Çулталăк пуçланнăранпа республикăри нумай ачаллă 422 çемьене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем илмелли сертификат панă. Çакăн çинчен ЧР Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви пĕлтерет.
Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнтерÿ кунне уявланипе çыхăннă тав сăмахĕнчен пуçларĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртнĕ, «Вилĕмсĕр полк» акцие халăх пĕлтĕрхинчен те йышлăрах хутшăннă.