Архив - Сен 2016

сентября 16th

16 Сен, 2016

Паймит ялне пырса кĕрсен...

Тăван ялта кăмăл уçăлать, чун савăнать. Унта сывлăшĕ те уçăрах, тавралăхĕ те илемлĕрех. Поэт калашле — ялта тÿпи те кăвакрах, хĕвелĕ те хĕрÿрех. Урам варринче ÿсекен йывăçсем хăйсен ытамне илĕртеççĕ.

16 Сен, 2016

«Вăлтана» ватти те çакланать, çамрăкки те

Чăнах, мĕнле кăна улталамаççĕ! Чылай чух ултавçăсем усă куракан мелсем — массăллă информаци хатĕрĕсенче тĕплĕн çырса кăтартнисемех.

сентября 15th

15 Сен, 2016

Кĕркунне йывaç мĕнле лартмалла?

Улма-çырла тĕмĕсемпе йывăçĕсене лартмалли вăхăт çитрĕ. Кĕркунне йывăç лартассине çуркуннехинчен кăшт урăхларах йĕркелемелле. Тĕрĕс, меле пĕлсе лартнă йывăç лайăх аталанать, хăвăртрах çимĕç пама пуçлать.

15 Сен, 2016

Лили тунине касмалла

Лили чечекне кĕркунне лартаççĕ-и? Чечеке каснă хыççăн юлнă лили тунине касса пăрахмалла-и?

Людмила ВАРЛАМОВА.

Вăрнар районĕ.

Лилин сортне кура çурла уйăхĕн варринчен пуçласа юпа уйăхĕчченех лартма юрать. Çĕр шăниччен лили суханĕ тымар ярса тăпрана анма ĕлкĕрет. Кĕркунне лартнă чечек тымарĕ сивве хăнăхать, çуркуннехи сивĕсенче те аптрамасть, хăвăртрах тухса çитĕнме пуçлать, чечеке ларать.

15 Сен, 2016

Техĕмлĕх курăкĕсем

Лаванда — çак курăка ытарма çук илемлĕ сенкер çеçкишĕн, ырă шăршишĕн, сиплĕхĕшĕн хаклаççĕ. Вăл Вăтаçĕр тинĕсĕ тăрăхĕнче сăрт¬лă-туллă вырăнта, хĕ¬веллĕ çĕрте ирĕклĕ çитĕнет.

Страницы