Çăва çине эрех йăтса каймалла мар
Çимĕк çывхарать. Çав кун тăвансен вил тăпри çине çитеççĕ, асăнса ĕçеççĕ, çиеççĕ. Масара каяйманнисен мĕн тумалла? Килте асăнма юрать-ши? Тата çак вăхăтра çурт таврашне, алăксене симĕс туратпа илемлетеççĕ. Çакăн сăлтавне пĕлес килет. Ку йăла мĕнпе çыхăннă?
ЕВГЕНИЯ.
Вăрнар районĕ.
Ыйтăва Комсомольски районĕнчи Шурутри Христос çуралнă ячĕллĕ настоятелĕ Вадим атте хуравлать:
— Çимĕк тĕсĕ — симĕс. Çав кун Турă Ашшĕне, Турă Ывăлне, Турă Святой сывлăшне пуç çапса кĕлĕ тăватпăр, пулăшу ыйтатпăр. Шăматкун, вырсарникун, тунтикун Святой сывлăш çĕр çине анать теççĕ. Пысăк уявра чиркĕве литургие кайсан аван. Ун чухне канатпăр, çĕр ĕçĕпе аппаланмастпăр. Çак виçĕ кунра утă та çулмалла мар. Çурта, чиркĕве ешĕл туратпа илемлетесси Святой сывлăш аннипе çыхăннă. Чиркÿре сăвапланă ÿсен-тăрана киле илсе каяççĕ. Сиплĕ курăксенчен чей вĕретсе ĕçеççĕ е типĕтсе миххе чикеççĕ. Тупăкри тÿшеке çав курăкпа тултараççĕ.
Тĕрлĕ тăрăхра пурăнакан чăвашсем масар çине кĕçнерникун, эрнекун çитеççĕ, тирпейлеççĕ, тăванĕсене асăнаççĕ. Çурта çутса кĕлĕ вулакан, шел те, халĕ сахал. Ĕлĕк вилнĕ çынна канăçлăх пултăр тесе 4-5 сехет кĕлĕ тунă, сăйланнă. Çăва çинче эрех-сăра ĕçсе ÿсĕрĕлнине сивлетĕп. Унта хаяр шĕвек пачах илсе каймалла мар. Турă умĕнче тивĕçсĕр ĕç туса усалсене савăнтарниех пулать ку. Ĕçмешкĕн тăрă шыв е сăвапланине илмелле. Масар çине çитейменнисен килте çурта çутмалла, «Вилнисен канонне» вуламалла.