Диор-и е Шанель-и?
«Курăр-ха, курăр, топ-модель пырать!» — Шупашкарта çул урлă каçакан хĕре асăрхаса кăшкăрнă çăмăл машинăри каччăсем. Айккинчен лайăхрах курăнать теççĕ вĕт. Шăпах çак самант 15-ри Карина Смирновăна пурнăç çулне суйлама пулăшнă.
Халĕ Парижри модель агентствинче ĕçлет вăл. Пысăк çак тытăм Нью-Йорк, Милан, Лондон хулисене пĕрлештерет. «Мана ĕçе тÿрех илмерĕç. Ахăртнех, ун чухне агентствăна çын кирлĕ пулман. Иккĕмĕш хут кайсан вара ăнăçрĕ», — аса илет пĕр хăйне кăна шанма хăнăхнă Карина.
Чиперкке тăван киле çывăх çыннисем патне тăтăш килсе çÿрет. Пĕтĕм тĕнчери, çав шутра Шупашкарти, Мускаври юлташĕсемпе, çыхăну тытать. Манăн, паллах, Чăваш Енре хăналанакан хĕр çинчен ытларах пĕлес килчĕ.
— Карина, Раççей çыннине ют çĕршывра хăйне тупма çăмăл-и?
— Ку йăлтах çынран хăйĕнчен килет. Ĕмĕте çитерме тăрăшни нимрен пĕлтерĕшлĕ.
— Топ-моделĕн ĕç йĕркипе паллаштарсам.
— Вĕсен ĕç кунĕ ыттисенни пекех. Тумтир кăтартни, çĕлекен е хатĕр çи-пуç виçни... Тĕслĕхрен, Мода çуртĕнче топ-модель виçипе тумтир коллекцине хатĕрлеççĕ. Паллах, унăн пĕр вĕçĕм çакăнта пулмалла.
Эпĕ Dior, Chanel, Limer, Soloranа Мода çурчĕсемпе паллашма ĕлкĕртĕм. Chanel çĕнĕ коллекци сутлăха кăларнă хыççăн туянакансем валли кашни ир кĕске шоу йĕркелерĕ. Эпĕ те подиум çине тухрăм.
Халăхпа хутшăнма килĕшет. Эпĕ сăнанă тăрăх, çак бизнесри çынсем яланах пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр.
— Ĕçре ăнăçтăр тесен топ-моделĕн мĕнлерех пулмалла?
— Чи малтанах, ăна чăтăмлăх кирлĕ тата унăн хăйне тытма пĕлмелле. Мана тĕрĕс воспитани мĕнне пĕлмен хĕрсемпе те тĕл пулма тÿр килнĕ. Вĕсемпе никамах та ĕçлесшĕн те, хутшăнасшăн та мар. Унашкаллисем урăх çĕрте хăйсене мăнна хуччăр.
Япала кăтартакансен йышĕнчен юлашки самантра кăларсан та, шоу программине кĕртмесен те пăшăрханмалла мар. Алă усăннине пăхмасăрах çирĕппĕн утма вăй тупмалла. Эпĕ ăнманнине çумăр çунипе танлаштаратăп. Çакăн хыççăн тавралăх чĕрĕлет-çке. Çыншăн та йывăрлăх иртетех. Вара çĕнĕ хăватпа ĕçлеме пуçлатăн.
— Модель агентствинчи хĕрсем мĕнле тум суйлаççĕ?
— Кастинга пыраканăн кĕлеткене çат! тытакан хура тумтир тăхăнмалла. Паллах, çÿç те, пит те таса пулмалла. Çакă кастинг-директора хăйне кирлĕ хĕрсене тÿрех суйласа илме май парать.
— Раççейри тата чикĕ леш енчи модель агентствисен хушшинче уйрăмлăх пур-и?
— Пирĕн çĕршывра ку тытăм аталанса кăна пырать. Çапах пултаруллă топ-модельсем те, фотографсем те пур. Пуласлăхра модель агентствисем курăмлăрах ĕçлессе шанас килет.
— Ахăртнех, топ-модельсене тĕрлĕ журналта пичетлеççĕ. Сана хăш çĕршыври пичет кăларăмĕсенче курма пулать?
— Эпĕ хутшăнакан кăтарту саманчĕсене Францире, Турцире, Нью—Йоркра пичетленекен журналсенче сăнланă.
— Эсĕ, паллах, мода çинчен нумай пĕлетĕн.
— Модельерсем çи-пуç урлă хăйсене кăтартни çав тери интереслĕ. Хальхи вăхăтра мода индустрийĕнче пĕр-пĕринпе килĕшсе тăман пек туйăнакан япаласене те шайлаштарма пулать. Çакă йăлтах шухăш хăватĕнчен килет. Ирĕклĕ ĕлкепе касса çĕленĕ çи-пуç модăран тухас çук. Нумаях пулмасть классика тумтирĕпе çĕтĕк джинс тăхăнакан нумайăнччĕ. Паян çĕтĕк джинс модăра мар ĕнтĕ.
— Топ-моделĕн хăйĕн карьерине мĕнрен пуçламалла?
— Чи малтанах, агентпа е модель агентствипе çыхăнмалла. Çав çынсемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшмалла. Унсăр пуçне портфолио хатĕрлемелле.
Манăн шухăшпа, Францире, Испанире, Грецире опыт пухма çăмăлрах.
— Ĕç кунĕ хыççăн вăхăта мĕнле ирттерес килет?
— Хăш чухне хытă ывăннине пула кравать çинчен те тăрас килмест.
— Ĕçсĕр пуçне мĕн кăсăклантарать?
— Курав вырăнĕсемпе музейсене çитсе курас, хулапа паллашас килет. Эпĕ акăлчан субтитрĕсемпе французла кино курма юрататăп.
Пĕлтĕр Парижри аттракционсен паркне кайнăччĕ. Унта çÿллĕ çуртăн çиччĕмĕш хучĕ таран хăпартакан аттракцион килĕшрĕ. Кабинăра 6-8 çын лармалăх вырăн пур. Кĕлеткен çÿлти пайĕ хупланать, ура — уçă. Хăпарнăçемĕн кабина çаврăнма пуçлать. Ăшра сăмахпа ăнлантарма çук туйăм вăранать çав вăхăтра.
Кăçалхи çула музыкăпа çыхăнтарасшăн. Унтан моделинга продюсер тата модель пек таврăнма ĕмĕтленетĕп.
Эпĕ рейв, клуб валли кĕвĕ çыратăп. Хама малашлăхра ди-джей вырăнĕнче куратăп. Мана Мускаври юлташсем пулăшĕç. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Марина ТУМАЛАНОВА калаçнă. Карина СМИРНОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.