Архив - 31 Авг, 2018

Дата

Салам, «Хыпар» хаçат! 2008 çулта арăмăн амăшĕ вилсен çурта хамăр çине куçартăмăр, документсем илтĕмĕр. Анчах энергетиксем электричество счетчикĕ кивĕ тесе ăна арăм çине куçармарĕç. Пĕлтĕр электронлă çĕнĕ счетчик 1 класс точности илтĕмĕр. Ăна улăштарма килмерĕç.

Аваллăха шырама ăçта каймалла тетĕр-и? Сĕнтĕрвăрри тăрăхне. Кунти халăх ĕлĕкхи йăла-йĕркене упрама тăрăшать.

Музей те йĕркеленĕ

Николай Викторов комбайнер кăçал вырма хăвăрт тата ăнăçлă иртнишĕн хĕпĕртет. Савăнмасăр! Ара, çанталăкĕ те çĕр ĕçченне хавхалантарчĕ — уяр тăчĕ. Тата Николай Владимировича кăçал çĕнĕ комбайн, «Полессе» ятлине, панă.

Шупашкарти троллейбусра Wi-fi-па усă курса Патшалăх пулăшăвĕсен электронлă порталĕ урлă налук тÿлесшĕнччĕ. Анчах ăшталаннин усси пулмарĕ. Wi-fi ĕçлемерĕ — ачасене кун пирки каларăм та вĕсем унти интернетăн хăвăртлăхĕ питĕ япăххине палăртрĕç. Чăннипех те çапла-ши?

Алина ЛЕОНТЬЕВА, Шупашкар районĕ.

Вулакан ыйтăвне Шупашкарти троллейбус управленийĕн директорĕн çул-йĕр служби енĕпе ĕçлекен çумĕ Дмитрий ЯКОВЛЕВ уçăмлатать:

Пирĕн пата килсен çынсем улшăнаççĕ. Юлташĕсемпе чухне вĕсем кăштах курнăçланаççĕ пулсан библиотекăри лăпкăлăхпа хăтлăх вĕсене хăйсен вырăнне тавăрать. Вулавăш — чун валли, çавăнпа вăл кирлех», — тет Чăваш наци библиотекин директорĕ Светлана Старикова.