- Чăвашла верси
- Русская версия
«Ачасемсĕр пурнăçра çутă сăрăсем çитмĕччĕç»
Çĕмĕрле районĕнчи Турханта 227 çемье пурăнать. Вĕсенчен 8-шĕ пысăк йышпа савăнать.
Ирина Скрипкова та — нумай ачаллă амăшĕсен ретĕнчен. Нумаях пулмасть — кĕçĕн ывăлĕ 1 уйăхра çеç-ха — вăл пиллĕкмĕш хутчен анне пулса тăнă. Артемсăр пуçне Ксюша, Володя, Слава тата Ангелина çитĕнеççĕ. Ангелина хĕр кĕтнĕ-ха та... халĕ вара шăллĕ тупăннишĕн те савăнать, ăна никама памасса систерет.
Çак ялтах çуралса ÿснĕ Ирина, пĕр урамран теприне çеç качча килнĕ. Мăшăрĕн Мишăн тĕп килĕнчех тĕпленнĕ вĕсем. Çĕнĕ пÿрт лартнă-ха, анчах вăл ашшĕпе амăшĕн çурчĕпе юнашарах, пĕр çĕр лаптăкĕ çинчех. 2004 çулта çĕкленĕ ăна. Ялта пурăнакан çамрăк специалистсене тивĕçекен пулăшупа та усă курнă çемье. Ун чухне кил хуçи колхозра механизаторта тăрăшнă. Халă вăл — социаллă ĕçчен.
Паллах, паянхи кун кашниех пилĕк ача çуратма хăюлăх çитереймест. Скрипковсем — хăраман. Çамрăксем ялта юлма та шикленмен, ара, паян чылайăшĕ хулана туртăнать те. Çурта пĕр ача хыççăн теприн уçă куллипе тултарса пуянлатма та ÿркенмен.
— Мăшăр лайăх, япăххипе кун чухлĕ çуратас çук. Тепĕр енчен, эпĕ пĕччен çитĕннĕ — пысăк йыш пирки ачаран ĕмĕтленнĕ. Малтанах виççĕ çинче чарăнма та шухăшланăччĕ. Тăваттăмĕшне «туянсан» пиллĕкмĕшĕ те кирлех пек туйăнчĕ, — тет Ирина Вячеславовна. — Ялта хăнăхнă та кунтах лайăх. Вăрман та юнашар. Пĕр-пĕринпе хирĕçес пулсан та кÿршĕсем илтмеççĕ, — шÿтлет хĕрарăм.
Ятлаçсан та — çураçмалла
Нумай ачаллă амăшĕ икĕ çул каялла менеджер-экономист дипломне илнĕ. Чулхулара куçăмсăр майпа ултă çул вĕреннĕ вăл. Шкул пĕтерсенех качча кайнăскер икĕ пепкине кун çути парнелесен çеç аслă шкула туртăннă.
2002 çулта пĕрлешнĕ Иринăпа Миша. Кинĕпе хунямăшĕ вун пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ юнашар.
— Çамрăксене вĕрентме те тивет. Шкул хыççăнах качча килчĕ те нумай ĕçе хăнăхтарма тиврĕ. Пĕр пÿртре икĕ çул юнашар пурăнтăмăр. Ятлаçсан та çураçма пĕлмелле. Пĕрле пурăнмалла вĕт. Аслă ывăлсем иккĕшĕ те хамăр урамрах тĕпленчĕç, кинсем те килсех çÿреççĕ. Кĕçĕннине хамăртан епле уйăрас? Çĕр уйăртăмăр. Ватлăхра пăхакан та кирлĕ-çке. Хальлĕхе мунчине те хамах хутаятăп-ха, лавкка таврашне тухаймастăп вара — утаймастăп. Кÿрше те каçман. Кил хушшинче çеç кĕштĕртетсе çÿретĕп çапла, — калаçăва хутшăнать Ирина хунямăшĕ Елизавета Андреевна.
Эпир пынă чухне амăшĕ аслă ачисемпе пахчана утă пуçтарма тухнăран «çĕнĕ кайăка» асламăшĕ пăхатчĕ. Сакăрвунна кайнăскерĕн 9 мăнук, 3 кĕçĕн мăнук çитĕнет. Усрава илнĕ виçĕ мăнук та пур.
— Юратаççĕ ачасем, килсех, «мамаклатсах» тăраççĕ. Пурне те укçа кирлĕ тата: пĕрисем вĕренеççĕ, кусем стройка тăваççĕ...
Валентин Алексеевичпа Елизавета Андреевна аллă çул ытла пĕрле пурăннă. Шел, упăшки çĕре кĕнĕ.
— Мăшăрпа питĕ килĕштереттĕмĕр. Вăрçăнман та, ятлаçман та, хирĕçмен те. Пĕр-пĕрне яланах ăнланнă. Паллах, ачасене те хамăр пек юратса пурăнма вĕрентнĕ, — тет хĕрарăм. — Иккĕмĕшпе виççĕмĕш ывăлсен хушши — тăхăр çул. Малтанах кĕçĕннине çуратма та шухăшламан. Ун чухне çамрăксем хулана тухса кайма пуçларĕç. «Валька, ачасем хулана тухса кайсан иксĕмĕрех юлатпăр вĕт, тепре çуратар пуль», — тесе сĕнтĕм. Çапла тепре шырама кайрăмăр. Ку та ывăл пултăрах теттĕм.
Елизавета Андреевнăпа Валентин Алексеевич мăшăрланиччен виçĕ çул туслă çÿренĕ. Паллах, ачисем те ашшĕпе амăшĕ пĕр çăвартан еплерех пурăннине курса çитĕннĕ, вĕсене тĕслĕх вырăннех лартнă. Мишăпа Ирина та нумай çул туслă çÿренĕ. Çепĕç туйăм хĕмленме пуçланă самантра хĕр 7 класра вĕреннĕ, йĕкĕт салтакран таврăннă. Сакăр çултан ăшă йăва çавăрнă вĕсем.
Килĕшÿ — хĕрарăмра
— Хунямапа çулталăк пурăнсан йывăç кивĕ пÿрт илсе уйрăлса тухрăмăр. Йĕри-тавра стройка пуçларăмăр. Йывăçран пураланă хуралтăсем çĕрсе пĕтрĕç ĕнтĕ. Çурта та 1975 çултах лартрăмăр. Нушине курнă-ха. Шăрăх пулчĕ вăл çул. Урпа шит тăршшĕччĕ, йĕри-тавра вăрман çунатчĕ. Çурла уйăхĕнче лартма пуçларăмăр пÿрте, çав çулах кĕтĕмĕр. Колхозра тырă пухса кĕртсен Валькăна комбайнпа рис вырма Пермь облаçне илсе каясшăнччĕ. Хуняма калать: «Ан яр, унсăрăн пÿрт лартаймастпăр вĕт», — тет. Чăнах ĕлкĕрейместĕмĕр. Кайран хушăран «кайса курас килетчĕ» тесе ÿпкелетчĕ мăшăрăм. Укçи-тенкине те малтанах хатĕрленĕ ĕнтĕ, пурана хăпартсанах кăмака тутартăмăр. Тата кăштах пурăнмаллаччĕ те Валькăн, утнă çĕртех ÿксе вилчĕ. Юн пусăмĕ хăпаратчĕ çав, — ассăн сывларĕ хĕрарăмсенчен асли.
— Пĕлтĕр вите тума пуçларăмăр та кăçал çеç вĕçлерĕмĕр, халĕ выльăх усрас тетпĕр. Çур çулти пăру çитĕнет, унран ĕне тумалла, — пĕлтерчĕ Ирина.
Пурнăç епле пуласси те, çемьери килĕшÿ те чи малтанах хĕрарăмран килнипе килĕшеççĕ ку килте.
— Хăть те хăçан та ларса калаçса, канашласа ĕçлетпĕр. Пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшатпăр. Аттепе аннене пысăк тав паллах — нумай пулăшрĕç. Вĕсемсĕр алă-урасăр пекех. Кÿршĕсем те лайăх. Администраци ертÿçисем те сĕнÿ-канашпа пулăшсах пыраççĕ, — ялти пурнăçпа кăмăллине уççăнах палăртрĕ уйрăлнă май нумай ачаллă амăшĕ.
Пысăк та яваплă утăм
Турханти Кадеровсем те — нумай ачаллисен йышĕнчен. Татьяна Николаевнăпа Сергей Никитич Гришăпа Никитăна çуратнисĕр пуçне çемье ăшшине Оксанăна, Димăна тата Аньăна парнеленĕ, виçĕ ачана хăйсен хÿттине илнĕ.
— Ку çирĕп шухăш, паллах, çăмăллăн килмест. Вăйă мар-çке. Шухăшласан-шухăшласан ку утăм валли пиçсе çитрĕмĕрех. Гриша та çăмăллăнах йышăнчĕ ку хыпара. Никитăна ăнлантарма йывăртарахчĕ. Кĕçĕнни пулнă май тетте пайлас килмерĕ-ши? Халĕ питĕ туслă вĕсем, — тет нумай ачаллă амăшĕ.
Аслă ывăлĕ Гриша 19-та ĕнтĕ, тăваттăмĕш курс студенчĕ. Никитăпа Оксана вуниккĕре, пĕр класрах вĕренеççĕ. Аня та вĕсен ÿсĕмĕнчех, анчах вăл Саланчăкри коррекци шкулĕнче вĕренет.
— Çемьене малтанах Димăна илсе килтĕмĕр. Ун чухне вăл виççĕреччĕ, унтанпа çичĕ çул иртрĕ. Çулталăкран Оксанăна илтĕмĕр. Вăл Димăн аппăшĕ иккенне малтан пĕлмен те. Урăх çемьере пурăннă вăл, анчах хĕрачана каялла тавăрнă. Эпир пĕртăвансене уйăрас мар терĕмĕр, çавăнпах хамăр пата йышăнтăмăр. Аньăшăн пирĕн кил алăкĕ икĕ çул каялла уçăлчĕ, — паллаштарчĕ çемье историйĕпе Татьяна Николаевна.
Çемье пуçĕ электрогазосварщикре тăрăшать, мăшăрĕ кил ăшшине упрать. Анат Кăмаша хĕрĕпе Турхан каччи хĕр йĕкĕтсен ялне хăнана килсен паллашнă. Ун хыççăн Татьяна Сергее салтака ăсатнă, кĕтсе илнĕ. Çулталăкран, 1997 çулта, пĕрлешнĕ. Тата çулталăкран чăвашсен йăлипе Сергейпа Татьяна тĕп килтен уйрăлса тухнă.
Амăшĕ çĕре кĕнĕрен 7 пĕртăвана Сергей ашшĕ пĕчченех ÿстернĕ иккен. Мăнукĕсене ура çине тăратма ывăлне амăшĕ пулăшнă.
Татьяна вара — тăватă ачаран виççĕмĕшĕ. Амăшĕ хĕрĕ усрав ача илессе епле йышăннă-ши? Йĕркеллех-мĕн. Таня умĕн аппăшĕ Надя ку утăма тума пиçсе çитнĕ. Вăл тăватă ывăл-хĕре çемье ăшши парнеленĕ. Аппăшĕн тĕслĕхĕ те хавхалантарнă йăмăкне, амăшĕ Зоя Алексеевна та чарман.
— Ачасем ăна «кукамай» тесе çеç тăраççĕ, — тет Татьяна Кадерова. — Ачасем пĕр-пĕринпе туслă çитĕнеççĕ. Никитăпа Оксана пĕр класрах вĕренеççĕ-çке, урок та пĕрлех тăваççĕ. Ытларах Оксана Никитăна пулăшать. Димăна та пăхса тăрать вăл. Гриша та шăллĕ-йăмăкĕпе лайăх хутшăнура. Гриша Оксанăшăн идеал-пичче шайĕнчех. Çакна ялан калать. Ăшшишĕн, лайăх хутшăннишĕн пулĕ.
Малтанхи вăхăтра тĕрĕсех турăмăр-ши тесе шухăшланă самантсем те пулнă. Йывăрлăх сахал мар. Кашнин хăйĕн кăмăл-сипечĕ тата. Çав вăхăтрах — хамăрăн опыт çитменни те. Халĕ хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Вĕсемсĕр пурнăç та пушă, тĕксĕм пулĕччĕ, çутă сăрăсем çитмĕччĕç, — пытармасть ырă кăмăллă та ăшă кулăллăскер.
Хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕ — анне пуласси. Унăн ачисене юратмалла, вĕсене çемье ăшшине туйма пур май туса памалла.
— Ачасене хăтлă тесе шанатăп. Вĕсем шкултан тухсан та киле васкаççĕ-çке, — чунне уçать хĕрарăм.
Кадеровсем пĕрле уçăлса çÿреме кăмăллаççĕ. Хĕлле пурте туслăн йĕлтĕр сыраççĕ. Çулла ачисем ашшĕпе пулла çÿреме юратаççĕ. Шел, çуллахи вăхăтра командировкăсене час-час çÿренĕрен вăл çывăх çыннисемпе канмалли кунсене çеç ирттерет. Спортпа та туслă вĕсем. Ывăлĕсем футбол кăмăллаççĕ. Хĕрсем вара вĕтĕ шăрçаран илемлĕ япаласем ăсталама хăнăхаççĕ.
Татьяна НАУМОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.
Комментировать