Кукамайăн — Интернет
Институтри экзаменсем вĕçленсен каникула кукамай патне кайрăм. Ача чухне те ăшă кунсене кунтах ирттернĕ-çке. Паллах, ноутбука та пĕрлех илтĕм. Пĕлмен кинемейсем валли: ноутбук — кĕнеке пек уçăлса хупăнакан компьютер. Эпир, çамрăксем, Интернетсăр пурăнаймастпăр-çке. Кун-шăн час-часах сăмах та лекет пире. Апат çиме те манатпăр имĕш. Тÿрех тÿрре тухам. Вăхăта кун каçа социаллă сетьсенче ирттермен эпĕ, кукамая пахчара пулăшмаллине манман. Каçсерен ноутбука çутаттăм паллах. Кукамай та хушăран ман çума пырса ларатчĕ, эпĕ мĕн ĕçленипе кăсăкланатчĕ.
Манăн юратнă çыннăма мĕнпе те пулин йăпатмалла-çке. Хамăр ял çыннисен сăнÿкерчĕкĕсене кăтартаттăм. Хам та камăн пурнăçĕнче мĕн çĕнни пулса иртнипе хаваспах паллашаттăм — социаллă сетьсенче йăлтах паллă-çке.
— Ара ку Маиç мăнукĕ-çке! Тăр-ха! Тăр... Куçлăха тăхăнам. Лайăхрах пăхам... — çапла пуçланчĕ чи кăсăкли. Ку таранччен кукамай хăйне лăпкă тытатчĕ. Ман çумра кăштах тăратчĕ те çывăрма каятчĕ. — Вăл качча тухнине илтменччĕ-çке!..
Тепĕр кун Дашăн, Маиç мăнукĕн ĕнтĕ, шурă кĕпе тăхăннă сăнне курма кÿршĕри тата виçĕ кинемей каçрĕ. Тăванăм чĕннипе паллах. Пĕри те тепри ку е вăл ар-хĕрарăм Интернетра пуррине тĕрĕслеме ыйтать. Эх, пуçланчĕ каçхи пурнăç! Кун сăнне кăтарт та тепринне шыра. Ывăлĕ-кинне, хĕрĕ-кĕрÿшне еплерех тимлĕ сăнаççĕ тата! Нихăçан курман тейĕн. Уйрăмах Кĕтерук аппа тĕлĕнтерет ку енĕпе.
— Э-э-э... Кинĕн кун пек кĕпе те пур иккен. Иртнинче тата урăхипеччĕ. Кăна та курман-ха эпĕ... Ку йĕммине хăçан туяннă-ши тата?..
— Манăн та яла пĕрмай пĕр тумпа килет. Спорт форми текеннине тăхăнса ярать те. Хăна-вĕрле таврашĕнче çеç куркалатăп илемлĕ çи-пуçне, — тет унпа пĕр шухăшлăн пулса Çинук аппа.
— Ара, тăхăнччăрах. Хĕрарăмăн илемлĕ пулмалла, — хушса хурать çавăнтах Елис аппа.
— Укçи-тенки пулсан капăрланччăрах, — сăмах вĕçне юлмасть кукамай та. — Эпир çити- çитми пурнăçпа ÿсни те çитет.
— Туянас тесен те лавккара йĕм таврашĕ те сутмастчĕç çав... — тарăннăн сывласа илеççĕ те кинемейсем тĕпчеве малалла тăсма ыйтаççĕ.
Вăхăт иртнĕ май каçхи ку «ĕç» кăнтăрлахине куçрĕ. Ара, манăн çамрăксемпе урама та тухас килет-çке. Çавăнпах Интернетри «сунар» валли вăхăт кăнтăрла уйăрма тытăнчĕ кукамай-асанне. Пахчари, килти ĕçсене пурнăçлаççĕ те каннă май пĕр хушă компьютер умне вырнаçаççĕ.
Ĕмĕр пурăн — ĕмĕр вĕрен тесе те ахальтен каламан-тăр. Ку техникăна еплерех çутмаллине те ăнкаракан пулчĕç. Уйрăмах кукамай правур ку енчен. Ара, ыттисем ют çын япалине тĕкĕнме те хăраççĕ-çке. Çĕмĕресрен асăрханаççĕ. Пĕр кунхине кукамай вуçех те еплерех пускаламаллине вĕрентме ыйтрĕ. Манас мар тесе хăшне-пĕрне çыркаласа та хучĕ-ха.
— Тĕлĕнтеретĕн, кукамай. Мĕн тăватăн кунпа?
— Эсĕ кайсан унсăрăн алă-урасăр юлатпăр-иç...
— Эпĕ компьютерне пĕрле илсе каятăп-çке.
— Ара, эсĕ ку кивелнĕ, çĕнни кирлĕ теттĕн-и-ха?
— Çапла та-ха...
— Эпĕ сана укçине парăп, — сăпайлăн хуравларĕ тăванăм.
Халĕ манăн çĕнĕ техника — планшет. Кукамай вара Интернетпа туслашрĕ. Хулана таврăниччен ăна пĕр-пĕрин патне çыру çÿретме те вĕрентрĕм. Хăнăхса пырать пек-ха. Манас тăк — шпаргалки те алă айĕнчех. Савăнать куншăн. Пенси илсен укçине тăкакламалли мур — Интернет — тупăннишĕн çеç кăмăлсăрланать хушăран. Кÿршĕ-аршă пуçтарăнса халапа ярсан пусăрăнчăклăхĕ иртет курăнать.
Хĕллехи каçсенче нуски çыхмаллине çеç ан манччăр ĕнтĕ кинемейсем.
ЕКАТЕРИНА.
Шупашкар хули.