Комментировать

8 Окт, 2019

Банк карттипе усă куракансен йышĕ ÿсет

Пирĕн республикăра «Безналичная Чувашия» проект иккĕмĕш çул ăнăçлăн пурнăçланса пырать. Унăн тĕллевĕсем мĕнлерех? Чĕрĕ укçапа мар, банк карттипе е онлайн мелпе тÿлесси хăш сферăсенче ытларах? Асăннă меслете пирĕн республикăра пурăнакансем хăнăхса пыраççĕ-и? Çак тата ытти ыйтăва
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕпе — финанс министрĕпе Светлана ЕНИЛИНĂПА сÿтсе яврăмăр.

Светлана Александровна, чи малтанах «Хыпар» хаçат вулаканĕсене «Безналичная Чувашия» проект пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантарса параймастăр-и?
— Чĕрĕ укçапа çыхăнман тÿлевсем финанс çаврăнăшне уççăнрах тума, «вăрттăн тÿлевсен» майĕсене чакарма пулăшаççĕ. Расчетсен çакнашкал форми налук тÿлевĕсен уççăнлăхне тивĕçтерет, коррупци шайне чакарма май парать тата, пĕтĕмĕшле илсен, халăхăн финанс пĕлÿлĕхне ÿстерессине витĕм кÿрет. Çакă вара экономика ÿсĕмне хавхалантарать.
Пирĕн республикăра банк карттипе тата онлайн мелпе тÿлесси ÿссе пырать-и?
— Çапла, лайăх хăвăртлăхпа ÿссе пырать. 2017 çулта банк карттипе усă курса тунă операцисен тÿпи 25% пулнă тăк, 2018 çулта — 29,9%. 2019 çулхи пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсем тăрăх кунашкал операцисен тÿпи тата ÿснĕ, 34% çитнĕ. Чăваш Енре кăçал кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче тÿлев карттисемпе усă курса 93 миллион ытла операци тунă, пĕтĕмпе — 117 миллиард ытла тенкĕлĕх: пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 35% тата 10% нумайрах. Çав хушăрах çынсем чĕрĕ укçана алла илнипе çыхăннă операцисен тÿпи пĕрремĕш çур çулта пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 71 процентран 66% таран чакнă.
Чĕрĕ укçапа çыхăнман тÿлевсем хăш сферăсенче ытларах?
— Çакнашкал тÿлевсен тÿпи хальхи вăхăтра кил-çурт валли таварсемпе пулăшу ĕçĕсен сегментĕнче /унтах йăлари электроникăпа çыхăннă расхутсем те кĕреççĕ/ пысăк: 56%. Çавăн пекех çынсем тумтирпе атă-пушмак, ача-пăча таварĕсем, капăрланмалли япаласем туяннă чухне /40% яхăн/, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи пулăшусемшĕн тата обязательнăй тÿлевсене халĕ вăй илсе пыракан меслетпе тÿлеççĕ. Банк карттипе е онлайн мелпе тÿленин тÿпи туризм сферинче, медицина, çавăн пекех автомобиль таварĕсемпе пулăшу ĕçĕсемпе çыхăннă тытăмсенче пĕчĕк.
Паянхи кун банксем тĕрлĕ çăмăллăх бонус программисем сĕнеççĕ. Мĕнле шухăшлатăр, вĕсене пула çынсем банк карттипе ытларах усă кураççĕ-и?
— Паллах, банк организацийĕсем сĕнекен çăмăллăх программисем банк карттисемпе усă курассине пысăклатаççĕ. Хальхи вăхăтра кэшбек тытăмĕ анлă сарăлнă: туяннă япала хакĕн пĕр пайне çыннăн счечĕ çине бонус е тенкĕ евĕр каялла куçарса пани. Банксенчен нумайăшĕ тавăрса паракан процентсене туяннă япаласен хакĕпе çыхăнтарать, çакă тупăшлă. Урăхла каласан, эсир туянакан тавар мĕн чухлĕ хаклăрах, кэш ставки, эппин, сире тавăрса паракан укçа виçи çавăн чухлĕ пысăкрах. Тĕслĕхрен, таварсемпе пулăшу ĕçĕсемшĕн чĕрĕ укçан мар тÿлесе уйăхсерен вăтамран 10 пин тенкĕ пĕтерсен, кэшбекăн чи пĕчĕк виçи 0,5% çеç пулсан та сирĕн тупăш çул-талăкра 600 тенкĕпе танлашать. Çакă лайăх вĕт-ха. Килĕшетĕр-и?
Тăкакланă укçан пĕр пайне онлайн-туянусемшĕн те тавăрма пулать. Çак т ĕ л л е в п е я т а р л ă и н т е р н е т - к э ш б е к - сервиссенче регистрациленмелле.
Туянусемшĕн кредит карттипе тÿленĕ тĕслĕхсем пирки уйрăммăн палăртса хăварас килет. Кун пек чухне кредитăн çăмăллăхлă тапхăрĕпе усă курма пулать, банксенчен ытларахăшĕ халĕ çак вăхăта 50 куна яхăн тесе палăртать. Çапла вара пухăннă парăма тепĕр уйăхра татсан кредит укçипе усă курнăшăн пулакан процентсене тÿлемелле мар. Çав хушăра çын юлнă укçана банк депозитне хума, вклад проценчĕсемпе хушма тупăш илме пултарать.
Çак ресурссемпе миллионшар çын анлăн усă курать, çапла майпа хăйĕн тата çемье бюджетне перекетлет. Çакна интернетра çыракан ырă хаклавсене вуласа ĕненме пулать, вĕсем çав тери йышлă.
Пурнăçран ан юлăр, хăвăра килĕшекен бонус программине суйлăр. Конкуренци ÿссех пынине кура банксем сĕнекен çăмăллăх программисем хушăнаççĕ тата анлăланаççĕ.
Банк карттипе тÿлес тесен ятарлă оборудовани кирлĕ. Суту-илÿ точкисенче, ытти вырăнта пур çĕрте те терминалсем пур-и? Патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсенче те вырнаçтарнă-и?
— Чăваш Республикинче банксем банк инфратытăмне аталантарас тесе нумай ĕçлеççĕ. Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне суту-илÿпе пулăшу ĕçĕсен организацийĕсенче электронлă 20,6 пин терминал вырнаçтарнă. 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен шучĕ 16,2 пин пулнă. Урăхла каласан 1,5 çулта терминалсен шучĕ пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ÿснĕ. Унсăр пуçне Чăваш Енре тÿлев карттисем валли 1,4 пин банкомат пур /кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне/. 2018 çултан пуçласа патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсене терминалсем вырнаçтараççĕ. Паянхи кун тĕлне 400 яхăн патшалăх учрежденийĕнче, çав шутрах вĕрентÿ тытăмĕнчисенче те, тÿлевлĕ пулăшу кÿрекеннисенче, терминалсем пур.
Ялсенче те терминалсем пур-и? Е вĕсенче чĕрĕ укçапа çеç тÿлеме май пур?
— Хальхи вăхăтра чĕрĕ укçапа çыхăнман тÿлевсене анлăлатас тĕллевпе пысăк банксенчен пĕри Чăваш Республикинче çĕнĕ сервиса — Агент сетьне — ĕçе кĕртет. Унăн пĕлтерĕшĕ пирки калас тăк — халăх агент-лавккасенче банкăн тĕп пулăшăвĕсемпе усă курма пултарать: банк карттисемпе укçа илме, тÿлеме тата укçа куçарса яма. Çак сервис лавккасемшĕн — банкăн агенчĕсемшĕн те — меллĕ: асăннă меслете пула туянакансен йышĕ, туянусен шучĕ ÿсеççĕ, операцисем ирттернĕшĕн комисси-семпе бонуссем илеççĕ. Кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра яллă вырăнсенче 27 агент-лавкка ĕçлет.
Банк карттисемпе ытларах çамрăксем усă курнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Пенси ÿсĕмĕнчи граждансем пирки мĕн калама пултаратăр? Аслă ăрури çынсем те чĕрĕ укçапа мар, хальхи меслетсемпе усă курма хăнăхчăр тесе мĕнле мероприятисем йĕркелеççĕ?
— Пирĕн республикăри пенсионерсем банксен онлайн-сервисĕсемпе усă курмалли майсем пирки компьютер пĕлÿлĕхĕн курсĕсенче пĕлеççĕ тата хăнăхаççĕ. Кунашкал курссене районсенчи тата хуласенчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрсенче, тĕслĕх /модель/ библиотекисенче, çавăн пекех Раççей пенсионерсен союзĕн регион уйрăмĕ йĕркелеççĕ. 2018 çулта Чăваш Енре 4 пин ытла пенсионер компьютер пĕлÿлĕхне ÿстернĕ.
Аслă ăрури çынсене сетьри расчетсен хăрушсăрлăхĕн йĕркисемпе паллашма çавăн пекех «Интернет азбуки» вĕренÿ курсĕ пулăшать, ăна Раççей Пенси фончĕ тата «Ростелеком» ятарласа хатĕрленĕ. Программа материалĕсемпе çынсем хăйсем тĕллĕн те паллашма пултараççĕ, преподавательсем валли методика сĕнĕвĕсене азбукаинтернета.рф тата azbukainterneta.ru сайтсенче тÿлевсĕрех вырнаçтарнă.
Хальхи вăхăтра пенсисене тата социаллă ытти тÿлеве нумайăшне чĕрĕ укçан мар, карттăсем çине куçарса параççĕ. Çак меслетĕн лайăх енĕсем мĕнлерех-ши?
— Пенсин халĕ вăйра тăракан саккунĕсемпе килĕшÿллĕн граждансем пенсисене федерацин почта çыхăнăвĕн, çавăн пекех кредит организацийĕсем урлă илме пултараççĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче 164,5 пин пенсионер /70% яхăн/ пенсисене 22 кредит организацийĕ урлă банк карттисемпе усă курса илет, çав шутран 65 процентне тÿлевсене «Мир» наци тÿлев системин карттисем çине куçарса параççĕ.
Федераци саккунĕсемпе килĕшÿллĕн 2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пенсисене куçармашкăн банк карттин çĕнĕ счетне уçнă чухне банксем çынсене «Мир» наци тÿлев системин карттисене параççĕ. Социаллă тÿлев илекенсене те çавăн йышши карттăсем параççĕ /малтанхи тÿлев карттисен юрăхлăх вăхăчĕ тухнипе вĕсене улăштарнă чухне/.
Пенсисене кредит организацийĕсем урлă илнин хăйĕн лайăх енĕсем пур тесе шухăшлатăп. Пенсие пенсионерăн кредит организацийĕнчи счечĕ çине куçарнăран вăл çак укçана кирек хăш вăхăтра та хăйне кирлĕ чухлĕ илме пултарать: хăй пурăнакан вырăнта çеç мар, кирек хăш регионта та, кирек хăш банкоматра та. Счет çине куçаракан укçана пухса пыма çеç мар, унпа хальхи меслетсене /банк картти, чĕрĕ укçапа çыхăнман расчетсем/ тĕпе хурса та усă курма пулать. Пенсионерсем хăйсен укçине банк карттинчен илмесĕрех çак нухратпа усă курма пултараççĕ: тĕслĕхрен, суту-илÿ точкисенче карттăпа тÿлеме. Унсăр пуçне банксенчен нумайăшĕ пенсионер уçнă счет çинче тытакан укçашăн пысăк процентсем параççĕ.
Карттăпа тÿлеме хăвăртрах та, меллĕрех те. Çапах халĕ вăй илсе пыракан меслетпе тÿленĕ хушăра хăрушсăрлăх пирки манма юрамасть. Пирĕн пурин те мĕн асра тытмалла?
— Хăрушсăрлăх йĕркисем çав тери нумай тееймĕн, çапах вĕсем хамăрăн укçа-тенкĕ хăрушсăрлăхĕшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Чи малтанах, паллах, питĕ тимлĕ тата сыхă пулмалла, банк карттине никама та усă курмашкăн памалла мар, унăн реквизичĕсемпе ПИН-кодне ют çынсене пĕлтермелле мар тата интернета вырнаçтармалла мар. Паллах, карттăна тата çырса хунă ПИН- кода пĕр çĕрте упрама юрамасть. Раççей банкĕ хатĕрленĕ «Банк карттисемпе хăрушсăр усă курмалли мерăсем çинчен» памяткăпа паллашма сĕнес килет. Унти сĕнÿсене пăхăнсан çынсем хăйсен банк карттисен сыхăлăхĕшĕн пăшăрханмĕç.
Светлана Александровна, сирĕнпе калаçнă май «Безналичная Чувашия» проекта пурнăçа кĕртнин усăлăхĕ пурри сисĕнет. Çынсем çĕнĕ меслетпе усă курассине татах вăйлатас тĕллевпе çывăх вăхăтра тата мĕн тума планланă?
— Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче Нумай функциллĕ центрсенче пуринче те терминалсем вырнаçтарма хатĕрленес ĕç пырать. Кирлĕ ĕçсене вĕçлесен патшалăх пулăшăвне илнĕ чухнех, НФЦн çав чÿречинчех, патшалăх пошлинине тÿлеме май пулĕ. Çакă пуриншĕн те меллĕ пулĕ тесе шухăшлатăп, мĕншĕн тесен тÿлес тесе урăх çĕре е пачах ют организацисене кайса çÿресе вăхăт ирттермелле пулмĕ.
Çавăн пекех муниципалитетсен хушшинчи маршрутсенче çул çÿренĕшĕн карттăпа тÿлессине ĕçе кĕртме планлаççĕ. Халăхран тÿлевсене йышăнмалли кассăсем пур управляющи компанисемпе ТСЖсенче те банк карттисемпе тÿлес майсене тивĕçтерме палăртаççĕ.
Паллах, халăхăн финанс пĕлĕвне ÿстерес тĕлĕшпе малашне те мероприятисем ирттересшĕн. Акă юпа уйăхĕн вĕçĕнче «Перекет эрни» вĕренÿпе çут ĕç акцийĕ иртĕ. Унăн вăхăтĕнче вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура, спорт, промышленноç сферисенчи тата ытти отрасльти организацисенче тĕрлĕ мероприяти йĕркелĕç: лекцисем, «çавра сĕтелсем», ĕçлĕ вăйăсем, онлайн- семинарсем. Йăлана кĕнĕ тăрăх — ĕçлекен граждансем валли кредит тата страховани компанийĕсен представителĕсем мероприятисем ирттерĕç. Экспертсем финанс сферинче усă куракан практикăсем, çавăн пекех çĕнĕ туртăмсемпе пысăк технологисем пирки ăнланмалла каласа парĕç. Çакă йăлтах республикăра пурăнакансене хăйсен тата çемье бюджечĕсен укçи-тенкипе, çав шутрах банк карттисем çинчипе те, пĕлсе усă курма май парĕ.
Тавах кăсăклă калаçушăн!

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.