Сцена çине – 150 çул каялла çĕленĕ кĕпепе

31 Авг, 2018

Аваллăха шырама ăçта каймалла тетĕр-и? Сĕнтĕрвăрри тăрăхне. Кунти халăх ĕлĕкхи йăла-йĕркене упрама тăрăшать.

Музей те йĕркеленĕ

Кунер шывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă Çичĕпÿрт ялне 700 ытла çул каяллах йĕркеленĕ. «Кунер» сăмах финн-угор чĕлхинчен кĕнĕ. Шурă юхан шыв тенине пĕлтерет вăл. Чăвашсем киличчен ку вырăнта çармăссем пурăннă. Çакна упранса юлнă çырма, шыв ячĕсем — Виснер, Кунер тата ытти те — çирĕплетеççĕ. Чи малтан çичĕ çын куçса килнĕ, çичĕ пÿрт лартнă. Çавăнпа ялне те Çичĕпÿрт тенĕ.
Çичĕпÿртсем нумай шухăшласа тăман — ку тăрăхри чăвашсен ĕлĕкхи юрри-ташшине упракан фольклор ушкăнне те «Кунер» ят панă. «Маларах вăл ялти культура çурчĕ çумĕнчи юрă-ташă кружокĕ пек пулнă. Фольклор ушкăнĕ «Кунер» ят илнĕренпе кăçал вунă çул çитрĕ. Хăшĕ-пĕри унта 45-50 çул таранччен юрлать. Эпĕ те 8-мĕш класранпах, 4 теçетке çул патнелле çÿретĕп. Ялти клубри тирпейлÿçĕ Роза Васильева, сăмахран, 45 çул фольклор ушкăнĕн йышĕнче. Халĕ унпа пĕрле хĕрĕ Татьяна та, мăнукĕ те пыраççĕ. Хамăр кăна юрланипе çырлахмастпăр, çамрăксене те вĕрентетпĕр. Нина Афанасьева та «Кунерсăр» пурăнаймасть. Нина Ильинична сцена çине тухма пуçлани кĕçех 45 çул çитет. Эпир ытларах хамăр тăрăхри ватă çынсенчен çырса илнĕ юрăсене юрлатпăр. Калăпăр, пирĕн «Атя, карчăк Селихвен» юрă пур. Вăл хамăрпа паллаштаракан визит карточки вырăнĕнчех. Çак юрра 1977 çулта Çичĕпÿртре çырса илнĕ. Ăна Фекла Миролюбова юрласа панă: «Атя, карчăк Селихвен, Тяппи сан та, патти ман, Вилнĕ сурăх пыршинчен Купăс туса ташлар-и?» Ку юррăн хăйĕн историйĕ. Ĕлĕк пĕр килти сурăхсене кашкăр çурса хăварнă. Хуйха ÿкнĕ кил хуçисем мĕн тумалла-ши тесе юмăçа кайнă. «Вилнĕ сурăх пыршинчен купăс тăвăр та ташлăр», — тесе ăсатнă вĕсене юмăç карчăкĕ. Çавăн пекех пирĕн репертуарта тăлăх хĕрарăм юррисем пур. Вĕсене Вера Елкина юрласа панă. Елена Михайлова астуса юлнă. Эпĕ Елена Петровнăран çырса илтĕм», — каласа кăтартрĕ Çичĕпÿртри библиотекăра ĕçлекен Ангелина Кузьмина.
Ангелина Валерьевна вулавăшра пĕчĕк музей те йĕркеленĕ. Чăваш çи-пуçĕ те, ĕлĕкхи музыка инструменчĕсем те, çав шутра кĕсле, савăт-сапа пур унта. Хурăн хуппинчен ăсталанă чĕресе, кăнкама, чăма, кĕслене курма пулать тата. Пуринчен ытла хĕрарăм арчи тĕлĕнтерчĕ. Ăна хăва хуллинчен эрешлесе çыхнă. Унта авалхи тутăр, саппун, масмак, сарă, сурпан, пиçĕххи упранать. Асанне арчипе вулавăша килекен ачасем те кăсăкланаççĕ имĕш.
Çичĕпÿртсем хăйсен «лаççинче» кăштăртатнипе çырлахмаççĕ, Раççейри аваллăхпа çыхăннă, хăйсене кăсăклантаракан фестивальсене те хутшăнаççĕ. Çакă вĕсене аталанма пулăшать. Пĕлтĕр «Кунер» фольклор ушкăнне çÿрекенсем Крымра иртнĕ Чăваш Акатуйĕнче пулнă, Сыктывкарта «Завалинка» фестивальте хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Маларах Удмурт Республикинчи «Тÿпене – чÿрече», Чулхула облаçĕнчи «Хрусталь çăраççи» фестивальсенче палăрнă. Пур çĕрте те вĕсем тĕрлĕ номинацире çĕнтерсе дипломсемпе парнесене тивĕçеççĕ.

Вырăссене тĕлĕнтернĕ

Нумаях пулмасть ял артисчĕсем Вологда облаçĕнчи «Ял — Раççей чунĕ» фестивальтен çитĕнÿпе таврăннă. Унта вĕсем ĕлĕкхине упраса пурăнакан вырăссене чăваш йăли-йĕркипе тĕлĕнтернĕ. «Пур çĕрте те пире лайăх йышăнаççĕ. Сцена çине эпир ĕлĕкхи тумпа тухатпăр. Асанне-кукамайран юлнăскерсене килтен киле çÿресе пуçтартăмăр. Сăмахран, эпĕ тăхăнакан чăваш кĕпине 150 çул каялла çĕленĕ. Çичĕпÿртре 1890 çулта шкул уçнă. Унта ĕçленĕ учителĕн çи-пуçĕ вăл. Мана ăна Валерий Никитин парнелерĕ. Наци тумне çĕнетсех тăратпăр. Нумаях пулмасть ума çакмалли пĕчĕк хутаçсем çĕлетрĕмĕр. Унта хăй вăхăтĕнче сăмса тутри, укçа чикнĕ. Халĕ вăл аякри фестивальсене кайсан карас телефонĕ валли меллĕ. Вологда облаçĕнче пухăннă вырăссем те авалхи кĕпепеччĕ. Вĕсен те пирĕнни евĕр енчĕксем пур. Эпир пуçа масмак тата тутăр çыхатпăр, çурăм хыçне сарă çакатпăр. Мăй çыххи, шÿлкеме пур пирĕн. Умра — кĕске саппун. Урара — сăран атă. Ытти халăха йăлтах кăсăклантарать. «Мĕнле халăх эсир?» — ыйтаççĕ тĕл пулсанах. Чăвашсем тесен пĕлеççĕ. Пирĕнпе сăн ÿкерĕнме кăмăллаççĕ. Эпир вĕсене халăх историйĕ, культури пирки каласа паратпăр. Фестивальте пĕрремĕш кунне — масмакпа, иккĕмĕш кунне хушпупа тухрăмăр. Номинацисенче 1-мĕш вырăн йышăннисене кĕпĕрнаттăр хăй чысларĕ. Чăвашран эпир кăна пултăмăр ку фестивальте. Виçĕ кун тĕрлĕ программа кăтартрăмăр. «Атя, карчăк Селихвен» юрра юрларăмăр. Иккĕмĕш кунне «Çĕнĕ сăрана киветни» йĕркене кăтартрăмăр. Çĕнĕ тухăçран /урпаран/ сăра вĕретрĕмĕр, йÿçмешкĕн ăна киввипе хутăштартăмăр, çĕнĕ сăрана тутанма хăнасем пуçтарăннине сăнларăмăр, сăра ташшине те ташларăмăр. Ку йăлана эпир маларахах хатĕрленĕччĕ. Ăна илемлетме ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Олег Плотников тата Чăваш патшалăх пукане театрĕн режиссерĕ Юрий Филиппов нумай пулăшрĕç», — пытармарĕ Ангелина Валерьяновна. Малала вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.