Служба машини катаччи валли мар

Вырăнти влаç ертÿçи пулма пĕртте çăмăл мар. Çын куçĕ умĕнче вĕт — халăх пуçлăх «сулахаялла» тăвакан кашни утăма асăрхать. Çийĕнчен прокуратура куçĕ те çивĕч.
Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ коррупципе кĕрешесси тата вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен калакан саккунсене уяманнине тупса палăртнă. Вăл администраци транспорчĕпе службăпа çыхăнман тĕллевсемпе усă курнине çирĕплетнĕ. Килти машина тейĕн — хăйĕн ĕçĕсемпе çÿренĕ. Прокуратура пуçарăвĕпе миравай судья администраци пуçлăхне административлă майпа явап тыттарнă.
Шупашкар районĕн прокуратури те ку енĕпе пуçаруллă. Тĕп хула çывăх вĕт — темиçе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ служба машинисемпе Шупашкара тăванĕсем патне йăркканине палăртнă. Çакна «Поток» аппарат-программа комплексĕпе усă курса уçăмлатнă. Паллах, хулана ĕçпе те килме тивет, анчах кану кунĕсенче пуçлăхсем Шупашкарта мĕн тăваççĕ?
Красноармейски районĕнчи Упи ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне те штрафланă — вырăнти прокуратура административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕçсем пуçарнă май ЧР Финанс министерстви çакăн пек йышăну тунă.
Тĕрĕслев çирĕплетнĕ тăрăх, субсидипе усă курса общество инфратытăмне аталантармалли проектпа килĕшÿллĕн администраци Тусай ялĕнчи çула юсама пĕр юридици тытăмĕпе килĕшÿ тунă. Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче контрактра пăхнă ĕçсене йышăннă. Анчах тĕрĕслев подрядчик пурнăçланă ĕçсем контракт условийĕсене тивĕçтерменнине çирĕплетнĕ. Çавна май ял тăрăхĕн администрацийĕ укçа илмелли условисене пурнăçламанни палăрнă. Финминăн штрафпа çыхăннă йышăнăвĕ саккунлă вăя кĕрессе кĕтмелли çеç юлать.
Йĕпреç районĕнче вара Пучинке ял тăрăхĕн пуçлăхĕ суд умне тăнă. Административлă тĕслĕхпе мар, уголовлă майпа явап тытнă — должноç полномочийĕсен картинчен тухнăшăн.
Суд çирĕплетнĕ тăрăх, вăл хăйĕн тăванне муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкне ансатлатнă йĕркепе илме пулăшнă. Рынокри хакĕ 50 пин тенкĕпе танлашакан çав çĕре аукцион ирттерсе кăна сутма юранă, анчах çак тĕслĕхре суя документ хатĕрленĕ те — лаптăк пуçлăх тăванĕн пулса тăнă.
Суд вырăнти влаç ертÿçине 130 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Чăн та, приговор саккунлă вăя кĕмен-ха. Район прокуратури çак йышăну саккунлăхне тĕрĕслет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.