Архив - 13 Сен, 2018

13 Сен, 2018

Ангела Меркельтен автограф илнĕ

Германире стажировка тухнă чăваш каччи Антон Егоров нумаях пулмасть федераци канцлерĕпе Ангела Меркельпе тĕл пулнă. Ку кăна мар, пĕрле селфи те ÿкерĕннĕ! Веçех тĕплĕн каласа кăтартам.

13 Сен, 2018

Пурнăç шкулĕ çирĕп тĕрĕсленĕ

Парашют спортĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă Мая Костина — тĕнче легенди. СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ 6 хутчен РСФСР чемпионки пулнă, тĕнче чемпионатĕнче пилĕк хут çĕнтернĕ. Вăлах Совет Союзĕн рекордне 38 хут çĕнетнĕ, парашютпа 7000 ! хут сикнĕ.

13 Сен, 2018

Пĕлмен вăрмана пĕччен ан кай кăмпана

Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Энтриел ялĕнче усал хыпар сарăлнă. 78-ти Юрий Скрипачев вăрмана кайнă та таврăнман. Тăванĕсем ватă çынна шырама тухнă — тупайман. Йĕрке хуралçисене чĕнме тивнĕ. Юрий Викторович тепĕр кунне тупăннă.

13 Сен, 2018

«Ир пуласса шăплăхра пĕр-пĕччен кĕтетĕп»

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистне Валерий ИОВЛЕВА ман пата килме тухсан: «Санран, пурнăç хакне çухатнă çынран, хаçатра мĕн çырмалли пур?» — тесе кÿрентернĕ. Мана вара Валерăпа сăмах çăмхине сÿтме питĕ кăсăклă пулчĕ.

13 Сен, 2018

Хула урамĕнче - авалхи пăравус

Авăнăн 10-мĕшĕнче Улатăрсем савăнăçлă хыпар пĕлнĕ: авалхи пăравус локомотивне тинех станцие илсе çитернĕ. Вăл малашне Гагарин урамне илем кÿрĕ.

13 Сен, 2018

Тăван енрен аякри хăех чуна çирĕплетет

Авăнăн 4-мĕшĕнче ирхине 5 сехет çурăра ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пирĕн корреспондент та Чăваш кадет корпусĕн аслăрах класĕсенче вĕренекенĕсене Пермь хулине ăсатрĕ. Унтан çĕрле 2 сехетре кĕçĕнреххисене Хура тинĕс хĕррине вĕçекен самолета лартса ячĕ. Пермьри Кадет корпусĕнче пирĕн ачасем мĕнлерех пурăнаççĕ-ши? Крымри «Лучистый» лагерьте чарăннисене вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕсĕн сывлăшĕ килĕшнĕ-ши?

Страницы