Архив - 2019

октября 11th

11 Окт, 2019

Служба машини катаччи валли мар

Вырăнти влаç ертÿçи пулма пĕртте çăмăл мар. Çын куçĕ умĕнче вĕт — халăх пуçлăх «сулахаялла» тăвакан кашни утăма асăрхать. Çийĕнчен прокуратура куçĕ те çивĕч.

11 Окт, 2019

Çар комиссариатне кайса вăрçа яма ыйтнă

Шупашкарта кун кунлакан 102 çулти Мария Михайловăн шăпи ачалăхра та, çамрăклăхра та, çуллансан та çав тери нушаллă килсе тухнă. Пĕр ĕмĕрте мĕн кăна тÿссе ирттерме тивмен-ши Мария Васильевнăн? Халĕ çеç, ватлăхра, канлĕхре пурăнать.

11 Окт, 2019

Ял ачисем тĕнчене тухаççĕ

Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Элĕкри 728 ача вĕренекен тата 52 учитель вăй хуракан И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта цифра, гуманитари профилĕллĕ «Точка роста» центр уçăлчĕ.

11 Окт, 2019

Атăл леш енне газ çитет

Раççей Стройминĕ Атăл леш енче газопровод тума ирĕк панă. Çакăн çинчен юнкун Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçличчен республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтерчĕ.
Сенкер топливо аталанăва вăй парĕ

11 Окт, 2019

Асăрхатăр тесе чечек çыххи йăтса килнĕ

Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче çак социаллă сете хута янă. Унтанпа сайт миçе çын «килĕ», вăрттăн пÿлĕмĕ, пултарулăх лаççи пулса тăман-ши?

октября 10th

10 Окт, 2019

«Кăларăм хыççăн асăрхакан нумайланчĕ»

«Кио, Акопян… Паллă фокусçăсен галерейинче хĕрачан хушамачĕ çитмест, кĕçех вăл та унта пулĕ!» — терĕ Максим Галкин иртнĕ вырсарникун Пĕрремĕш каналăн «Лучше всех» кăларăмĕнче Çĕнĕ Шупашкар хĕрĕпе Вика Орловăпа паллаштарас умĕн.

октября 8th

8 Окт, 2019

Банк карттипе усă куракансен йышĕ ÿсет

Пирĕн республикăра «Безналичная Чувашия» проект иккĕмĕш çул ăнăçлăн пурнăçланса пырать. Унăн тĕллевĕсем мĕнлерех? Чĕрĕ укçапа мар, банк карттипе е онлайн мелпе тÿлесси хăш сферăсенче ытларах? Асăннă меслете пирĕн республикăра пурăнакансем хăнăхса пыраççĕ-и? Çак тата ытти ыйтăва
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕпе — финанс министрĕпе Светлана ЕНИЛИНĂПА сÿтсе яврăмăр.

октября 7th

7 Окт, 2019

«Пĕчĕк учитель» ят çыпăçрĕ

Çĕрпÿ районĕнчи Апакасси В.Трофимов ячĕллĕ шкулĕ хальхи вăхăтра пысăках мар. Шкулчченхи вĕрентÿ уйрăмне те шута илсен пĕлÿ çурчĕн алăкне куллен 87 ача уçать-хупать. Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă теççĕ-и-ха?

Страницы