Комментировать

24 Мая, 2018

Юлташсем - таçта та, тĕл пулмалла кăна

Вăл укçасăрах тĕнче касса çÿрет. Уншăн шиклĕх туйăмĕ çук. Тата вăл çакна аван пĕлет — çĕр çинче ырă çын нумай. Пĕлтĕр чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче автостоп мелĕпе пысăк çул çÿреве тухса кайнă 28-ти Денис Башмаков нумаях пулмасть тăван тăрăхне, Муркаш районĕнчи Сыпайне, таврăнчĕ.

Пĕр енне — билет

Яша ашшĕ-амăшĕнчен тăтăшах сăмах тивнĕ: «Çын ретлĕ пурăнсам, ывăлăм?» Çапла, Денис ыттисем пек мар, хăйĕн чунĕ ыйтнă пек пурăнать. Вăл та темиçе çул каялла кăна галстук çыхса, костюм тăхăнса Мускавра офиса ĕçе çÿренĕ. Инженер профессине алла илсен нефть кăларас енĕпе ĕçлекен пысăк компание вырнаçнă. «Хĕлле отчетсемпе лараттăмăр, çулталăкăн ытти вăхăтĕнче командировкăсене тĕрлĕ региона яратчĕç. Манăн хушма тивĕç, ĕç йĕркелÿçи, пурччĕ. Тĕрлĕ пая кирлĕ хутсем леçеттĕм. Чей туса лараттăм, ăна вĕрилле ĕçсе курайман. Каçхине те 22 сехетчен юлма тиветчĕ. Хам валли вăхăт çитместчĕ. Тренировкăна, бассейна кай-мастăм. Ку кăна та мар, коллективпа хутшăнма йывăрччĕ. Вĕсем çĕрлехи клуб тăрăх çÿренине сÿтсе яватчĕç. Эпĕ укçа тÿлесе ăсталăх класне е тренинга çÿренине ăнланмастчĕç. Интерессем пĕр килместчĕç», — аса илчĕ яш. Чăннипе, çав фирмăна пĕлĕшсем урлă кăна вырнаçайнă. Унти йĕрке питĕ çирĕп пулсан та, ĕç-пуç тамăк хуранĕнчи пек вĕресен те çынсем йăлтах тÿсме хатĕр пулнă. Кам-кам, анчах Денис мар. «Такама пуйтарассишĕн мĕншĕн манăн тар тăкмалла? Хăçан пурăнмалла вара?» — тенĕ те ирĕклĕхе юратаканскер 9 уйăхран ĕçленĕ хыççăн пăрахса кайнă. Унăн ал-урине нимĕн те çыхса хуман: çемйи, савни çук, ипотека «чури» пулса тă-ман… Тĕнче курса çÿремешкĕн ăна нимĕн те чарман. Акăлчан чĕлхи пĕлни пулăшнă кăна.
Денисăн яланах çул çÿреве тухас килнĕ. Анчах май пулман: шкул, университет, ĕç… Хальхинче вара пĕр енне билет, Мускав — Дели, илнĕ те 2 çула яхăн таврăнман.

Илнине тавăрмалла

Виçĕ çул ĕнтĕ вăл автостоппа, каучсерфинг мелĕпе çÿрет. Унтанпа 27 çĕршыва çитсе курнă. Çул çÿревçĕ пулнине пĕлсен водительсем ăна пĕрле илсе каяççĕ. Пĕлтĕр Таиландра, Малайзире, Сингапурта, Индире, Индонезире, Кăнтăр Корейăра пулнă. Кăçал Европăна, Мароккăна, Турцие, Грузие çитнĕ, ун хыççăн Раççейĕн кăнтăр енĕпе килелле таврăннă.
Хăш çĕршывра ăна ытларах килĕшнĕ-ши? Кашни хăйне май илемлĕ-çке, пур çĕрте те курса тĕлĕнмелли пур. Денис вара унта туслашнă çынсене, çуралнă хутшăнусене кура хаклать. Автостоппа, пуйăспа Индие урлă та пирлĕ тухнăскер нумай тус тупнă. Делире — Саннипе, Меерутра Миккипе туслашнă. Вĕсем те ун пекех ял каччисем, çĕр çинче ĕçлеççĕ. Ахмедабадра юлташĕсем Брижешпа Пратам, пиччĕшĕпе шăллĕ, пурăнаççĕ. Вĕсем киноиндустри енĕпе ĕçлеççĕ. Çав хуларах Сонал ятлă юрăç-пикепе паллашнă. Хĕр тăван штатĕнче хинди тата гуджарати чĕлхисемпе юрлать, фильмсенче ÿкерĕнет. Пенджабра Хэппи ятлă тусĕ пурăнать. Унăн хăйĕн бизнес, вăл хăна çурчĕсем тытса тăрать… Денисшăн хашни хула е ял пĕр-пĕр ырă çын ячĕпе асра тăрса юлать.
Денис шыва кĕрсе пляжра хĕртĕнсе выртакан çын мар. Вăл туристсене илĕртекен вырăнсенче мар, ахаль çынсем пурăнакан çĕрте, ытларах — ялта, курса çÿреме кăмăллать. Уншăн вĕсен кулленхи йăли кăсăклă. Денис кирек ăçта кайсан та хăйне унти çынсем евĕр тытать, вĕсен апатне çиет. Лаосра — шăрчăк, Камбоджăра шапа çисе пăхнă. Çавăнтах ăна хĕрлĕ кăткăран тунă салатпа хăналанă.
Хăшĕ-пĕри ăна ăмсанать те пулĕ тен. «Чылайăшĕ эпĕ çын шучĕпе çÿретĕп, пурăнатăп тесе шухăшлать. Тăкаксене шутланăччĕ те вăтамран пĕр уйăхра 3-5 пин тенкĕ каять. Вăл манăн кĕсьерен тухманнине ăнланатăп. Илтĕм пулсан каялла памалла. Эпĕ хамăн пĕлÿпе пайланатăп. Мана пурăнтаракансен килĕнче ĕçлесе пулăшатăп. Волонтер та пултăм. Хăна çуртĕнче те пулăшрăм. Индире кино ÿкернĕ çĕрте массовкăра хутшăннăччĕ. Таиландра видеоролик ÿкернĕ çĕрте тăрăшрăм. Корейăра уйра кăшман пуçтартăм... Эпĕ нимĕнле ĕçе те тиркеместĕп. Ялан кăна илнипе, çын ырă тăвасса кĕтсе ларнипе мала каяймăн, хăвăн та хирĕç тÿлемелле. Унсăрăн пурнăç пĕрех тавăрĕ», — тет каччă. Унăн кĕсйине укçа кĕрсен 10 процентне вăл ырă кăмăллăх ĕçне уйăрать.

Çул çÿреври юрату

Унăн çумĕнче — паспорт, кирлĕ темиçе документ, банк картти, виçĕ мăшăр нуски, аялти кĕпе-йĕм, çывăрмалли кавир. Тата, паллах, телефон! Интернет алă айĕнче яланах çук, тÿлевсĕр вай-файпа кăна усă курать вăл. Денис ăçта пулнине, кам патĕнче пурăннине, мĕн-мĕн курса çÿренине соцсетрье тĕплĕн çырса пырать. Унăн страницине çырăнакансен, пурнăçĕпе кăсăкланакансен йышĕ пысăк. Пĕтĕм пурлăхĕ — çурăм çинчи кутамккара, ытти вара — чунра.
Пĕлÿ, опыт, тĕнчипех туссем — акă мĕн парать ăна çул çÿрев. Чи пĕлтерĕшли вара — туйăмсем. Çапла 2016 çулта вăл каучсерфинг урлă Индонези пикипе паллашнă. Хĕр Инстаграмра унăн сăн ÿкерчĕкне курнă. Пике ун патне хăй пĕрремĕш çырнă. Каччă шăпах Индонезие кайма пуçтарăннă, унта çитсен çав пике патĕнче чарăннă та. Ку çĕршывра хĕрÿ туйăмсем çуралнă. Анчах çул çÿревçĕн виза вĕçленсен Малайзие тухса кайма тивнĕ. Косметологи клиникине уçнă хĕр унпа пĕрле пырайман, ăна ĕç тытса тăнă. Савнисем интернет урлă калаçнă. Малайзи хыççăн Денисăн çулĕ Таиланда выртнă. Çакăн пек илемлĕ çĕршывра хăйĕнпе пĕрле канмашкăн вăл йăмăкне Эвелинăна тата савнине чĕннĕ. Виççĕшĕ вĕсем пĕр эрнене яхăн Пхукет утравĕнчи курортра каннă. Автостоппа юлташĕсем патне çитнĕ. Кайран — Малайзие. Эвелинăна самолета лартса янă хыççăн Денис савнийĕпе çул çÿреве малалла тăснă, пĕр уйăха яхăн пĕрле çÿренĕ. Кайран каччă — Индие, хĕр килне кайнă. Тепĕр уйăхран Денис ун патне Индонезие вĕçнĕ, Балире 1 уйăх пурăннă. Тĕрĕсех калаççĕ иккен: пĕр-пĕрне юратсан географи инçĕшĕ пĕлтерĕшлĕ мар. Пĕр çĕршывран теприне çитесси Денисшăн — пахча хыçне тухса кĕнĕ пекех. Пĕлтĕр кĕркунне унăн савнийĕ Сыпайне те килсе кайнă. Анчах халĕ вĕсем хутшăнмаççĕ. Денисăн чĕринче никам та çук.

Лайăххипе япăххи çук

Денис пĕччен çÿреме юратать. Хăйне хăй хуçа вăл. Кирек хăш самантра та маршрута улăштарма пултарать. Паха тепĕр ен — акăлчанла калаçса чĕлхене туптани. Пĕччен çул çÿревçе çынсем лайăхрах йышăнаççĕ, вăтанмасăр калаçаççĕ-мĕн. «Хама валли яланах вăхăт пур. Медитаци тăватăп», — палăртрĕ каччă. Ун вăрттăнлăхĕсене вăл Индире вĕреннĕ. 10 кун никампа та калаçмалла мар. Ÿсен-тăран çимĕçне ăша янисĕр, çывăрнисĕр, каннисĕр тата медитацисĕр пуçне ним те тумалла мар. 10 кун вĕсен тулаш тĕнчерен уйрăлмалла, гаджет алла тытмалла мар. «Ку пĕртте çăмăл мар. Лотос позинче талăкне 15 сехет лараттăм, чĕркуççи ыратакан пулать. Анчах çакна чăтма тăрать. Кайран кĕлеткере, чунра сăмахпа каласа кăтартма çук канлĕх хуçаланать», — терĕ Денис.
Юлашки виçĕ çулта вăл аш-какай çимест. Индие килсен ăна 3 уйăх вегетарианецсен апачĕпе хăналанă. Кайран чăх какайĕ çинĕ те вар-хырăмĕ пăсăлнипе аптăранă. Кун хыççăн вăл организма какайсăрах лайăх тесе шухăшлать. Европăра пĕр уйăха яхăн чĕрĕ улма-çырла, ешĕл çимĕç, мăйăр, пахча çимĕçпе пурăннă.
Тĕрлĕ çĕрте климат расна пулин те Денис чирлемест. Юлашки 6-7 çулта вăл эмел ĕçмен. Чир-чĕр сăлтавĕ — пуçра, стресс тесе шухăшлать.
Çул çÿревре темĕнле пăтăрмах та пулать. Пĕррехинче кунĕпе çул çинче автостоппа çÿренĕскер питĕ ывăннă. Çумăр çунă, кунĕ йывăр пулнă. Мароккăра çĕр каçма вырăн шыранă вăл. Пĕр çамрăк пырса ăна мотоциклпа лартса кайнă. Чей ĕçнĕ хыççăн Денис кавирне урайне сарса çывăрма выртнă. Çĕрле пÿлĕм хуçи мĕн сăлтавпа вăратнине ыйхă тĕлĕшпе тÿрех ăнланман-ха. Лешĕ телефонпа порнофильм кăтартасшăн пулнă иккен. Каччă ăна савăшма сĕннĕ. Хăна хирĕçленине кура вăл урнă, çур çĕр варринче кăларса янă. Пĕр ыйхă çывăрса тăраннă Денис лăпкăнах тухса утнă. Кунашкал çын патне лекнĕ опыт пулнă ĕнтĕ унăн: Бангкокра çĕр каçма «кăвак» каччă патне лекнĕ. Арлă-арăмлă хутшăнусем пулмĕç, 3 кун усрама килĕшетĕп тесе калаçса татăлнă çĕртенех кил хуçи ун çумне çулăхнă. Хирĕçленине кура пĕрремĕш каç хыççăнах Дениса кайма ыйтнă. Çапах та çул çÿревçĕ: «Мĕн тери чирлĕ тĕнче!» — тесе каламасть. Нумай ырă çынна курнăскершĕн вăл питĕ илемлĕ. Тата Денис çынсене лайăххипе япăххи çине уйăрмасть.

Мисси — кунта

Тĕнче касса çÿресе вăл нумай пĕтĕмлетÿ тунă. Çакна ăнланнă: унăн çĕр çинче ĕçлес килет. Пурнăç хакне, çут тĕнчен саккунĕсене тĕшмĕртекен çут çанталăкпа килĕшÿре, ун çывăхĕнче пулмаллине пĕлеççĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.