Çак çырăва арçынсем вулаччăр!
Чуна йывăртан, чĕре ыратнăран сирĕн пата çырма шут тытрăм.
Çамрăксем çемье çавăрнă чухне ĕмĕр вĕçне çитиччен пĕрле пурăнма сăмах параççĕ. Анчах çулсем иртнĕçемĕн юрату сĕвĕрĕлме пуçлать. Арçын пуçне ырă мар шухăш пырса кĕрет: çумри арăмĕ килĕшми пулать, вăл урăх хĕрарăмпа çыхланать. Çавна май чи малтан ача нушаланать.
Хамăн кĕçĕн мăнук еплерех йывăрлăха кĕрсе ÿкнине çырас терĕм. Ашшĕ иртнĕ çул çемйине пăрахса урăх хĕрарăмпа пурăнма пуçларĕ. Ачине питĕ юрататчĕ вăл малтан. «Мĕнле ăшă кăмăллă ача пулчĕ çакă пирĕн», — тетчĕ.