Архив - Сен 2018

сентября 19th

19 Сен, 2018

Чăх-чĕп фабрикин цехĕ хупăнать

Шупашкар районĕнчи Тутаркасси ял тăрăхĕнче вырнаçнă «Акашевская» чăх-чĕп фабрики пусса тирпейлекен цеха хупать — пĕлтерет Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви. Хăй вăхăтĕнче фабрика республика харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене тата производство обћекчĕсене туянса чăх-чĕп ĕрчетме тытăннă, производство хăватне ÿстерсех пынă. 2017 çулта 7,3 пин тонна аш-какай туса илнĕ, ку вăл 2016 çулхипе танлаштарсан 106% нумайрах. Кăçалхи 8 уйăхри кăтарту вара 7,9 пин тоннăпа танлашнă.

19 Сен, 2018

Чăваш поэзине – тĕнче шайне, е «Пиншер çул пăлхарччĕ эпĕ» ятпа чăваш поэзийĕн тĕнче шайĕнчи пĕрремĕш фестивалĕ иртрĕ

Тĕнче шайне çитес тĕлĕшпе тепĕр сулмаклă утăм турĕ чăваш поэзийĕ. Çурлан 4-мĕшĕнче Краснодар енĕн Темрюк районĕнчи Утăллă ялĕ çывăхĕнче, тахçан чăвашсен мăн аслашшĕсен патшалăхĕн, Аслă Пăлхарстанăн, тĕп хули – Хăнакур Фанагори пулнă вырăнта чăвашлăха чунтан парăннисем пуçтарăнчĕç. 2016 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче чунташсем çакăнта лартса хăварнă палăк халĕ те вырăнтах. Асăну хăми çине: «Ку тăрăхра ХII ĕмĕрте Атăлçи пăлхар-чăвашĕсемпе Дунай пăлхарĕсен Аслă Пăлхар патшалăхĕн тĕп хули Фанагори пулнă», — тесе çырнине вуласан мăнаçлăх туйăмĕ çуралать.

19 Сен, 2018

ИГНАТИЙ Владыка: «Аслисене хисеплеççĕ те вĕсем, кисĕплеççĕ те…»

Игнатий Владыка Сĕнтĕрвăрри епископĕ, Шупашкар епархийĕн викарийĕ кăна мар, Шупашкар тата Чăваш епархийĕн çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн председателĕ те. Çавăнпа «Тăван Атăлăн» чăваш çамрăкĕсене халалланă номерĕ валли Игнатий Владыкăпа паянхи хĕрупраçпа яш-кĕрĕм тата вĕсен пуласлăхĕ çинчен май пур таран тĕплĕнрех калаçас терĕмĕр.

Страницы