Архив - 2 Авг, 2018

Красноармейски районĕнчи Енĕшкассинче тĕпленнĕскерсем пĕр кил урлă кăна пурăнаççĕ. Ăмăртаççĕ-и, пĕри тепринчен тĕслĕх илеççĕ-и: иккĕшĕ те хусах, иккĕшĕ те пĕрер ĕне тытаççĕ, лайăх хĕрарăм тупăнсан çемье çавăрма та хирĕç мар. Юра та, Женя та ялта ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскерсем ашшĕпе амăшĕн çуртне юхăнтаракан йышшисенчен мар: сĕт укçипе çеç пурăнсан та хуçалăха йĕркеллех тытаççĕ.

Иккĕн иккĕнех

Кино ÿкересси мĕнрен пуçланать? Сериалти сăнара калăпламашкăн мĕн тумалла? Çăлтăрсемпе туслашмашкăн йывăр-и? Кино производствинче тар тăкакан Валентина Никитина вăрттăнлăх чатăрне çĕклерĕ.

Тĕллев — Мускав

Мана та анне çĕр çине телей курмах çуратнă пулĕ-ха. Çут тĕнчене килсен кÿршĕ кинемей пил парса мунчара çунă тетчĕ асанне. Ĕмĕрне качча каймасăр пĕчченлĕхре ирттернĕ вăл. Çавăн шăпине эпĕ малалла тăснăн туйăнать халь мана. Питĕ вăтанаттăм пĕчĕк чухне. Пит çинчи чĕкеç шатрисене уйрăмах чăтма пултараймастăм. Хытанка та тăрнаккай, çинçешке ал-ураллă пулни пушшех те тарăхтаратчĕ. Хама чи хитре мар хĕрсен шутне кĕртнĕ эпĕ ялан. Каçхине клуба тухсан мана никам та вальс ташлама чĕнсе курман, никам та ăсатса яман.

Шупашкар районĕнчи Çатракассинчи Игнатьевсен кил хуçалăхĕ — лайăххисен шутĕнче. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем типтерлĕ те хитре пурăнакан, ыттисемшĕн тĕслĕх шайĕнчи çемьене кайса кăтартмасăр чăтаймарĕç. Вĕсем кил çумĕнчи пысăках мар çĕр лаптăкне чăн-чăн çăтмаха çавăрнă.

Красноармейски районĕнчи Çĕнĕ Выççăлккăри Геннадий Гурьев килĕнчех хăйне евĕр музей йĕркелеме пуçланă. Унччен çав тĕлте нÿхреп пулнă. Шыв кĕнĕрен унта пахча çимĕç упрама пăрахнă та кил хуçи мастерской хута янă.

«Контактра» соцсетьри «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăнра «Телефонсăр — пĕр кун» тĕпчев иртрĕ. Çĕнтерÿçе онлайн-сасăлав мелĕпе палăртрăмăр. Вăл — Муркаш районĕнчи Отарккă хĕрĕ Вероника Николаева. Саламлатпăр!
Вулакансене конкурса хутшăннă кăсăклă тĕпчев ĕçĕсемпе паллашма сĕнетпĕр.

«Эсĕ чиперех-и?»

Страницы