- Чăвашла верси
- Русская версия
Шăнкăртатать юлашки шăнкăрав
Çу уйăхĕн 23-25-мĕшĕсенче республикăри шкулсенче «Юлашки шăнкăрава» тата вĕренÿ çулĕ вĕçленнине халалланă уявсем иртеççĕ. Унта ачасене саламлама вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ тата тĕрлĕ организаци ертÿçисем хутшăнаççĕ.
Кăçал республикăра 11-мĕш класран — 5,8 пин ытла /пĕлтĕр — 5,2 пин/, 9-мĕшĕнчен 11,7 пин ытла /пĕлтĕр — 11,2/ ача вĕренсе тухать.
Умра — хĕрÿ экзаменсен вăхăчĕ. Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 29-мĕшĕччен 9-мĕш классем патшалăх тĕп экзаменне тытаççĕ. Пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ илнине ĕнентерекен аттестатшăн 4 экзамен тытмалла: вырăс чĕлхипе, математикăпа, тепĕр икĕ предмета кашни ачан хăйĕн суйламалла. Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче 9-мĕш классем — вырăс чĕлхипе, çĕртмен 5-мĕшĕнче математикăпа экзамен тытĕç. Чи пысăк балл — 5.
11-мĕш классен патшалăх экзаменне тытмалли тапхăр — çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчен çĕртмен 2-мĕшĕччен. Кăçал патшалăх экзаменĕ 14 предметпа иртет /истори; обществознани; литература; физика; информатика тата ИКТ; хими; биологи; географи; акăлчан, нимĕç, француз тата испан чĕлхисем/.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçал шкултан вĕренсе тухакансен аттестат илес тесен икĕ тĕп предметпа экзамен тытмалла /вырăс чĕлхи тата математика, ытти предмет — хăйсен ирĕкĕпе/.
Вырăс чĕлхипе экзамен çĕртмен 6-мĕшĕнче, математикăпа çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче тата çĕртмен 1-мĕшĕнче иртĕ.
Комментировать