсех калĕччĕ — пур!

14 Янв, 2019

Диор-и е Шанель-и?

«Курăр-ха, курăр, топ-модель пырать!» — Шупашкарта çул урлă каçакан хĕре асăрхаса кăшкăрнă çăмăл машинăри каччăсем. Айккинчен лайăхрах курăнать теççĕ вĕт. Шăпах çак самант 15-ри Карина Смирновăна пурнăç çулне суйлама пулăшнă.

Страницы