- Чăвашла верси
- Русская версия
Иркутскра типĕтнĕ хурпа сăйланаççĕ
Иркутск тăрăхĕнче 4 пин ытла чăваш пурăнать. 1991 çулта йăхташăмăрсем «Юлташ» пĕрлĕхе чăмăртаннă. Халĕ унăн ĕçне Вероника Тимофеева йĕркелесе пырать.
Чăваш халăхĕн культурине сарас тĕлĕшпе Зима тата Залари районĕсенчи чăвашсем уйрăмах хастаррине палăртса хăвармалла. Тагна поселокĕнче «Куккук» фольклор ансамблĕ хăйĕн пул-тарулăхĕпе ытти халăх çыннисене тĕлĕнтерет. Иркутскра Никита Бичуринпа çыхăннă истори вырăнĕсем пур.
Нумаях пулмасть Иркутск хулинчи тата облаçĕнчи тĕрлĕ халăх çыннисене пĕрлештерекен этнополис Вероника Тимофеевăна уçă калаçăва чĕннĕ. Ăна хамăр хаçатра пичетлетпĕр.
— Эсир ăçта çуралнă? Иркутскри чăвашсен общество организацийĕн тилхепине тытмашкăн мĕн хистерĕ?
— Зима районĕнчи Успени-3 поселок — манăн тăван тăрăх. Эпир йăх-несĕлĕн культура еткерлĕхне упрама тăрăшатпăр. Хăш-пĕр çĕрте аваллăхпа çыхăннă япаласене хакламаççĕ. Эпир вара наци эрешĕллĕ çуртсене юхăнма памастпăр.
Йĕрке хуралĕнче 20 çул ĕçлерĕм. 2013 çулта, ĕç пăрахсан, Иркутск облаçĕнчи чăвашсен организацине ертсе пыма чĕнчĕç.
— Чăваш халăхĕн çивĕч ыйтусем пур-и?
— Иркутск облаçĕнче чăваш нумай. Анчах нумайăшĕ вырăсланнă. Чĕлхене упраса хăварасси те тĕп вырăнта. Тепĕр темиçе çултан чĕлхе çухалас хăрушлăх пысăк. Аслă ăрурисем чăвашла калаçаççĕ пулсан çамрăксем тăван чĕлхене ăша хывасшăн мар. Çакă çамрăксене наци культурине сарас ĕçе явăçтарманнипе те çыхăннă.
— Çитес вăхăтра чăвашсен наци-культура центрĕ мĕнле мероприяти йĕркелесшĕн?
— Раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Хĕлле улах ларма пуçласшăн. Ытти наци çыннисене те хапăл туса йышăнăпăр.
— Наци апат-çимĕçĕнчен хăшне ас тивме сĕнетĕр?
— Килти сăрана ĕçсе пăхăр. Чăвашсем çавнашкалах типĕтнĕ хур юратаççĕ. Малалла вулас...
Мария РОМАНСКАЯ хатĕрленĕ. В.ТИМОФЕЕВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Комментарии
Славик
пн, 14/01/2019 - 18:53
Постоянная ссылка (Permalink)
Чӑваш мунчи ҫинчен мӗн те пулин упранса юлнӑ-ши?
Чӑваш мунчи ҫинчен, сирӗн парта мӗнте пулинь упранса юлнӑ-ши? калӑр ха тархасшӑн.
Комментировать