ИГНАТИЙ Владыка: «Аслисене хисеплеççĕ те вĕсем, кисĕплеççĕ те…»
Игнатий Владыка Сĕнтĕрвăрри епископĕ, Шупашкар епархийĕн викарийĕ кăна мар, Шупашкар тата Чăваш епархийĕн çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн председателĕ те. Çавăнпа «Тăван Атăлăн» чăваш çамрăкĕсене халалланă номерĕ валли Игнатий Владыкăпа паянхи хĕрупраçпа яш-кĕрĕм тата вĕсен пуласлăхĕ çинчен май пур таран тĕплĕнрех калаçас терĕмĕр.
— Игнатий Владыка, сирĕн пултарулăхăртан тĕлĕнме пăрахмалла пек те, çапах та тĕлĕнмесĕр тăма ниепле те май çук… Çĕнĕ Шупашкарти собор настоятелĕ пулнă май кунран-кун унта тата епархин ытти чиркĕвĕсенче уяв кĕллисем ирттернисĕр пуçне общество ĕçне те туллин кÿлĕннĕ эсир.
— «Аллу мĕн тума пултарнине пурне те хăвăн вăйна кура ту: ху кайса выртас çăва шăтăкĕнче ĕç те, шухăш та, пĕлÿ те, ăс та çук», — тенĕ Екклесиастăн кĕнекинче. Кÿлĕннĕ пулсан пĕр-пĕр яваплă ĕçе тата вăл халăха кирлĕ пулсан — вăй-хална шеллемесĕр туртмалла лава. Урăхла пулма та пултараймасть.
— Эсир мĕн тери тухăçлă ĕçленине интернет сăнасах тăрать. Акă, тĕслĕхрен, кăçалхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Игнатий епископ Шупашкар тата Чăваш епархийĕн çамрăксен канашĕпе «совещани» ирттернĕ тесе хыпарланă унта. Тепĕр икĕ кунранах, утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче, хĕр упраçпа тата яшсемпе эсир Атăл хĕрринче экскурси йĕркеленĕ, вĕсен тĕрлĕ ыйтăвне хуравланă, тивĕçлĕ канаш-сĕнÿ панă… Кунтан пĕлтерĕшлĕрех ĕçсем те сахал мар пурнăçланă-тăр?
— Утă уйăхĕн 13-15-мĕшĕсенче Сĕнтĕрвăрринче «Посадские встречи на Государевой горе» ирттернĕччĕ. Шупашкар тата Чăваш епархийĕнчи чиркÿсене çÿрекен хĕрсемпе каччăсен 1-мĕш слечĕ пулчĕ вăл. Мĕнпурĕ çĕре яхăн çын хутшăнчĕ унта. Вăт çакна «тава тивĕçлĕ» ĕçсенчен пĕри пулчĕ тесе мăнаçланма тата савăнма сăлтавăм пур.
— Эппин, слет мĕнле иртни çинчен тĕплĕнрех каласа парсамăр.
— Слет Сĕнтĕрвăрринчи культура çуртĕнче уçăлчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, чи малтан пĕр-пĕрне саламларăмăр, унтан çамрăксен вăйĕпе хатĕрленĕ концерт пулчĕ. Каçхине Патша сăрчĕ çинче ятарласа вырнаçтарнă сцена çине тухса кашни ушкăн хăйĕнпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн хĕрсемпе каччăсем кăвайт умĕнче чылайччен юрăсем шăрантарчĕç. Слетăн иккĕмĕш кунĕнче вара çамрăксен çанă тавăрма тиврĕ, мĕншĕн тесен кунĕпех вĕренÿ площадкисем ĕçлерĕç. Вĕсем тĕрлĕ енлĕн пулчĕç: «Чи кирли çинчен калаçар-ха», «Чăн тĕн çамрăкĕсен ушкăнне йĕркелес енĕпе пухăннă опыт», «Арçынпа хĕрарăм», «Социаллă сетьри ушкăна епле ертсе пы малла?», «Цифрăсем хушшинче. Çынсем хушшинчи хутшăнусем», «Пултаруллă çамрăксене пулăшасси, социаллă проектсемпе грантсем» тата ытти те. Каç кÿлĕм вара Виç ипостаçлă Турă ячĕпе Сĕнтĕрвăрринче лартнă соборта кĕлĕ пулчĕ. Тепĕр кун ирхине çавăнтах Литурги турăмăр. Слета пынă çамрăк священниксем пурте хутшăнчĕç унта. Тата çамрăксем чиркÿре хăйсемех вуларĕç, юрларĕç, чи пахи — кăмăл тунисем Туррăн Чăн таса ÿчĕпе Юнне пая кĕчĕç.
Хула тăрăх çав тери кăсăклă экскурсие çула тухрĕç, тĕрлĕ мастер-класс пулчĕ. Слет интереслĕ те усăллă пулнăран вăхăт питĕ хăвăрт иртрĕ. Патша сăрчĕ халĕ пирĕншĕн тунсăхлать пулĕ. Тепĕр çула вăл куç пек кĕтет пек туйăнать мана.
— Чăннипех те, çамрăклăх çичĕ çунатлă иккен. Кашни «çунатне» ытарлăн мĕнле ят парса тухнă пулăттăр эсир? Тÿрех чĕлхе çине килекеннисем пур-и?
— Çук, чĕлхе çине тÿрех нимĕн те килмест. Ытарлăн калаçма пĕлменнипе-ши? Ыйтăва хуравсăр хăварсан кăмăлу юлмĕ-и?
— Юрĕ, теприне парам эппин… «Автанăн авăтасси, çамрăкăн савăнасси» текен ваттисен сăмахĕ пур чăваш халăхĕн. Мĕнле шухăшлатăр, яшсемпе хĕрсемшĕн хăшĕ малта пулмалла: çылăхсемшĕн ÿкĕнсе кĕлĕ тăвасси-и е, çапах та, вылясси те куласси-и?
— Çамрăк вăхăта выляса-кулса ирттерме юрамасть. Пурнăçа сая яни ку. Вăт çакăншăн чăннипех ÿкĕнмелле. Ман шухăшăмпа, çине тăрса вĕренни — çак ырă вăхăтпа пĕлсе, тĕрĕс усă курни пулать. Çамрăкла вĕренни чул çинче тенĕ ваттисем. «Çамрăкранах тăрăшса вĕрен, вара çÿçÿ кăвакаричченех ăслăлăх санпа пулĕ». /Сир. 6: 18./ Çапла ÿкĕтлет Сирах ывăлĕ Иисус. Ватăлсан вĕренни вара, шыв çине çырнă евĕр, нумая пымасть, часах манăçать. Тĕрĕсех ĕнтĕ, пуç тĕрлĕ çÿп-çаппа тулса çитет те, унта тата мĕн те пулсан вырнаçтарма кансĕртерех. Малалла вулас...