Архив - Мая 2018

мая 24th

24 Мая, 2018

Шăнкăртатать юлашки шăнкăрав

Çу уйăхĕн 23-25-мĕшĕсенче республикăри шкулсенче «Юлашки шăнкăрава» тата вĕренÿ çулĕ вĕçленнине халалланă уявсем иртеççĕ. Унта ачасене саламлама вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ тата тĕрлĕ организаци ертÿçисем хутшăнаççĕ.
Кăçал республикăра 11-мĕш класран — 5,8 пин ытла /пĕлтĕр — 5,2 пин/, 9-мĕшĕнчен 11,7 пин ытла /пĕлтĕр — 11,2/ ача вĕренсе тухать.

24 Мая, 2018

Малашне уроксене камсем ирттерĕç?

Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмар шкулĕн коллективне РФ Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, квалификацийĕн аслă категориллĕ вĕрентекенĕ Сергей Антонов ертсе пырать. Ăсти епле, тĕрри çапла теççĕ. Сергей Николаевич студент çулĕсенчех пысăк тăрăшулăхпа палăрнă. Пултарулăхри ăнтăлушăн ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме икĕ хутчен тивĕçнĕ. Хăйĕн вăхăтĕнче «Çулталăкри учитель» конкурсра палăрнă.
—  Сергей Николаевич, сирĕн пĕлÿ çурчĕ историре пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнни çинчен илтнĕччĕ.

24 Мая, 2018

Тĕрĕс хак панă е малалла кĕрешмелле?

Иртнĕ номерте пирĕн хаçатра «Чухăнлăха кĕрсе ÿкрĕмĕр» çыру пичетленнĕччĕ. Унта сутуçăра ĕçленĕ Светлана Лепешкинăна лавккара пысăк укçа вăрланă тесе айăплани пирки упăшки пăшăрханса çырса кăтартнăччĕ. Хаçата Чăвашпотребсоюза ярса патăмăр. Унтан çакăн пек хурав килчĕ: «Райпо ĕçченĕсем ревизие тĕрĕс-тĕкел тунă, С.Лепешкина тĕлĕшпе саккуна пăсман. Уголовлă тата гражданла ĕçсене право хуралĕ, суд пăхса тухнă. Йĕпреç районĕн сучĕ, ЧР Аслă сучĕ С.Н.Лепешкина тата райпон ревизи комиссийĕн ĕçне тĕрĕс хак панă». Çырăва Канаш председателĕ В.М.Павлов алă пуснă.

24 Мая, 2018

Чемпионата халалласа — банкнот

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раççей банкĕ пуçласа полимерлă 100 тенкĕ хут укçа кăларнă. Кăçалхи Пĕтĕм тĕнчери футбол чемпионатне халалланăскерĕн тиражĕ — 20 миллион экземпляр.

24 Мая, 2018

Юлташсем - таçта та, тĕл пулмалла кăна

Вăл укçасăрах тĕнче касса çÿрет. Уншăн шиклĕх туйăмĕ çук. Тата вăл çакна аван пĕлет — çĕр çинче ырă çын нумай. Пĕлтĕр чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче автостоп мелĕпе пысăк çул çÿреве тухса кайнă 28-ти Денис Башмаков нумаях пулмасть тăван тăрăхне, Муркаш районĕнчи Сыпайне, таврăнчĕ.

24 Мая, 2018

Çăва çине эрех йăтса каймалла мар

Çимĕк çывхарать. Çав кун тăвансен вил тăпри çине çитеççĕ, асăнса ĕçеççĕ, çиеççĕ. Масара каяйманнисен мĕн тумалла? Килте асăнма юрать-ши? Тата çак вăхăтра çурт таврашне, алăксене симĕс туратпа илемлетеççĕ. Çакăн сăлтавне пĕлес килет. Ку йăла мĕнпе çыхăннă?

Страницы