Архив - Сен 2018

сентября 3rd

«Чăваш хĕрарăмĕн» çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче тухнă 31 /1055/-мĕш номерĕнче «Палăртнине юсаççĕ-ха» статьяра Шупашкарти Ярмăркка урамĕнче çул-йĕр япăхса кайни пирки çырнăччĕ. Çак кунсенче редакцире телефон шăнкăртатрĕ, «Урра!» илтĕнчĕ лини тепĕр вĕçĕнче.

Ачана сак урлă выртнă чух хĕнемелле… Çакăн йышши ваттисен сăмахĕ пур чăвашăн. Чăн та, ăна тÿрремĕн ăнланма кирлĕ мар. Ÿсекен ăрăва пĕчĕкренех воспитани памаллине пĕлтерет ку. Çитĕнсе çитнĕ, анчах та аслисене хисеплеме вĕренеймен услапран йĕркеллĕ çын пулмĕ…

«Çисемĕр апатăра, хăваламалла выляма ĕлкĕретĕр», — уçă сывлăшра кăвакал чĕпписене асăрхакан çулланнă хĕрарăм çунатлăскерсемпе калаçса та илет. Самай ÿссе аталаннăскерсем хыççăн утса ывăнать те пĕр кана хыçлă пукан çине ларса урине кантарать.

Страницы