Комментировать

14 Янв, 2019

Пĕр кĕвĕллĕн тапать икĕ чĕре

Çĕнĕ çул хыççăнхи каникул пирки нумай кулăш çуралать. Епле канни пирки ыйтсан нумай-ăшĕ çапла хуравлать: «Ĕçе кăмăлпа çÿрекен çын пур-и вара?» Паян вулакана паллаштарас текен хĕрарăм, пĕрре те иккĕленместĕп, çирĕплетсех калĕччĕ — пур! Мĕншĕн тесессĕн ĕçе вăл чăнласах тулли кăмăлпа çÿренĕ. Ун пирки ĕçленĕ тесе те калас килмест, вăл ĕçпе пурăннă, унпа киленнĕ. Ĕç уншăн юратăва, çемьене çаврăннă. Уншăн ĕç пĕтĕм тĕнче пулса тăнă. Анчах та кĕтмен çĕртен çак тĕнчен мачча кашти хуçăлнă. Тĕнче йăтăнса аннă…

АЧАЛĂХ

Венера Большова Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пĕчĕк Этмен ялĕнче çуралнă. Хĕр пĕрчи 3 çула çитнĕ тĕле ашшĕн, тăван çĕршыва усал тăшманран хÿтĕлеме тухса кайнăскерĕн, «хура хучĕ» çитнĕ. Çывăх çынни ăçта пуç хунине те пĕлмест паян хĕрарăм. Ачалăхне, ашшĕне аса илсен куçĕ шывланать унăн.
Пĕр вăхăт хĕр пĕрчине кукашшĕпе кукамăшĕ хăйсен хÿттине илнĕ. «Шухăшлатăп та, шăпах кукаçие пула журналистика чунăмра йăва çавăрнă пулĕ тетĕп, — иртнĕ кунсене куçĕ умне кăларать Венера Петровна. — Пĕчĕк кăмакана хутса яратчĕ те иксĕмĕр урайне вырнаçаттăмăр, эпĕ ăна хаçатсем вула-вула параттăм. Маларах вара радио итлеме юрататтăм. Пукан çине тăрса репродуктор ăшне кам вырнаçнине курма тăрăшаттăм. Анчах та вăл авă ăçта çÿлте, ун патне çитме пулать-и вара?» Нумай шыв-шур юхса иртнĕ унтанпа. Çав радиопа шăпах мĕн калассине тата кам калассине никам та мар, шăпах хăй татса пама пуçласса шухăшлама та пултарайман, паллах, ун чухне ял хĕрачи. Унччен, унччен вара тăван килпе те сыв пуллашма тивнĕ-ха унăн. Хĕрача — ÿссех, ваттисен халĕ пĕтсех пынă. Кукашшĕ Венерăна Етĕрне салинчи Ача çуртне вырнаçтарнă. Çук, çывăх çыннисем пур çĕртех вĕсен хÿттисĕр, ăшшисĕр ÿсме тивнĕшĕн нимĕн чухлĕ те ÿпкелешмест, ÿпкелешмен те вăл. «Ача çуртĕнче ÿсни кăмăла çирĕплетрĕ, çынсемпе хутшăнма, хама коллективра тытма хăнăхтарчĕ кăна», — тет халĕ Венера Петровна.

Картлашка хыççăн — картлашка

Те ашшĕн витĕмĕпе, те урăх сăлтавпа малтанах вĕрентекен профессине суйлать-ха хĕр. Етĕрнери педучилищĕре ăс пухнă хыççăн И.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетра пĕлĕвне тарăнлатать. Умра — анлă пуласлăх. Алăра — диплом. Анчах чăваш тата вырăс чĕлхисен факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер журналистика енĕпе аталанма тĕллев тытать, ятарлă курссенче вĕреннĕ хыççăн Чăваш патшалăх телерадиокомпанине вырнаçать. Çамрăк специалиста радиокорреспондент пулма шанаççĕ. Çапла пĕрре пырса вырнаçать те çакăнта хĕр, текех шăпине тĕрĕслес темест. Картлашка хыççăн — картлашка, ÿсĕм хыççăн — ÿсĕм: кĕçĕн редактор, редактор, аслă редактор, телерадиокомпанин радио енĕпе ĕçлекен заместителĕ, телекурав енĕпе ĕçлекен заместитель, телеради-окмпани председателĕ… Хăш-пĕр самант, тен, манăçа тухнă пулин те çакна Венера Петровна питĕ лайăх ас тăвать — 1984 çулта вырнаçнă вăл кунта. 2004 çулччен пултарулăх çулне кунтах туптанă. Пурнăçĕн çуррине — çак кунсенче Венера Петровна 80 тултарчĕ — юратнă ĕçне халалланă. Пилĕк çула шута илмесен. Анчах та кун пирки — кăшт каярах.

Пултарулăх çулĕ

Пултарулăх çулĕ нихăçан та тикĕс те лăпкă пулман. Яланах шыравра, яланах çĕнни, халиччен никам та каламанни патне ăнтăлать чун. Анчах та ăна тупмалла-çке. Çамрăксен кăларăмне ертсе пыма шансан яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа радио итлеме ытларах явăçтарас тĕллевпе çĕнĕ кăларăм тупас ĕмĕтпе хĕмленет В.Большова. «Карапа мĕнле ят паратăн — çапла ишсе каять» текен каларăш пур. Пуçне вăрах ватнă хыççăн ĕçтешĕсемпе калаçать, кампа кăна канашламасть. Çав вăхăтра литература кăларăмĕсене ертсе пынă П.Андреев чĕлхинчен «ăраскал» сăмах вĕçерĕнсе каять. Венера Петровна тÿрех ярса илет — шăпах кирли-çке ку! Çапла çуралать кĕçех 50 çул тултаракан кăларăм. «Эфирта — «Ăраскал» — çак сăмахсем халĕ те нумай-нумай итлекене пуçтараççĕ радио çумне. «Ăраскал» В.Большовăн чи юратнă «ачи» пулса тăнă тесен те йăнăш мар-тăр. Татах та пур-ха вĕсем, шăпах Венера Петровна тăрăшнипе, пилленипе пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утса кайнă «ачасем». Сăмахран, Чăваш Республикин гимнĕ валли видеорет хатĕрленĕ, ун пекки çĕршывĕпе те текех ниçта та пулман. Халăх хăйĕн историйĕпе вăйлă, паттăрсене асран кăлармалла мар — çак шухăшпа хĕмленни «Чăваш Ен сăнĕсем» кăларăм çуратнă. /Пĕр вăхăт экран çинчен çухалнă хыççăн вăл каллех куракан патне таврăнчĕ/. Хăй ертсе пыракан коллективра вăй хуракан кашни çын валли кирлĕ самантра ăшă сăмах тупма пĕлни, кăларăмсене якатса çитерме вырăнлă канашпа пулăшни… Тата ыттишĕн те паян та ырăпа аса илеççĕ радио-, тележурналистсем хăйсен ĕçтешне, пуçлăхне. Уяр кунра аçа-çиçĕм, яланхи пекех, кĕтмен çĕртен ялтлатса кĕмсĕртетнĕ.

52 çулти пенсионерка

1991 çулта пулса иртнĕ типшара — урăх мĕнле калăн ăна — Венера Большова халĕ те куççульленмесĕр аса илеймест.
«Ир тăрсан яланхи пекех кухньăра кăштăртатма пуçларăм, — нумай çул каялла пулса иртнине çапла аса илет вăл. — Пур хĕрарăмăн та кун, ахăртнех, çапла пуçланать. Хăнăхнă йăлапа радио итлетĕп. Анчах хыпарĕсем — хăнăхнисем мар. Халиччен республика çитĕнĕвĕсемпе савăнтараканччĕ, маттур та пултаруллă çынсем çинчен каласа кăтартаканччĕ, республика уй-хирĕнчи лару-тăрупа паллаштараканччĕ. Çав кун апла пулмарĕ. Нимĕн шухăшлама пĕлменнипе пĕтĕм ĕçе пăрахса радио çуртне чупатăп…» Малалла вулас...

www.hypar.ru

Рита АРТИ хатĕрленĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.