Комментировать

13 Сен, 2018

Шапа хуранĕсенчен — карап

Екатерина Аниферова Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи шкулта 9-мĕш класра ăс пухать. Пултаруллăскер вулама вĕреничченех ÿкерме тытăннă. Унăн пĕрремĕш ĕçĕ — «Садри чечексем» ÿкерчĕк — халĕ те хăйĕн пÿлĕмĕнче çакăнса тăрать.
Катя киçтĕке алăран ямасть. Хĕр ачара çак хавхалану ытларах чухне юрă итлесен çуралать е кăсăклă кĕнеке вуланă хыççăн. Тăрăшса сăнланă ĕçĕсемпе çамрăк ÿнерçĕ шкулти конкурссенче час-часах пĕрремĕш вырăн йышăнать. Маттурскер класра — редколлеги членĕ.
Çак чун киленĕçĕсĕр пуçне Катя тата видеомонтажпа кăсăкланать. Нумаях пулмасть ре-спубликăра çамрăк кинематографистсен «Манăн çемье» конкурсĕ иртнĕ. 76 ĕç хушшинче унăн «Манăн çемье йăли-йĕрки» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Хĕр ача шкулта «5» паллăпа кăна
вĕренет, тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнать. Пушă вăхăта Катя тĕрлĕрен ирттерет. Кĕнеке вулать, сăн ÿкерчĕксем тăвать, çулла час-часах велосипедпа ярăнать, хĕлле вара — йĕлтĕрпе. Тата, паллах, чун ыйтнине те — киçтĕкпе сăрă тытса пĕр-пĕр ÿкерчĕк хатĕрлет. Тĕрлĕ ал ĕç тума та ÿркенмест. Нумаях пулмасть акă аппăшĕ тинĕс хĕрринчен илсе килнĕ шапа хуранĕсенчен карап ăсталанă.
Шкул саккипе сыв пуллашсан Екатерина Аниферова гидролог е геолог профессине алла илме ĕмĕтленет. Мĕншĕн тесен вăл географине, физикăна юратса вĕренет. Çак предметсемпе хăй тĕллĕн те тарăнрах паллашма тăрăшать. Чиперук — çирĕп тĕллевлĕ. Ку паха ен ăна малашне те пулăшĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.