Архив - 3 Сен, 2016
«Ачасемсĕр пурнăçра çутă сăрăсем çитмĕччĕç»
Пĕрлĕхре — вăй
"Вести Чувашии", (№ 34 (1502)) от 3 сентября 2016 года
Кукамайăн — Интернет
Институтри экзаменсем вĕçленсен каникула кукамай патне кайрăм. Ача чухне те ăшă кунсене кунтах ирттернĕ-çке. Паллах, ноутбука та пĕрлех илтĕм. Пĕлмен кинемейсем валли: ноутбук — кĕнеке пек уçăлса хупăнакан компьютер. Эпир, çамрăксем, Интернетсăр пурăнаймастпăр-çке. Кун-шăн час-часах сăмах та лекет пире. Апат çиме те манатпăр имĕш. Тÿрех тÿрре тухам. Вăхăта кун каçа социаллă сетьсенче ирттермен эпĕ, кукамая пахчара пулăшмаллине манман. Каçсерен ноутбука çутаттăм паллах.
Ачасене ăс пухма: педагогсене ĕçлеме хăтлă пултăр
Тен, пирĕн ачара гени пытаннă...
«Часах! Часах! Часах! Раççейри кашни çуртрах! Килти ĕçсене пурнăçланă... Амăшĕн сасси çĕтнĕ... Ачисен хăлхи илтми пулнă... Кÿршĕсем килти ĕçе пăхмасăр вĕреннĕ, йытă каласа панă! Эх, часах вĕсем — ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсем — пуçланаççĕ: тÿлевсĕр кĕртеççĕ, укçалла кăлараççĕ... Вĕренÿ çулĕ амăшĕсемшĕн ача кĕтнĕ пекех — 9 уйăх тăсăлать. Иккĕмĕш эрнеренех кăмăл пăтранма тытăнать. Амăшĕсем, çывхарса килекен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе сире! Ăнăçупа чăтăмлăх!» — вулатăп Интернетри пĕр шÿте.