Архив - 21 Дек, 2018

21 Дек, 2018

Ай, мăнтарăн хир мулкачи

Татас терĕм мăйăрне
Ытарлă çиччĕмĕш эскиз

Ку произведени автор «Ай мăнтарăн хир мулкачи» ятпа пĕрлештернĕ ярăмăн /вăл прозаик шухăшĕпе çичĕ хăйне тĕллĕн хайлавран тăмалла/ юлашки пайĕ.

Пĕрремĕш сыпăк

Я тот, кто во времена мои не был мной…
А. Тарковский.

21 Дек, 2018

Пĕрремĕш çухату

Вокзал умне çитсе чарăннă автобусран ансанах Толя умне шурă çÿçлĕ çÿллĕ арçын пырса тăчĕ.
— Киле леçсе ярас мар-и? — ыйтрĕ палланă таксист.
— Çук, эпĕ çуранах, — хирĕçлерĕ Толя.
Шофер хăпма васкамарĕ-ха.
— Хăвăртрах çитĕн. Çанталăкĕ те ав... — пăхса илчĕ вăл тÿпене сырса илнĕ ăмăр пĕлĕтсем çине. — Кĕç-вĕç çумăр çуса яма пултарĕ.
— Эпĕ васкамастăп. Çумăрĕ те халех çумасть, сивĕ пĕлĕчĕсем кăна вĕсем.
Таксист кÿренчĕклĕн пăрăнса кайрĕ.
Толя ял еннелле каякан тÿрĕ çул çине тухрĕ.

21 Дек, 2018

Франци кардиналĕ Ришелье те тĕрĕпе аппаланнă теççĕ... (Анатолий Иванович Павлов , историк, тĕрĕ ăсти, майор)

Кăçал Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи — Чăваш Ен уйрăмĕнчи Шупашкарти Константин Иванов урамĕнче вырнаçнă çуртра тĕлĕнмелле курав иртрĕ. Кунта А.И. Павловăн тĕрлесе ăсталанă çирĕм ĕçне тăратнă.

21 Дек, 2018

Юмансем те йăванаççĕ…

Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Аслă Нагаткин ялĕнче пурăнакан Анатолий Юман поэт /сăн ÿкерчĕкре — сылтăмра/ вилнĕ текен усал хыпар чăваш тĕнчине темиçе сехетре çиçĕм евĕр хăвăрт сарăлчĕ. Урампа утса пынă чухнех йăванса кайнă вăл. Чĕре!..

21 Дек, 2018

«Тиркекенсенчен пěри — хам, çапах пěрремěш чăркăш — саккасçă»

«Голанал» тулли мар яваплă общество пластик тата алюмини чÿречесем туса çурт-йĕре лартать. Мĕнле предприяти вăл, ăçта вырнаçнă?

ПИРĚН СПРАВКА

21 Дек, 2018

Усал тěтěм йăсăрланать

Раштав уйăхĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Çĕмĕрле ялĕ патĕнчи йăлари хытă каяш пухса пымалли вырăнтан таврари ялсене вăйлă çилпе йÿçек тĕтĕм сарăлчĕ, çăвара кĕрсе ÿсĕрттерчĕ, куççуль юхтарчĕ!
Усал çăра йăсăр Çĕмĕрлерен 20 çухрăмри Саланчăка та çитрĕ — сывлама йывăр, ял-йыш асапланать. Йÿçек газ сывлăш çулне пÿлесрен хăраса хуларан килнĕ мăнуксене выляма урама та кăлармарăм. Хăçан чараççĕ-ши хытă каяша çунтарма?

Лидия МИХАЙЛОВА, Çĕмĕрле районĕ, Саланчăк ялĕ.

Страницы