Юмансем те йăванаççĕ…
Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Аслă Нагаткин ялĕнче пурăнакан Анатолий Юман поэт /сăн ÿкерчĕкре — сылтăмра/ вилнĕ текен усал хыпар чăваш тĕнчине темиçе сехетре çиçĕм евĕр хăвăрт сарăлчĕ. Урампа утса пынă чухнех йăванса кайнă вăл. Чĕре!.. Ку мана ăмăрт кайăк сывлăшра вĕçсе пынă чухнех çĕр çине персе аннине аса илтерет. Юлашки кунчченех çырнă Юман, юлашки сехетченех юратнă ĕçне тунă. Чÿк /ноябрь/ уйăхĕн 13-мĕшĕнче ирхине Анатолий Федорович хăйĕн кун кĕнекинче çанталăка сăнанине çапла çырса хунă: «Ирхине 17 градус сивĕ, кăнтăрла — ...» Кăнтăрла миçе градус пулнине çырма пÿрмен ăна, кун кĕнеки çаплипех юлнă. Пĕччен пурăнаканскер урама тухнă та тăван килне урăх таврăнайман.
Çулĕпе çамрăк та марччĕ ĕнтĕ Юман пиччемĕр, 86 çул тултарнăччĕ, çапах та кĕтмен çĕртен аçа çапнăнах пулчĕ ку хыпар, пирĕн чунсене хытă ыраттарчĕ. Ун пек начаррине кĕтсе пурăнман-çке эпир. Чăваш тĕнчи, чăваш литератури хăйĕн пултаруллă та мухтавлă ывăлне çухатрĕ. Ун пек Юман пирĕн урăх нихçан та пулмĕ. Эпир тăлăха юлтăмăр...
Хальлĕхе Юман пултарулăхне тĕпчесе тарăн шухăшлă статьясем çырма вăхăт çитмен-ха. Чун ыратнă, пăлханнă, чĕре хĕснĕ вăхăтра ун пек тума вăй-хал та çитеймест. Кăштах вăхăт иртмелле, лăпланмалла, чĕре суранĕ пирчемелле. Эпир те хамăр сăмаха калăпăр-ха. Çитес ăрусем те ун пултарулăхĕ патне таврăнса, кĕнекисене шĕкĕлчесе унта ахах-мерчен тупĕç, халăха эпир паян курманнине, асăрхаманнине кăтартĕç. Ман шутпа, Юмана пурăннă вăхăтра тивĕçлипе хакласах çитереймерĕмĕр пек туйăнать. Чăваш халăх поэчĕ ята та тахçанах тивĕçлĕччĕ вăл. Калаçу пуçарсан никам та хирĕçлеместчĕ, анчах та ĕçĕ пулмарĕ, тĕрлĕ сăлтава пула, тĕрĕссипе, кĕвĕçекен уйрăм чăвашсене, хытă чĕреллĕ çынсене, пула хăй сывă чух тивĕçлĕ ят памарĕç ăна. Малашне мĕнле пăхĕç ĕнтĕ ку ыйтăва?.. Юманăн чунĕ вара канчĕ. Пĕр ăслă çын: «Раççейре чаплă поэт пулас килсен вилмелле!» — тенĕ. Хурлăхлă япала. Юманăн та çапла пулса тухрĕ-и ĕнтĕ?..
Пирĕн аслă поэтсем вара Юмана тахçанах хăйсен йышне кĕртнĕ, ун пулта-рулăхне чи пысăк шая хурса хакланă. Эпĕ кунта Ухсай Яккăвĕн сăмахĕсене çеç аса илтеретĕп. Вăл: «Анатолий Юман Константин Иванов гражданлăхне малалла тăсать», — тенĕ.
Эпĕ, И.Я.Яковлев патриархăмăр еткерлĕхне тĕпчекен яковлевçăсем пек, А.Ф.Юман еткерлĕхне тĕпчекен юманçăсем те тупăнасса шанатăп, вĕсем ун пултарулăхне тĕрĕс хак парса тата çÿлерех çĕклессе ĕмĕтленетĕп.
Ман 1998 çулта тухнă «Чĕре тапнă чух» ятлă кĕнеке ум сăмахĕнче Анатолий Юман çапла çырни пур: «Хăй вăхăтĕнче чăваш халăх поэтне Ухсай Яккăвне çамрăк сăвăçсем профессионала тухма васкани питĕ пăшăрхантаратчĕ. Ку вăл ăнсăртран мар ĕнтĕ. Писателе этем чунĕсен инженерĕ теççĕ. Эппин, халăх чысне тивĕç хайлав çырас тесен чи малтан вăл пурнăçа кĕнеке урлă çеç мар, сахалтан та, халăх калашле, пĕр пăт тăвар çисе, çапла вара чун-чĕре витĕр кăларса пĕлме тивĕç. Ку шухăш çĕнĕ мар. Ăна классиксем авалах картса палăртнă. Вырăссен чаплă поэчĕ Н.Некрасов: «Поэт пулаймăн тен, анчах эс гражданин пулмашкăн тивĕç», — тенĕ сăмахсене кам астумасть-ха?»
Анатолий Юман хăй вара чыслă та тÿрĕ кăмăлпа пурăнса чăн-чăн Гражданин та пулчĕ, чăн-чăн Поэт та пулчĕ, этем чунĕсен инженерĕ те пулчĕ. Ун çинчен паян никам та начар сăмах калаймĕ, мĕншĕн тесен начар ĕçсем туман вăл. Ялан ырри патне ăнтăлнă, куллен ырă ĕçсем тунă, чăваш халăхĕ валли çырнă, çырнă, çырнă... Пурнăçра вара унăн, хăй калашле, тăварне чылай тутанса пăхма тÿр килнĕ. Малалла вулас...