- Чăвашла верси
- Русская версия
Çирĕп шăнăрлисем…
«Аллинче ĕç вĕресе тăрать», — теççĕ çакăн пек çынсем пирки. Вĕсем кирек мĕн тытсан та — ăнăçать, хăть мĕн пуçарсан та — ÿсĕнет. Елчĕк районĕчи Кĕçĕн Таяпара çуралнă Маргарита Павлова — шăпах çакăн пек ларма-тăма пĕлмен ĕçчен те пултаруллă çынсен йышĕнчен.
Евгения Алексеевнăпа Яков Сергеевич Морозовсен сакăр ача туслă ÿснĕ: тăватă ывăл та тăватă хĕр пулнă ку çемьере. Пĕчĕккĕллех кĕнеке тĕнчипе туслашнă Маргарита ытла ачаш та черчен пулнă ахăр. Ашшĕ унăн чунне кăшт та пулин çирĕплĕх кÿме тем пек тăрăшнă. Маргарита 5-мĕш класа çитсен унăн йăмăкне Татьянăна Шупашкарти Лебедев ячĕллĕ интерната яма тĕв тунă. Çакна пĕлсен асли те хĕмленнĕ: «Манăн та каяс килет. Мана та ярăр». Шкул çулĕнчи тĕпренчĕкĕсене хĕрарăмăн, паллах, хăйĕн çумĕнчен уйăрас килмен: ара, амăшĕн çунатти айĕнче ăшă та, хÿтĕ те. Тем кĕтет унта, килтен аякра? Анчах та йăваш чунлă Маргарита хальхинче хăйĕн шухăшĕнчен чакман. Пепкине пурнăç йывăрлăхĕсенчен хăрамасăр малалла аталантарма тăрăшакан ашшĕ хĕрĕн енне тăнă. Çапла пĕртăвансем экзаменсем ăнăçлă тытса кĕçех Шупашкарта лицейра вĕренме пуçланă.
— Каникула тăван киле васкаттăмăр, — аса илет ачалăхне Маргарита Яковлевна. — Ял ачисем пире кĕтсех тăратчĕç. Эпир вĕсене çĕнĕ вăйăсем вĕрентеттĕмĕр. Тепĕр тесен, атте маншăн ахалех пăшăрханнă, эпĕ интернатрах хама хÿтĕлеме пĕлеттĕм. Унта музыка енчен пултаруллă ачасем тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнисем пурăнатчĕç. Пире, ялтан килнисене, тепĕр чухне кÿрентерме пăхатчĕç. Манра атте юнĕ ытларах-тăр çав… Вăл колхоз председателĕ, тĕп агроном, директор заместителĕ пулнă. Ахальтен мар эпĕ пĕчĕк чухне шкулла вылянă май яланах директор ролĕнчеччĕ… Тепĕр тесен, каярахпа интернатра ачасемпе туслашрăмăр. Тăлăхсене, çемье ăшшине туйманскерсене, хамăрăн киле хăнана илсе каяттăм. Атте-анне хирĕçлемен çакна. Унтан та ытла, анне, вĕсене шелленипе, алсиш-нуски çыхса паратчĕ. Тепĕр чухне укçине те хĕрхенместчĕ.
…Çав «шăпа» текен ăнлав пушă вырăнта çуралман пулĕ çав. Хăйне каярахпа та тăлăхсемпе ĕçлеме, вĕсемшĕн иккĕмĕш амăшĕ пулса тăма тивессе шухăшлама пултарнă-ши ун чухне хĕр пĕрчи?
Ята ямасăр…
Музыка енĕпе пĕлÿ илнĕскер малалла та çак енĕпех çыхăнтарнă пурнăçне Маргарита Яковлевна. Тĕрĕссипе, ун пурнăçĕ виçĕ хаклăхран тытăнса тăрать: çемье, культура, тăлăхсем…
Лицейран вĕренсе тухнă хыççăн ЧППУн музыка факультетĕнче вĕренет вăл. Алла диплом илсен пĕр вăхăтра хăй çуралнă ялтах тĕпленет. Çак вăхăтра Елчĕкри шкул директорĕ Маргарита Яковлевнăна ялта музыка шкулĕн филиалне уçма сĕнет. Çамрăк специалист хавхалансах пуçĕпех ĕçе путать. Фортепиано, сольфеджио, хор… Хастарскер шкулта та хор йĕркелет. Çапла пилĕк çул тăрăшать.
— Çак тапхăр пушăлла иртнĕ тесе калама май çук, — пĕтĕмлетет Маргарита Яковлевна. — Ачасемпе туххăмрах пĕр чĕлхе тупрăмăр. Вĕренекенĕмсем тăрăшулăхпа палăратчĕç, питĕ хитре юрлатчĕç. Чи кирли — вĕсен хушшинче каярахпа пурнăçне музыка енĕпе çыхăнтарнисем те пулчĕç. Çакăнта манăн витĕм те пур тесе шухăшлатăп.
Лайăх хĕр инçе качча каймасть теççĕ. Маргарита Яковлевна та Тур çырнине ялтах тупать. Çамрăк мăшăр Çĕмĕрлене куçать. Кунта та Морозовсен ятне çÿлте тытать вĕрентекен. Çакна çирĕплетекен пĕртен-пĕр тĕслĕх. Учительсен урок пахалăхне завучсем тĕрĕслесех тăраççĕ. Урок итлеме пынă вăхăтра — çав завучран вара пурте хăранă — Маргарита Яковлевна шăпах… конспект хатĕрлемен. Пĕрремĕш шухăш: «Пĕтрĕм!» Анчах та урока ирттермеллех. Хăйне алла илсе класа ним пулман пек пырса кĕнĕ вăл. Яланхи пекех çăмăллăн та ачасене кăсăклантармалла иртнĕ 45 минут. Урок вĕçленнине систерсе шăнкăрав янăрасан завуч вĕрентекен патне пынă. Ак конспект ыйтать, ак ыйтать… «Эсир ăçта вĕреннĕ?» — завуч учитель ĕçĕпе кăмăллă юлни сассинченех палăрнă. Каярахпа педагогсен канашĕнче те çак урока тĕслĕх вырăнне иле-иле кăтартнă вăл.
Пурнăçăн çакăн пек урокĕсем Маргарита Павлова çулĕ çинче пĕрре мар пулаççĕ-ха кайран. Çĕмĕрле хыççăн яла, унтан Шупашкара илсе çитерет шăпа. Садикре малтан воспитательте ĕçлет вăл, унтан музыка ертÿçине куçать. Методистпа иккĕшĕн хушшинче ăнланмалăх сиксе тухать. Куççульне мăшăрĕнчен Анатолирен пытараймасть хĕрарăм. Мĕншĕн куляннине пĕлсен арçын савнă мăшăрне алă çине çĕклесе илет: «Тупнă мĕншĕн кулянмалли! Тĕнче революцийĕпе танлаштарсан ку — ниме тăман япала кăна! Курăн акă — вĕсем кĕçех сана хăйсемех мухтама пуçлĕç». Упăшки шÿтлени лăплантарать хĕрарăм чунне. Тĕлĕнмелле те, лару-тăру шăпах арçын каланă пек çаврăнса тухать. Маргарита Яковлевна ячĕ педагогика канашĕнче каллех — чи лайăххисен шутĕнче.
Хăрах çунатпа
Йăлтах йĕркеленсе кайнă пек туйăнма пуçлать кăна, 90-мĕш çулсем çитсе тăраççĕ. Предприятисем социаллă обћектсене хупма пуçлаççĕ. Çак вăхăтра пурнăç йăтăнса анать те хĕрарăмшăн. Ĕç шырамалла… Пулăшу, тĕрек кирлĕ йывăр вăхăтра вăл хăрах çунатпа тăрса юлать.
— Эрнене яхăн реанимацире пулчĕ мăшăрăм. Ăнлантăм: пур тăван кăна мар, тĕнчипе, планетипе кар! тăрсан та çăлма çук ăна. Вилĕме çĕнтерме май çук… Çак самантра пĕлĕшĕм Шупашкар район администрацийĕн культура пайĕнче ĕçлекен кирлине пĕлтерчĕ. Темĕнле сăлтава пула унта вăй хуракансем пурнăçпа сыв пуллашса пыраççĕ-мĕн: пĕрин хыççăн тепри. «Вилĕмрен хăрамастăн пулсан — кайса пăх», — сĕнчĕ хайхи. Хăрама-и унта?! Хам вилĕм ыйтатăп. Упăшкана ĕмĕрлĕх çухатнă хыççăн пурăнас та килмест. Çавăнпа пĕр хăрамасăр кайрăм. Ĕçе йышăнчĕç. Маларах тĕрлĕ çĕрте вăй хурса пухнă опыт кунта шăпах кирлĕ пулчĕ.
1993-98 çулсенче вăй хурать çакăнта вăл. Пĕр вĕçĕм çĕнĕлĕх. Канăçсăр ĕç — шăпах ун чунне валли. Унтан ăна Кÿкеçри музыка шкулĕн директорĕн пуканне сĕнеççĕ. Каллех малтанхи директор вилнĕ хыççăн ун вырăнне йышăнать вăл.
— Йĕрсе те пăхрăм малтан, — кулать халĕ хĕрарăм. — Стенисем, чÿречисем — пăхма хăрушă… Карă та çук… Мĕнле ĕçлемелле кунта? 90-мĕш çулсен вĕçĕ. Бюджетра укçа çук…
Анчах та Маргарита Павлова йывăрлăхсем умĕнче пуç усма хăнăхман. Çĕнĕ директор икĕ çул вăй хурать кунта. Çак тапхăрта шкул палламалла мар улшăнать. Мĕнле май тупать, вăй çитерет хĕрарăм? Пĕр ĕçе пурнăçлама ăна… шкулта пĕрле вĕреннĕ тантăшĕн упăшки, ăста платник, пулăшать. Укçа ыйтăвне татса пама спонсорсене явăçтарать. Юсав ĕçĕсене хăй те çанă тавăрсах пикенет. Ашшĕ-амăшĕн комитетне йĕркелеççĕ. Çапла улшăнать шкул сăн-сăпачĕ. Малтанах икĕ уйрăм кăна пулнă шкулта тата тăваттă уçăлать. Районти культура çуртĕнче творчество отчечĕ иртет. Концертсем йĕркелеме пуçлаççĕ, конкурссене хутшăнаççĕ. «Ку таранччен ăçта пулнă музыка шкулĕ?» — тĕлĕнеççĕ çынсем.
Ĕçлекен çынна, телее, асăрхама пĕлнĕ район администрацийĕ. Михаил Игнатьев, ун чухне района шăпах вăл ертсе пынă, Маргарита Павловăна чĕнсе илсе культура управленийĕн пуканне сĕннĕ. Шухăшласа пăхма… пĕр сехет панă. Вăрман тăрăх утнă хĕрарăм. Шухăшсене пĕр тĕвве пуçтарма ÿсен-тăран тĕнчи пулăшнă. Культура тытăмĕ — ют мар. Апла мĕншĕн тытăнса пăхмалла мар? Сехет иртсен Маргарита Яковлевна район ертÿçине хурав панă: «Килĕшетĕп». Каллех ĕç вĕреме пуçланă. 12 çул тытса пынă вăл район культура тилхепине.
— 2003 çултах Бичурин музейĕн пĕрремĕш залне уçрăмăр. Апаш культурипе наука-практика конференцийĕ ирттертĕмĕр, — ĕçсем ĕнер кăна пулса иртнĕ пек асрах унăн. — Бичурин çинчен республикăра малтанах ученăйсен шайĕнче кăна калаçатчĕç. Манăн вара ун ятне анлăрах çĕклес, халăхра сарас килетчĕ. Специалистсене, ăсчахсене явăçтартăм. Михаил Васильевичпа мĕн чухлĕ ĕçленĕ — çавăн чухлĕ хавхалантарса пыратчĕ вăл. Шанатчĕ. Çакă вара малалла утăмлама вăй хушса тăратчĕ. Каллех юлташсене, спонсорсене явăçтартăм. Чи кирли: тĕллеве палăртнă — тĕллеве пурнăçланă. Бичурин музейĕ ура çине тăмасăр каймарăм эпĕ хамăн ĕç вырăнĕнчен. Иртнĕлĕхе таврăнса районти культура ĕçченĕсене тав сăмахĕ калас килет — эпир пĕр команда пулса вăй хунă.
Ачасем хăйсен тавралăх, республика историне пĕлччĕр, унпа кăсăкланччăр — çак тĕллевпе хĕмленнĕ культурăн районти «министрĕ». Чăвашăн мăнаçланмалăх ывăлĕ-хĕрĕ пур — çак шухăша ÿсекен ăру патне çитерме тăрăшнă. Çак тĕллевпех каярахпа республика шайне хăпарнă «Жемчужинки» конкурс-фестивале пуçланă. Ачасене юратниех Маргарита Павловăна Шупашкарти Ача çуртне /ун чухне çавăн ятлă пулнă/ илсе çитернĕ.
Усал тĕнче…
— Пĕр вырăнта тăма пултараймастăп, ялан çĕнни патне туртăнмалла. Çавăнпа тăлăхсемпе ĕçлеме сĕнсессĕн каллех хирĕçлемерĕм, — тет вăл. — Хам та интернатра пурăнса курнă. Педагог пĕлĕвĕ те пур. Яваплăхран хăрамастăп.
Маларах кайса вара çакна каласа хăварас килет. Шупашкарти Ача çурчĕн — ун чухне çавăн ятлă пулнă — воспитанникĕсем паян та ырăпа аса илеççĕ хăйсемшĕн тус-юлташа çаврăннă директора.
— Вĕсем тĕнче пирки «усал» тесе çирĕплететчĕç. Пурне те тавăрма хатĕрччĕ. Мĕншĕн? Мĕн пирки? Ăçта ырă, ăçта усал — кам калаçнă çакăн пирки çак ачасемпе? Вĕсемпе «хутшăну сехечĕсем» йĕркелеме пуçларăмăр. Сĕтеле шаккаса мар, пĕр-пĕрне итлеме тата илтме пĕрле хăнăхрăмăр. Сехечĕ-сехечĕпе калаçаттăмăр. Чи пуçтаххисене кафесене илсе çÿреттĕм. Майĕпенех ачасен чунĕсенчи пăр ирĕлме тапранчĕ. Тарма пăрахрĕç. Пĕр ача пурччĕ. Пĕр хĕлхем ачашлăх курман вăл. Маугли тетчĕç ăна... Амăшĕ вырăнне пулса çупăрлаттăм ăна.
Унччен, унччен вара каллех йăлтах тепĕр хут утса тухать вăл юсав ĕçĕсен картлашки тăрăх. Вĕрентÿ министрĕнчен пулăшу ыйтать. «Хам та пĕлместĕп — мĕнле сăмахсемпе çавăрчĕ кăмăла?» — тĕлĕнет каярахпа лешĕ. Анчах та çурта тул енчен чулпа илемлетсе çавăрмашкăн укçа-тенкĕ уйăрать. Унтан директор «Ача çуртне — пĕр чÿрече» акци пуçарать, спонсорсенчен пулăшу ыйтать. Ырă патне ырă туртăнать. Пулăшас кăмăллисем каярахпа хăйсемех тупăнма пуçлаççĕ… Çапла кану кĕтесĕ те уçаççĕ çурт таврашĕнче — лаша кÿлеписем, çил арманĕсем, чуччусем, капăр чечексем…
Тĕнче çине урăх куçпа пăхма, хăйсене халăх хушшинче тытма та вĕрентет ачасене директор. Йăлтах хăвăнтан килет: ырă туни — ырăпах таврăнать. Тĕнче ырă пултăр тесессĕн хăвăн та ырă пулмалла. Чунĕсемпе пĕрлех кĕлеткисене те пиçĕхтерес тĕллевпе тăлăхсене кашни çул тинĕс хĕррине ăсатать. Хăйпе пĕрле ют çĕршыва илсе каять — воспитанниксен пĕр ушкăнĕпе Кипрта пулса кураççĕ. Çемье хаклăхне ăша хывма Кÿкеçри Ветерансен çуртĕнче хăтлăх тупнă ватăсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Тăлăхсем хăйсен тымарне ан манччăр тесе Маргарита Яковлевна кунта та музей уçать. Ăна валли материалсем ачасемпе пĕрле пухаççĕ. Ачасемех хăйсен таврашĕнчи урамсен историне тĕпчеççĕ. Калăпăр, кам вăл Магницкий, Бичурин, Ашмарин?.. Ырри патне туртас тĕллевпех воспитанниксен стендне йĕркелет. Унта — лайăх вĕренекен хастарсемпе пĕрлех, вĕсем пысăк хуласенчи аслă шкулсен студенчĕсем, çемье çавăрнă çамрăксем те. Çакă та ырă тĕслĕх тăлăхсемшĕн…
— Ку качча кайнă, виçĕ ачаллă, ку хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ, ку шăл тухтăрне вĕренет, кăна вара, тав Турра, çемьене вырнаçтарма май килчĕ… — тахçанах унтан кайнă, хулари «Паха тĕрĕ» фирмăн генеральнăй директорĕн заместителĕнче ĕçлекен Маргарита Павлова халĕ те кашни ачан пурнăçĕпе кăсăкланса тăрать.
Йăнăш утăмран шел те, темĕнле тăрăшсан та, сыхласа çитерме çук. Çапах та тĕрев кирлех кун пек чухне. Хăр тăлăх арçын ача колоние çаклансан заместителĕпе пĕрле Пушкăрт Республикинчи Стерлитамака çула тухать директор. «Хăшĕ-пĕрин патне ашшĕ-амăшĕ те çÿремест…» — тĕлĕнет колони администрацийĕ.
Чăвашлăха аталантарас, тăван халăх ят-сумне тĕнче умне кăларас-çĕклес енĕпех ĕçлет паян та Маргарита Павлова. Чикĕ леш енче, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тăван халăхăн культурипе паллаштаракан куравсем йĕркелеççĕ, конкурссене хутшăнаççĕ. Паян Мускавра вăл, ыран Иркутскра, тепĕр эрнере вара Питĕрте… Пур çĕрте те чăваш тĕрри-эрешĕпе хавхаланса паллашаççĕ. Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн членĕ пулни, «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чыслани хĕрарăм пурнăç çулне тĕрĕс суйланине, чун-чĕрипе те, ĕçĕпе те чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ пулнине çирĕплетет.
М.ПАВЛОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Комментировать