Ÿсĕмлĕ бюджет, парăмсем тата манăçнă «кавир моди» çинчен

11 Мая, 2017

Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнтерÿ кунне уявланипе çыхăннă тав сăмахĕнчен пуçларĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртнĕ, «Вилĕмсĕр полк» акцие халăх пĕлтĕрхинчен те йышлăрах хутшăннă.

Малтанах вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина республика бюджетне кăçалхи пĕрремĕш кварталта мĕнле пурнăçлани çинчен отчет турĕ. Бюджет тупăшĕ ÿсĕмлĕ — пĕтĕмпе 9,4 миллиард тенкĕ ытла. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан — 121% патнеллех. Хамăрăн тупăшсем 26% ытла пысăкланни пушшех кăмăллă. Бюджета кĕнĕ налуксен виçи — 5,8 миллиард тенкĕ ытла. Ку виçе 27,7% ÿснĕ. Çак ÿсĕм хăвăртлăхĕпе республика федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен хушшинче мала тухнă.

Светлана Александровна налуксен калăпăшĕ палăрмаллах пысăкланнине «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем парăм шучĕпе пысăк укçа тÿленипе сăлтавларĕ. Ытти предприятие илес тĕк — хыснана налук тÿлекен юридици тытăмĕсен шучĕ 13,5 пин патнеллех. Çурринчен ытларахăшĕ тÿлекен НДФЛ виçине ÿстернĕ-ха, анчах 43% çак налука чакарни — пăшăрхантаракан пулăм. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.